Питбайк - пысăк хăрушлăх!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 09.08.2025, 13:28 Просмотров: 30

Çуллахи вăхăтра çул-йĕр правилисене пăсакансен йышĕнче ачасемпе çамрăксен хисепĕ тăрук нумайланать. Çавăнпа та вĕсем инкеке лекес хăрушлăх та пысăк ку тапхăрта. Республикăри автоинспекторсем, акă, кунсеренех питбайксемпе тата квадроциклсемпе вĕçтерсе çÿрекен ачасене чараççĕ. Хăшĕ-пĕрисене вара мототехника рулĕ умĕнче ÿсĕрле тытни те пулать!

Тĕрĕссипе, ГИБДД ĕçченĕсен куçĕ тĕлне лекни вĕсемшĕн çăлăнăç теме те юрать. Мĕншĕн тесен нумайăшĕ ку хатĕрсемпе хăрушлăх çинчен шутламасăр, çăмăлттайланса, пысăк хăвăртлăхпа кĕрлеттерсе çÿрет. Çакă тем тĕрлĕ синкерпе те вĕçленме пултарать. Инспекторсемпе вăхăтра тĕл пулни, тен, шăпах та хăшĕ-пĕрисенне пурнăçне те çăлса хăварнă пулĕ.

Тĕпллĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика