Мучи

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2025, 14:38 Просмотров: 26

- Мучи, - терĕ шăллăмăн ултă çулхи ывăлĕ Славик.

- Мĕн/! - тарăхса персе ятăм эпĕ.

Хам та сисмерĕм, епле тухрĕ çак сивĕ сăмах.

Кÿрентермерĕм-ши тесе, унăн çĕмĕрт куçĕнчен тинкертĕм. Ача чунĕ - сисĕмлĕ барометр. Вăл халь, ак, чăнах та, ман çине ăнланмасăр, шикленерех пăхать.

Эп куланçи турăм. Ăна-кăна сисмерĕ курăнать Славик.

- Мучи, çак теттепе вылям-и/ - малтанхиллех хаваслă ыйтрĕ вăл.

- Вылях, выля! - лăштах пулса, ăна сĕтел çинчен ракета илсе патăм. Тетти ĕнтĕ чăнласах йăпанмаллискер, авăрлатăн та - çĕмĕренне самаях инçе ывăтать. Кантăка ан çĕмĕртĕр тесе, вĕçне пуклак резина çапнă пулин те, эпĕ ăна татах ача ĕмкĕчĕ тăхăнтартнăччĕ. Хамăн шĕвĕрĕ чарусăртарах, кунсеренех мĕн те пулин аркатма тăрăшать.

- Ах, хытă перет ку, мучи. Авăрласа пар-ха.

- Хăвах авăрла. Ак çапла… Вĕрен…

- Халь пĕлеп, мучи.

Хам çаплах йĕркене кĕрейместĕп. Сикрĕ вырăнтан чĕре.

«Мучи! - янăрать хăлхара. - Мучи!»

Тĕплĕнрех хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика