Çулталăк пуçланнăранпа Раççей Социаллă фончĕн Чăваш енри уйрăмĕ 227 сусăр çынна ОСАГО полис хакĕн 50 процентне саплаштарнă.
Ку çăмăллăха медицина кăтартăвĕ тăрăх, реабилитаци тата абилитаци программипе килĕшÿллĕн кирек хăш ушкăнри инвалидноç пур çыннăн та илме май пур.
ОСАГО полисĕн хакне çулталăк тăршшĕнче пĕр транспорт хатĕрĕшĕн компенсацилеççĕ. Страхлав полисĕнче виçĕ водительтен ытла пулмалла мар, сусăр гражданина е ун саккунлă представительне шута илсе.
Тÿлеве инвалидсен федераллă реестрĕнчи сведенисем Социаллă тивĕçтерÿсен пĕрлĕхлĕ патшалăх информаци системине ?ЕГИССО% килсен заявленисĕрех палăртаççĕ. Информаци базисенче сведенисем çук пулсан, Социаллă фондăн клиент службине е нумай функциллĕ центра çитсе заявлени çырмалла. Компенсаципе тивĕçтерессине 5 ĕç кунĕнче палăртаççĕ. Тата 5 кун укçа-тенке счет çине куçарма уйăраççĕ.
Август 2025 |