Малтан каçарсан

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.08.2025, 15:41 Просмотров: 18

Чĕнместпĕр.Тутасене пăрнă.

Кăмăлăмăрсем тÿнтерле.

Кам айăплă халь кунта, кам айăпсăр/ Шыраса туп тупсăмне. Çав çеç паллă, кил-йышра чашăк-кашăк шăкăртатмасăр пулмасть.

Чупса кĕрет çичĕ çулти ывăлăм пÿрте. Такамран илтнĕ сăмаха персе ярать:

- Тулта хĕвел, пÿрте те кĕрес килмест.

Унтан, пысăк тĕпчевçĕ евĕр, амăшĕ çине тинкерет. Тем асăрхать пулас. Мана сăнама пикенет, эпĕ çилле сĕвĕрсе кулса яратăп.

- Кĕрер мар, ывăлăм. Манпа уçăлма пымăн-и/

- Кайрăмăр, атте! - тесе алран пырса тытать вăл.

Тулта чăнах та чăн-чăн çуркунне. Тÿпере хĕвел кустăрми ялкăшать, çуртсен аркинчен ăмăртмаллах тумла тумлать.

Утатпăр тухса ывăлăмпа урама.

Кашнин хăйĕн шухăшĕ, анчах эп ытларах пепкемĕн сăмахне тăнлама тăрăшатăп.

- Анне кăмăлсăр, - тет вăл.

- Ма кăмăлсăр/ - тесе пÿрт чÿречи енне çаврăнатăп.

Сăнать анни пире кантăкран. Анчах ăна ют çын вăрттăнлăхне сыхланă пек ырă мар. Пăрăнать вăл чÿрече умĕнчен.

Пăрăнать те, анчах хăйне татах айăплăрах туять.

Çапла, çапла. Кунта йăнăшмастăп эпĕ, малтан ал паракан е малтан каçаракан - яланах ăслă. Эпĕ каçарнă, юнăхмастăп. Манăн чĕрере канăçлăрах ĕнтĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика