Ачасене те хĕрхенмеççĕ...

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2025, 13:58 Просмотров: 22

Мушенниксемшĕн ним сăвапли те çук. Ачасене те «тапăнма» именмеççĕ вĕт. Ашшĕ-амăшĕсен питĕ асăрхануллă пулмалла: юлашки вăхăтра шкул ачисене улталани республикăра темиçе те çырăннă. Нумаях пулмасть-ха, акă, Çĕрпÿ тăрăхĕнче 7-мĕш класс хĕрачи шулĕксене 60 пин тенкĕ куçарса панă. Аферистсем унпа пĕрле вĕренекен тантăшĕн аккаунтне «çĕмĕрсе» çыхăннă-мĕн.

Хĕрача патне мессенджерта çыру килнĕ. Юлташĕ вырăнне хăйĕн патне преступник çырнине шутлама та пултарайман вăл, сĕннĕ ссылкăпа çăмăллăнах кĕрсе кайнă. Шăпах çакăн хыççăн хĕрачана парольсемпе кодсене ыйтса хăратма тытăннă. Унсăрăн ашшĕ-амăшĕн счечĕсем çинчен укçисем «çухалаççĕ» тесе суйнă. Хĕрача шикленсе ÿкнĕ, хушнине тунă. Çапла вăл амăшĕн телефонне илнĕ те палламан çынсене вăрттăн 60 пин тенкĕ куçарса панă. Тепĕр куннех, укçа çухалнине сиссен, амăшĕн полици пайне килесси кăна тăрса юлнă.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика