Ачалăх – чи илемлĕ те хаваслă тапхăрсенчен пĕри. Çут тĕнчепе анчахрах паллашма пуçланă ачашăн пĕтĕмпех кăсăк, тĕлĕнмелле. Кашни кун вăл мĕн те пулин çĕнни асăрхать, тĕпчет. Хĕрпĕрчисемпе арçын ачасем выляма кăна мар, ĕмĕтленме те юратаççĕ. Мĕн çинчен ĕмĕтленеççĕ-ши вĕсем/ Ку вăрттăнлăха вара Раиса Воробьеван çĕнĕ кăларăмĕ уçса парĕ. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче «Çутă ĕмĕтсем. Светлые мечты» ятпа пичетленсе тухрĕ. Авторăн сăввисене вырăсла Светлана Гордеева куçарнă. Редакторĕ – Ольга Иванова, ÿнерçи – Наталия Андреева.
Кĕнекене шкул çулне çитмен тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çырнă сăвăсем кĕнĕ. Вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, хăвăртах асра юлаççĕ. Автор пĕчĕккисен тĕнчине юратса сăнлать. Хайлавсенче килти чĕрчунсене те тимлĕх уйăрнă. Воспитани саманчĕсем вулакансене шухăша путма, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем тума хистеççĕ.
Çеруш тытрĕ мăлатук,
Тек шаккать вăл тук-тук-тук!
Шăнкăрч вĕлли ăсталать.
Ак хĕлле иртсе пырать.
?«Шăнкăрч вĕлли» сăвăран%.
Раиса Воробьеван сăввисем чунра ырă туйăмсем вăратаççĕ, туслăха, мирлĕ пурнăçа хаклама, тимлĕ пулма, чĕрчунсене упрама вĕрентеççĕ.
Эпир – пĕчĕк ачасем.
Пирĕн çутă ĕмĕтсем.
Пултăр туслăх тĕнчере,
Çемьере, тăван енре.
?«Çутă ĕмĕтсем»%.
Ку кăларăм поэтессăн пĕрремĕш кĕнеки мар. Республикăри библиотекăсемпе ача сачĕсенчи пултарулăх тĕлпулăвĕсене тăтăшах хутшăнать Раиса Васильевна.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ
Август 2025 |