Кĕске çыннăн пурнăçĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать. Аслă ăру пархатарлă пулнине ан манăр. Асрах тытма тăрăшăр хăвăра çут тĕнче кăтартакана-тăрантаракана, ÿстерекене.
Тăван ене юратăр. Вăл эпир сирĕнпе мĕн çинчен шутланине, ĕмĕтленнине курса-пĕлсе тăрать. Вăхăтăн-вăхăтăн утса-чупса пынă çĕрте пире чарса тăратать. Çитменлĕхсене астивтерет. Хушăран хытах ятлать. Хăш чухне шăпăртатса куççуль юхичченех хурлантарать. Астивтерет.
Ан манăр кам сире çуратнине, çитĕнтернине. Тен, вăхăчĕпе тăраниччен çитереймен те пулĕ. Кирлĕ пек тумлантарайман та пулĕ. Ан ятлăр, вăл сире чĕререн юратса пăхнă. Ăнлантарса тăн панă. Вĕрентсе пĕлÿ илме пулăшнă. Аякка-аякка кайсан та тăван киле, тăван çĕре ан манăр, тенĕ. Вăхăтпа чарăнса тăрса шутласа пăхăр. Сире çут тĕнчене тухма алăк уçса паракан ятне тивĕçлĕ-и эсир/ Намăс пулмĕ-ши сире те, ăна та çынсен умĕнче/
Ан манăр. Аякка кайсан та, йывăр пулсан та пурнăç çулĕ сире пурпĕрех çуралнă еннех илсе çитерет. Чун панă çĕре чĕнет, кĕтет. Иртнĕ çулсемпе вăхăта тавăраймăр. Пирĕн пуласлăх пирĕнтен анчах килмест. Çут тĕнче пĕтĕм халăх чунĕсене пĕрлештерет. Вăл вĕçĕ-хĕррисĕр. Кашнин пурнăç таппине çутатса-ĕçлеттерсе тăрать. Пулас ăру умĕнче малашлăхра пит ан хĕрелтĕр.
ВенСОР-ЯВАШ
Август 2025 |