Çĕнĕ технологисем пулăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.08.2025, 10:58 Просмотров: 27

Вăрмансене хăратакан чи пысăк хăрушлăх вăл - пушарсем. Хальхи пек шăрăх та типĕ çанталăкра - уйрăмах та. Пĕр пĕчĕк хĕлхем те асар-писер çулăма куçма пултарать, анлă лаптăксене çавăрса илсен вара çутçанталăкшăн кăна мар, çынсемшĕн те синкерлĕ хăрушлăх тухать. Çавăнпа та «Вăрмансене сыхласа хăварасси» федераци проекчĕн «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шăпах та - вăрман пушарĕсене асăрхаттарасси. Ăна пурнăçласа проект йĕркипе тĕрлĕрен çĕнĕ мероприятисем чылай иртеççĕ.

Паян республикăра вăрман хуралĕн сотрудникĕсене лару-тăрăва хальхи вăхăт режимĕпе сăнаса тăма 11 видеокамера пулăшать. Ку хатĕрсене «Лесохранитель» системăпа çыхăнтарнă. Çакă ăçта та пулин тĕтĕм тухнине тÿрех сисме, çакăн çинчен дежурнăйне пĕлтерме май парать. Вăл вара ку территорири вăрман пушарĕсемпе кĕрешекенсене хыпарлать. Çавна май яваплă службăсем инкек вырăнне хăвăрт çитсе пушара сарăлма памаççĕ, çулăм кÿме пултарнă сиен те пĕчĕкрех.

Калас пулать, паян вăрманçăсен çĕнĕ йышши тата тепĕр тĕрлĕ «пулăшуçăсем» те пур - пилотсăр вĕçев аппарачĕсем. Кунашкал 11 хатĕре, акă, Чăваш ен валли «Пилотсăр вĕçекен авиаци тытăмĕсем» наци проекчĕ йĕркипе туяннă. Тепĕр виçĕ беспилотник республикăна кăçал çулталăк вĕçĕччен çитмелле. Ку аппаратсемпе ĕçлеме вăрман хуçалăхĕн сотрудникĕсем 2023-2024 çулсенчех вĕренÿ витĕр тухнă ĕнтĕ. Хальхи вăхăта çакăн пек хăнăху 55 çыннăн пур. Пилотсăр вĕçев аппарачĕсемпе усă курма Вăрнар тăрăхĕнчи вăрмансен сыхлăхĕшĕн яваплă сотрудниксем те ятарлă курссенче вĕреннĕ.

- Паян пирĕн сотрудниксем вăрман хуçалăхĕн тата çутçанталăк сыхлавĕн сферинче технологисемпе усă курнин лайăх майĕсене аван кураççĕ. Вăрманçăсем çулăм тухнă вырăнсене хăвăрт асăрхаççĕ, унта пушар сÿнтерекенсен техникине çитме ăнăçлă маршрутсене йĕркелеççĕ. Çийĕнчех мерăсем йышăнни пушар сиенне чакарма май парать. Çавăнпа та эпир пурнăçпа тан пыратпăр, хамăр ĕçе çĕнĕ технологисене кĕртсе пыма тăрăшатпăр, - палăртать Чăваш ен çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика