Стипенди илĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.08.2025, 14:48 Просмотров: 187

Чăваш енре ятарлă çар операцинче çапăçакансене тата вĕсен çемйисене хÿтте илессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Вĕсене çак çăмăл мар вăхăтра тĕрев пама республика шайĕнче чылай пулăшу мерине йышăннă.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вара пулăшăвăн тепĕр тĕсĕ хушăнать. Çакăн çинчен Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев указа алă пуснă. Вăл чи малтанах СВО участникĕсен ачисене тÿреммĕн пырса тивет.

Çапла майпа уйăхсерен паракан 2500 тенкĕ стипендие студентсем те - СВО участникĕсен кĕретĕн майпа патшалăх професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакан тата вăтам професси вĕрентĕвĕн программисене алла илекен ачисем - тивĕçме пултарĕç.

Каласа хăвармалла, çак виçепех стипендие ятарлă çар операцине хутшăнакансен республикăри шкулсенче вĕренекен ывăлĕ-хĕрĕсем те илсе тăраççĕ.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика