Утарсене шута илĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2025, 14:02 Просмотров: 206

Асилтеретпĕр, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕччен Раççейри утарсене пурне те маркировкăламалла, учета тăратмалла. Правилăсене пăхăнмасан штрафлама пултараççĕ.

Мĕншĕн-ха маркировка кирлĕ/ Ку пĕлтерĕшлĕ ĕç хурт-хăмăр продукчĕсен производствин хăрушсăрлăхне ÿстерме пулăшать.

Пыл хурчĕсене вĕллене куçарсан е çĕршыва илсе кĕрсен 14 кун иртиччен маркировкăламалла. Вĕллесен хăйнеевĕрлĕ номер - 11 паллăран тăракан код пулĕ.

Çак хăйнеевĕрлĕ номере мĕнле илмелле-ха/! Электронлă почтăпа Россельхознадзора заявка тăратмалла е вырăнти ветеринари станцине каймалла. Пĕтĕм даннăя патшалăх реестрне - «Хорриот» системăна - кĕртеççĕ.

Маркировка туни пĕлтерĕшлĕ. Саккун ыйтнине вăхăтра пурнăçлăр.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика