Сумлă офицер, чăн-чăн патриот

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 16.02.2019, 09:15 Просмотров: 357

Раççей Патшалăх, Тутарстан, Чăваш ен архивĕсенче тĕлĕнмелле тĕслĕхсем тупăнчĕç: вĕсем тăван Çĕрпел ялĕн çыннисем пĕрремĕш тĕнче вăрçин (1914 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнчен 1918 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕччен) çапăçăвĕсенче тăшмансемпе паттăррăн кĕрешнине кăтартаççĕ.

Ку тискер вăрçăра пуçĕсене хунă Раççей салтакĕсем çинчен астăвăма Европăри 11 çĕршыв çĕршер çул тимлĕ упрать. Нумаях пулмасть Раççейре те, пĕрремĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕренпе 100 çул çитнине халалласа, астăвăм мероприятийĕсем анлăн иртрĕç.

Даниил Григорьевич Сергеев, акă, 1889 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Çĕрпел салинче вăтам хресчен çемйинче кун çути курнă. 1909 çулта Хусанти учительсен семинарийĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, 1912 çулччен тăван ялта ачасене пĕлÿ тĕнчине çул уçнă. 1914 çулта унăн çара кайма ят тухать. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче вăл хăюллăн çапăçнă, яланах малти ретре пулнă. Д.Сергеев – Георгий хĕресĕн кавалерĕ. Ăна каярахпа Ораниенбаумри (хальхи Ломоносов хули) пехота училищине яраççĕ. Унтан вĕренсе тухсан прапорщик званине параççĕ, Амур леш енчи пехота полкĕн ротин кĕçĕн офицерне çирĕплетеççĕ.

Юнлă çапăçусенче палăрнăшăн 1916 çулхи апрельте Даниил Сергеева çветтуй Станиславăн 3 степень орденĕпе наградăланă, уйăхран рота командирне куçарнă. Июльте Бортники ялĕнчи çар хирĕçтăрăвĕсенче палăрнăшăн çветтуй Аннăн «Хăюлăхшăн» 4 степень, августра Бышув сали çывăхĕнче 3 степень орденĕсене тивĕçет. Декабрь вĕçĕнче Даниил Григорьевича поручик званине панă. Архив материалĕсем тăрăх, ăна Кăнтăр-Хĕвеланăç фрончĕн приказĕпе çветтуй Владимир кнеçĕн 4 степень орденĕпе тата VIII çар приказĕпе çветтуй Станиславăн 2 степень орденĕпе наградăлани те паллă.

Полк писарĕ çырнинчен: «Сергеев çирĕп кăмăлпа, нимрен хăраманнипе тата улăп пек вăйпа уйрăлса тăрать. Тăшмана хирĕç хăй пĕрремĕш тапăнса чупатчĕ, хĕçпе вунă çын таран тĕп тăватчĕ. Пĕр аллинче – хĕç, тепринче – винтовка. Çакăн пек утнă вăл тăшмана хăратса. Çапăçусем лăплансан вара яланах аманнисене пĕрер-икшер çынна хăйĕн хулпуççийĕсем çинче йăтса тухнă. Пуля та, хĕç те илмен – яланах пĕрремĕш, чĕрĕ. Яланах – çĕнтерÿçĕ.

Пĕррехинче тăшман пулеметчикĕ пеме пуçланă. Даниил Григорьевич тапăнса пыракан вырăс салтакĕсенчен уйрăлса çаврăнса кайнă та, хайхи пулеметчик хыçне чупса çитнĕ. Çара алăпа сиенсĕрлетнĕ вăл тăшмана. Хăй суранланман та. Ун патне çитнĕ офицерсемпе салтаксем чылай вăхăт сăхсăхнă.

Унпа пĕрле службăра тăнă ентешĕ аса илнĕ тăрăх, Даниил Григорьевич салтаксемпе те, кĕçĕн офицерсемпе те хисеплĕн калаçнă, анчах пуринчен те çирĕп ыйтнă. Ахальтен мар маттур офицера Февральти революци хыççăн малтан полкăн, каярахпа дивизи комитечĕн членне суйланă. 1917 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче ăна Петрограда, дивизи ялавĕ çинчен II Николай император вензельне илме командировкăна янă».

Петрограда, салтак депутачĕсен съездне, ăсатма тухнă 17 çын, хăй çапăçусенчен илсе тухнă аманнă салтаксем, Даниил Григорьевича вокзалта «Прощание славянки» кĕввипе 15 минут хушши çÿле çĕклесе чысланă-мĕн.

1917 çулта Д.Сергеев тăван тăрăха таврăнсан ял çыннисем тĕлĕннине пытарман: кĕрнеклĕ салтакăн кăкăр тулли орденсемпе хĕрессем.

Октябрьти революци хыççăн пултаруллă фронт офицерĕн чире пула çартан кайма тивнĕ. Етĕрне уесĕн халăх вĕрентĕвĕн пайĕн заведующийĕнче тимленĕ. 1925 çултан – Шупашкарти Тĕп педтехникум (каярахпа – педагогика институчĕ) директорĕ. Даниил Григорьевич республикăн вĕрентÿ çурчĕн правленийĕн председателĕнче те тăрăшнă. Наркомпрос Академи центрĕн президиумĕн членĕ пулнă. Вĕрентÿ сферинчи нумай çулхи курăмлă ĕçĕ-хĕлĕшĕн панă кĕмĕл медаль пур.

Ун тивлечĕпе Çĕрпел салинче виçĕ класлă шкул çуртне хăпартса лартнă. Вăл мĕнпур вăйне халăха пĕлÿ парассине хывнă. Педагогика ыйтăвĕсемпе хаçат-журналта пичетленĕ статйисемшĕн, методика ĕçĕсемшĕн тÿлев те илмен.

Даниил Григорьевичăн икĕ ывăлпа икĕ хĕр. Аслă ывăлĕ – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, киле чĕрĕ таврăннă. Хĕрĕсем Казахстан тăрăхне куçса кайнă. Хальхи вăхăтра ялта тăванĕсем – Роберт Сергеев тата Валерий Кириллов – пурăнаççĕ. Даниил Сергеевăн сывлăхне вăрçă йывăрлăхĕсем пысăк сиен кÿнĕ. Юлашки уйăхсенче вăл выртса та çывăрайман, ларса кăна. Апла пулин те ĕçлеме пăрахман. Вăл 1930 çулхи августăн 5-мĕшĕнче 40 çулта ÿпке чирне пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Ăна, хăй каласа хунипе, Çĕрпел салин çăвинче пытарнă. Манăн асаттен сăмахĕсем тăрăх, Шупашкартан килнĕ музыкант, Д.Сергеева лайăх пĕлнĕскер, ăна юлашки çула ăсатнă самантра малтан СССР гимнне «Интернационала» мар, тăрук «Прощание славянки» кĕвве вылянă-мĕн.

Мăнаçланса калама пултаратпăр: пирĕн ентеш Даниил Григорьевич Сергеев – сумлă офицер, Раççейĕн чăн-чăн патриочĕ.

Григорий ВАСИЛЬЕВ,

Раççей Журналистсен союзĕн членĕ.

Çĕнĕ Шупашкар.   

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика