Вăрнар районĕн çыннисем чăннипех те пултаруллă та маттур. Çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнсан та чăваш ятне çÿле çĕклеççĕ вĕсем.
Пăртасран тухнă аякри ишев капитанĕ, Арктика шельфĕ çинче сейсморазведка тăвакан паллă полярник Александр Пылин çинчен пĕлтĕр çуралнă ялĕнче ун аслашшĕ – кулаксем персе вĕлернĕ колхоз председателĕ Гордей Пылин ячĕпе – çĕнетнĕ палăка уçнă чухне илтнĕччĕ. Халĕ ак аккăшĕ урлă хăйĕнпе те çыхăнма тÿр килчĕ.
Александр Альбертович – Тинĕс–Арктика геологи разведкин экспедицийĕн (МАГЭ) «Николай Трубятчинский» наукăпа тĕпчев карапĕн капитанĕ. Мурманскри Ленинла Комсомол ячĕллĕ тинĕс инженерин аслă училищинче пĕлÿ илнĕ. Капитанăн 4-мĕш помощникĕнчен аякри шыв карапĕн капитанне çитнĕ.
Арктикăна тĕпчес ĕçе сумлă тÿпе хывнă вăл. Вунă çул каялла «Куренцов профессор» наукăпа тĕпчев карапĕн капитанĕ пулнă май, сейсморазведка киммипе Лаптевсен тинĕсĕнче çурçĕр анлăшĕн 84-мĕш градусĕ çине илсе тухнă. Виçĕ çул каялла «Николай Трубятчинский» капитанĕ Александр Пылин Арктикăри континент шельфĕн чиккине тĕрĕс палăртассипе курăмлă ĕç тунă.
Хăйĕн пурнăçне ансат мар, анчах та пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ экспедицисемпе çыхăнтарасси мĕнле килсе тухнă-ха;
Александр Альбертович Пăртасри шкултан вĕренсе тухсан Архангельск облаçĕнчи Плесецкра – ун чухне вăрттăнлăхра тытнă космодромра – службăра тăнă. Демобилизаци умĕн вăл ăнсăртран хаçатра Мурманскри тинĕс инженерин аслă училищине çамрăксене вĕренме чĕннине асăрханă. Тÿрех йышăну комиссине çыру вĕçтернĕ. Хурав та вăрах кĕттермен – аслă шкултан йышăну правилисене ярса панă.
– Пурнăçа йăлт улăштарнă çак брошюрăна халĕ те упратăп, – тет Александр Альбертович.
Кимĕсем çÿретме вĕрентекен факультетра ултă çул пĕлÿ илнĕ вăл. Тăрăшса, тимлесе вĕреннĕ. Казарма тытăмĕнче курсант пурнăçĕ, флотла кун йĕрки, çар дисциплини ырăпа асра юлнă.
1992 çулта, судоводитель дипломне алла илсенех, ăна пысăк «Отто Гротеволь» транспорт рефрижераторĕ çине янă. Унта вăл капитанăн 2-мĕш помощникĕ таран ÿснĕ.
МАГЭ-не 2005 çулта куçнă. 2013 çулччен «Профессор Курянцов» кимĕн капитанĕ пулнă. Опытлă полярникăн ку тата «Никлай Трубятчинский» тĕпчев карапĕсем çинчи мĕнпур рейссем Арктика маршручĕпе выртнă.
Ашшĕ-амăшĕ пекех маттур Александр Альбертович. Унăн ашшĕ, Альберт Гордеевич, Мичурин ячĕллĕ колхозра вуншар çул партком секретарĕнче, амăшĕ, Фекла Прокопьевна, Пăртасри шкулта учительте тимленĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |