1960 çул, август вĕçĕ. 2-мĕш класа каясси темиçе кун кăна тăрса юлчĕ. Мана апай хăйĕнпе пĕрле хуратул вырма илсе кайрĕ. Кăнтăрлахи апат çирĕмĕр, Çавала анса шыв ĕçрĕмĕр те ĕçе пикентĕмĕр. Çанталăкĕ шăрăх, пĕрехмай пĕшкĕнсе ĕçленипе пилĕк касса ыратать. Вырса пĕтересси 10 шагалка тăрса юлнăччĕ ?«пĕр шагалка» – 1,5 метр тăршшĕ. - Авт.%. Ванькка Егоров бригадир кашни çынна 5 тÿпе виçсе паратчĕ.
Вăрнара кĕнеке туянма кайнă пичче те персе çитрĕ. Хăй питĕ хаваслă, шкул кĕнекисене каникулта бригадăра ĕçлесе илнĕ укçипе туяннă вĕт-ха. Апай валли пурçăн тутрине те илме манман, шельмă, тÿрех тыттарчĕ вăл ăна, апай кăмăллă пулассине шанса. Унăн вара кăçал 7-мĕшне каймалла.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Анюкка аппа
Вăрнар поселокĕ
Август 2025 |