Çырла фестивалĕ иртĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2025, 14:01 Просмотров: 237

Уява Шупашкар хули кунĕ умĕн, çурлан 16-мĕшĕнче, йĕркелĕç. Фестиваль Чăваш енри фермерсене, пахчаçăсене, çырла çитĕнтерекенсене пĕрлештерĕ.

Унта пыракансем ярмăрккара тĕрлĕ çырла, унран хатĕрленĕ продукци туянма пултарĕç. Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен лекцийĕсене итлесе пĕлĕве тарăнлатма май пулĕ. Кулинари тата флористика енĕпе ăсталăх класĕсем, концерт, вăйăсем, лотерея йĕркелĕç.

Фестиваль çак адреспа иртĕ: Шупашкарти Машиностроительсен проспекчĕ, 1-мĕш çурт, 16-мĕш строени. Пырса курăр – тÿлевсĕрех кĕртеççĕ!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика