Çĕнтерÿçĕ республикăра ăмăртĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 12.08.2025, 14:02 Просмотров: 33

Округра уяв-концертсем иртеççĕ-и, спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеççĕ-и - халăх дружинникĕсем яланах малти ретре. Куратпăр, мĕнпур мероприятире вĕсем полици сотрудникĕсене йĕркелĕхе тивĕçтерме пулăшаççĕ. Унсăр пуçне, обществăлла тĕрлĕ ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ, шкул ачисемпе çамрăксене патриотла воспитани парассине те пысăк тÿпе хываççĕ. Кашнинех хăйĕн тĕп професси ĕçĕ-хĕлĕ пур ĕнтĕ - тивĕçĕсем тем чухлех. Апла пулин те округшăн пĕлтерĕшлĕ ĕç валли кăмăл та, вăхăт та тупаççĕ.

Çав вăхăтрах, каламалла, халăх дружининче тăракансене саккунсене лайăх пĕлни те, вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕплĕхе тытса пыни те, ытти пахалăхсем те кирлĕ. Ку енсемпе кам пултаруллăрах, çивĕчрех, ÿсĕмлĕрех - çакна хамăр тăрăхри дружинниксем хăйсем хушшинче конкурс майĕпе çирĕплетнĕ. Чи маттурри вара кăткăс тĕрĕслевсен кăтартăвĕсем тăрăх палăрнă.

Ăмăртуçăсем хушшинче - чылай çул халăх дружининче тăрăшакан активистсем: Елена Голубцова, Галина Павлова тата Анатолий Степанов. Конкурс комиссийĕ вĕсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне тĕплĕ хакланă. Киревсĕр ĕçсене уçса пама хутшăннине, административлă йĕркелĕхе пăсакансене тупса палăртнине, преступленисене асăрхаттарма тÿпе хывнине те шута илнĕ. Çавăн пекех участниксем Раççей Административлă право нормисен кодексне пĕлессипе тестировани те тухнă.

Пĕтĕм тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, конкурсăн муниципаллă тапхăрĕн çĕнтерÿçи - Галина Павлова. Чăнах та питĕ хастар та маттур вăл. Ÿсĕмлĕ спортсменка, çамрăксене спортпа туслаштаракан пултаруллă вĕрентекен... Астăватпăр, вăл 2021 çулта та хамăр тăрăхра мала тухса республикăра та чи лайăх дружинник ятне илме пултарнăччĕ. Кăçал та ăна малашнехи ăмăртура пысăк ăнăçу сунатпăр.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика