Тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансене, хастарлăхпа палăракансене коллективра хисеплеççĕ. Владимир Матвеев ертсе пынипе округри ветстанцире ĕçлекенсем яваплăхран хăрамаççĕ, выльăхсен сывлăхĕ тĕлĕшпе лару-тăрăва лайăх шайра тытса тăрас тесе тимлеççĕ, аграри предприятийĕсенчи фермăсене хĕллехи тапхăра хатĕрлеме пулăшас тесе çанă тавăрсах тăрăшаççĕ.
Ирех ĕçе тытăнса витесене дезинфекцилеççĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, профилактика мероприятине туллин пурнăçлани чир-чĕр микробĕсемпе кĕрешме пулăшать, выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илесси, апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тата пахалăхне тивĕçтересси ÿсет.
Акă, ветеринари учрежденийĕнче тимлекенсен пĕр ушкăнĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари комплексне те çитрĕ. Сергей Петров, Вадим Васильев водительсем, Марина Ильина санитар шанса панă ĕçе пысăк пахалăхпа тăваççĕ. Паллах, ĕç калăпăшĕ пысăк пулин те умри задачăсене ăнăçлă пурнăçлаççĕ. Вĕсем профессие чунтан парăннă.
- Аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх объекчĕсем темиçе те. Дезинфекци ĕçне çирĕплетнĕ инструкципе ирттеретпĕр, - терĕ Марина Ильина.
Елена ПОРФИРЬЕВА
Август 2025 |