Пăртас çамрăкĕсен пуçарăвĕ чăнахах ырă тĕслĕхре

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.08.2025, 14:51 Просмотров: 20

Хаçатăн иртнĕ шăматкунхи номерĕнче Пăртас çамрăкĕсем хăйсен ирĕкĕпе субботника пухăнса ялтан трасса çине тухакан урамсенчи япăхса кайнă çулсене йĕркене кĕртес ĕçе пурнăçлани çинчен пĕлтернĕччĕ. Вĕсем çакăнпа кăна лăпланмарĕç, çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче татах та субботник туса çула тепĕр сий асфальт тĕпренчĕкĕ сарса хытарчĕç.

Çак сăваплă ĕçе В.Кумаляков, О.Галкина, Л.Клибышева ертсе пычĕç. 58 тонна асфальт тĕпренчĕкне маларах В.Кириллов кÿрсе килнĕ. Хальхинче те субботника çамрăксемпе пĕрле аслă çулсенчисем Р.Афанасьева, Л.Алексеев, В.Романов тата Украинăран куçса килнĕ В.Баранов активлă хутшăнчĕç. С.Сеньков, О.Галкина, В.Кумаляков хăйсен мăшăрĕсемпе, Л.Алексеев каччă çулне çитнĕ мăнукĕпе тухрĕç. Н.Журавлевпа В.Кондратьев ăскăч çакнă тракторĕсемпе ĕçе çăмăллатса хăвăрт вĕçлеме май пачĕç. Е.Масли çамрăк вара асфальт тĕпренчĕкне хăйĕн садра ĕçлемелли тачкипе хастаррăн туртса тĕлĕнтерчĕ. Тăрăшулăхĕпе пурте, уйрăмах ялти библиотекарь О.Иванова, А.Скворцова почта пуçлăхĕ, О.Волков, С.Алексеев тата Мускаври вахтăран тин кăна çитнĕ О.Егоров çамрăксем палăрчĕç.

Тĕплĕнрех хаçатра.

Геннадий ИВАНОВ

Пăртас

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика