Пуласлăха - çирĕп утăмсемпе

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 23.08.2025, 15:51 Просмотров: 14

Пĕрлехи информаци кунĕнче влаçпа халăхăн куçа-куçăн тĕл пулса пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явма, тĕрлĕ хыпарсене тишкерме майсем çителĕклĕ.

Тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Егоров, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертсе пыракан информушкăн юнкун Вăрнарти чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станцин коллективĕпе тĕл пулчĕç. Палăртма кăмăллă, мероприятире территори пайĕсенче тимлекен ветеринари тухтăрĕсемпе фельдшерĕсем те, пулас çамрăк специалистсем те пулчĕç.

Чи малтанах Чăваш енĕн социаллă экономика аталанăвĕн пилĕк çулхи кăтартăвĕсене сÿтсе яврĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Олег Николаев ертсе пынипе республика тĕрлĕ отрасльсенче кăтартусене лайăхлатнине палăртрĕç. Чăваш ен экономики 1,9 процент, ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене пулăшасси 2,6 хут ÿснĕ. Регионти кашни 5-мĕш фермер гранта тивĕçнĕ. Кашни гектар çĕр пуçне бюджетран укçа-тенкĕ уйăрассипе республика Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика