Пурăнатпăр – витĕр курăнатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:13 Просмотров: 449

Ача-пăча ÿснĕ вăхăтра сиплев учрежденийĕсене каймасăр пулмасть. Чир-чĕр хытăрах çулăхсан районти, республикăри больницăсенче те выртма тивет. Сиплениччен кĕçĕн çулсенчи шăпăрлансемпе пĕрле ашшĕсемпе амăшĕсен те палатăра кун хыççăн кун ирттермелле. Хăшпĕрисен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ мана уйрăмах кăсăклантарчĕ, шухăш-кăмăлĕ чĕрене кăвар пек пĕçертрĕ.

Бабай

Ача-пăча уйрăмĕнче тĕрлĕ ÿсĕмрисем сипленеççĕ. Мĕн тĕрлĕ чĕлхепе пуплемеççĕ!

Тутар ачи коридорпа утнă чух телефонпа калаçса пырать.

– Бабай, бабай, – тет вăл тăрăшсах. Ман пилĕк çулти ывăл çак сăмаха илтсен хытах тĕлĕнчĕ пулмалла. «Бабай» сăмах мĕне пĕлтернине манран ыйтать. Хурав пама васкамастăп-ха. Унтан тутар ачи: «Асатте, асатте, эсĕ ман пата паян килетĕн-и?» – терĕ вырăсла. Пĕчĕк ывăлăм сасартăк кăшкăрса ячĕ:

– Анне, апла бабай вăл асатте пулать-и?

Тутар ачипе хăйĕнпе калаçса пăхас терĕм. Чăнах та, «бабай» чăвашла «асатте» тесе куçарăнать иккен. Ача эпир кăсăкланнине курса тата хавхаланса кайрĕ. Тутар сăмахĕсене янраттарса калама пуçларĕ. Эни, сары, сэнгер, алма, кыяр ... Ытти шăпăрлансем пырса тăчĕç. «Чăваш сăмахĕсем пекех илтĕнеççĕ-çке!»,– пĕр-пĕринпе ăмăртса пуплерĕç вĕсем.

Тутар ачин амăшĕпе Лейсанпа паллашма тÿр килчĕ.

– Тăван чĕлхе – çветтуй чĕлхе. Хамăр ăçтан тухнине   манмалла мар. Пирĕн тăрăхри шкулта тутарла вĕрентмеççĕ, çавăнпа та эпир ачасемпе тăван чĕлхепе калаçма тăрăшатпăр. Тутарла вĕренсен 20 тĕрĕк чĕлхине ăнланăн.

Лейсан 30 çулти хĕрарăм кăна-ха, анчах анлă тавракурăмлă. Малашлăха çирĕппĕн пăхать. Эпĕ нумаях пулмасть акă хамăр ялти пĕр ятлă-сумлă çыннăн тăванĕпе калаçнăччĕ. 50 çултан иртнĕ хĕрарăм вирлĕн: «Чăваш чĕлхи ялтан тухсанах кирлĕ мар. Çамрăк ăру вырăс, ют чĕлхесене лайăх вĕрентĕр тесе тăрăшмалла».

Çак хĕрарăм хăйне çуратса ÿстернĕ ашшĕпе амăшне, тăванĕ-пĕтенне хисеплет-ши? Иккĕленÿллĕ. Шел пулин те, çакăн пек айван шухăшлă çынсем нумайлансах пыраççĕ. Шупашкарта пурăнакан пĕлĕшĕн ачи шалт тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Вăл ăс пухакан шкулта пĕлтĕртенпе чăваш чĕлхи вырăнне нимĕç чĕлхи вĕрентме пуçланă. Ашшĕ-амăшĕ пухура çапла йышăннă иккен. Пĕлĕшĕм тăван чĕлхе çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ   пулнине каласа ĕнентерме тăрăшнă. Анчах ăна кармаçăварсем пÿлсе хунă, нумай калаçтарман.

Пурнăçри пĕр ÿкерчĕк куç умне тухрĕ. Эпĕ ун чухне педуниверситетра вĕренеттĕм. Виççĕмĕш-тăваттăмĕш курссенче хулари 11-мĕш шкулта практикăра пултăмăр. Пĕррехинче Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне эпир, студентсем, хаçат кăларса стена çине çакрăмăр. Тепĕр сехетренех ăна çÿп-çап савăчĕ ăшĕнче курах кайрăмăр. Ачасенчен пĕри хаçата кам илсе пăрахнине каласан шанк хытса тăтăмăр. Сăтăрла ĕçе тăваканĕ учитель иккен. Завуча пĕлтертĕмĕр. Сăтăрçа хăйĕн патне чĕнтерчĕ. Лешĕн сăн-пичĕ симĕсленсе-кăвакарса кайрĕ. Тÿрре тухма тăрăшрĕ. Унăн хăйĕн класĕн хаçатне çакма вырăн пулман имĕш. Çак сăмахсемшĕн ла-айăх пĕçерккĕ лекрĕ ăна. «Питĕ шел, тепĕр чухне чăвашсемех хăйсен чĕлхине юратмаççĕ. Эпĕ хам вырăс пулсан та чăваш чĕлхине вĕрентме хирĕç мар»,– тенĕччĕ завуч.

Хамăра хамăр хисеплеме хăçан вĕренĕпĕр-ши? Тутарсенчен тĕслĕх илмелле мар-и?

 

Савни çырлан курăнать

Палатăна хĕрарăмпа 4–5 çулсенчи ача кĕрсе тăчĕ. Паллашрăмăр. Хамăр енченех. Пăхатăп та – унăн сăн-питĕнче пĕркеленчĕксем чылай. Унтан-кунтан кăвак çÿç пĕрчисем те курăнкалаççĕ. Пурнăçра хурапа шурра сахал мар астивнĕ пек туйăнчĕ. Ăна пĕр 35–40 çулсенчи хĕрарăм пуль тенĕччĕ. Çук иккен, йăнăшрăм. Эпĕ çамрăка 10–15 çул ватăлтарнă иккен. Ман умра – 25 çулти хĕрарăм. Катя ятлă.

Ăна кукамăшĕ вĕçен кайăк та, карта юпи те мăшăрлă тенĕ. Çемье çавăрма васкатнă. 19 çулта вăл хăйĕнчен пилĕк çул аслă арçынна качча тухать.

– Пĕрлешиччен Димăпа икĕ çул çÿрерĕмĕр. Малтанах мана мĕнлерех çепĕç сăмахсем калатчĕ. Пĕртен-пĕрскерĕм, пирвайхи юратăвăм, чунăмçăм, савниçĕм, ылтăнăмçăм... Чикĕ леш енчи курортсене илсе çÿретчĕ. Çăтмах тейĕн. Дима пек лайăх мăшăр тупаймассăн туйăнчĕ. Анчах та качча кайнă хыççăн пурнăç тамăка çаврăнчĕ,– ассăн сывласа илчĕ Катя. – Мана вĕриçĕлен, калта, йыт ами тата ытти сăмахсем каласа кÿрентеретчĕ. Ывăлпа хĕр çуратсан та кăмăлĕ çемçелмерĕ.

Фирма пуçлăхĕн пуканне йышăнсан упăшки тата хаярланса кайнă. Катьăна тарçă вырăнне хума тытăннă. Тус-юлташĕсемпе кĕрекере тăтăшах ларма пуçланă. Мăшăрĕн кунĕн-çĕрĕн техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйламалла пулнă. ,çкĕпе акăш-макăш иртĕхсе упăшки Катя еннелле час-часах турилккесем, черккесем ывăтнă.

Хунямăшĕ те çивĕч чĕлхеллĕ. Çăмарта сарринче те çÿпĕ тупма тăрăшнă.

– Эсĕ ман ывăла тивĕçсĕр. Аслă пĕлÿ те илеймен. Ача туса ларма анчах пĕлетĕн, – чашкăрнă час-часах вăл.

Юлашки сăмахсем Кĕтерук чĕрине йĕп пек тăрăнтарнă. Ачисемпе кукамăшĕ патне пурăнма куçнă вăл. Дима тепре авланать. Анчах та хула майри, икĕ аслă пĕлÿлли, пепке çуратма хирĕçленĕ тет. Суррогатлă ача амăшĕ шырама хушнă имĕш.

Дима ăна хăваласа янă. Катьăна ачисемпе таврăнма йăлăннă. Анчах та унăн вашаватлăхĕ çамрăк хĕрарăм чунне тивмен.

Хуйхă хыççăн савăнăç килет, теççĕ. Катя аслă шкула куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Пысăк шалуллă ĕçе вырнаçать.

– Пурнăç майĕпен йĕркеленсе пырать. Акă пит çинчи пĕркеленчĕксем те пĕчĕккĕн якалма пуçларĕç, – ăшшăн кулчĕ вăл.

Çамрăк хĕрарăм качча кайма васкамасть, анчах та Турă пÿрни алкумне килессе шанать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика