Ĕçчен те маттур ял хастарĕсем - Хресчен чунĕллĕ, патвар çынсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.08.2025, 11:48 Просмотров: 33

Вăрттăнлăх мар - ялсенче ĕç вăйĕ çитмест. Çамрăксем хуланаллах туртăнаççĕ. 35 çула çитмен яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç сахалтарах. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч. Учительсемпе тухтăрсем кăна мар, механизаторсемпе комбайнерсем те, зоотехниксемпе дояркăсем те çитмеççĕ. Паллах, техникумсенче, аслă шкулсенче аграри сфери валли специалистсем хатĕрлеççĕ пулин те выпускниксем яла ĕçлеме каясшăнах мар.

Хальхи саманара та хăшĕ-пĕри, тен, ял хуçалăхĕнче чĕркуççи таран тислĕк тесе шутлать пулĕ. Ку вăл пачах та ун пек мар. Акă, çĕнетнĕ выльăх-чĕрлĕх объекчĕсем уçăлаççĕ, фермăсем хăватлă оборудованипе пуянланаççĕ, ĕç условийĕсем лайăхланаççĕ. Шалу та пĕчĕк мар. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче хăшпĕр колхозсенче вăй хунăшăн ĕç укçи вырăнне утă-улăмпа çĕрулми пани те пулнă. Халĕ урăхла. Акă, «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат страницисенче тăтăшах пĕлтерÿсем тухаççĕ, аграри секторĕнче вăй хуракан специалистсене лайăх шалу пама шантараççĕ.

«Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн шайĕнче «АПКри кадрсем» федераци проектне пурнăçа кĕртесси тĕпре. Предприяти-организацисенче кадрсен ыйтăвне татса парассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем Вăрнар тăрăхĕнчен кăна мар, кÿршĕ округсенчен те специалистсене ĕçе явăçтарма тăрăшаççĕ.

Пирĕн хушăра ÿркенменнисем, хресчен чунĕллĕ çынсем пурри савăнтарать. Вĕсенчен пĕри - Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари комплексĕнче вăй хуракан ферма заведующийĕ Эраст Андреев. Вăл аслă пĕлÿллĕ специалист. Элĕк тăрăхĕнче пурăнать пулин те кунсерен Малтикас Ялтăрана ир-ирех ĕçе васкать. Вăрнарсемпе пĕр чĕлхе тупнă ĕнтĕ, ăна коллективра пурте хисеплеççĕ. Эраст Владимирович хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Выльăх-чĕрлĕх хисепĕ ÿстĕр, чĕрчунсем сывлăхлă пулччăр тесе тимлет. Округри ветстанци пуçлăхĕ Владимир Матвеев ăна сĕнÿ-канашпа пулăшать. Сăмах май, Владимир Николаевич ветеринари службинче чылай çул ырми-канми тимлет, ертÿçĕ ĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Чир-чир сарăласран яланах кирлĕ профилактика мерисем йышăнать. «Медицина çынна сыватать пулсан ветеринари - этемлĕхе», - тет вăл.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика