«Çĕнтерÿ çулне» вулакансем Толя мучине – Хураçырмари Анатолий Алексеевич Алексеева – лайăх пĕлнĕ. Унăн статйисем хаçатра тăтăшах кун çути курнă. Толя мучи кил-хуçалăхне çирĕп тытнă, районта хурт-хăмăр ăстисем хушшинче иртекен «Чи лайăх пыл» конкурса кашни çулах хастар хутшăннă. Питĕ шел, Анатолий Алексеевич Алексеевăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Пурнăçран уйрăличчен пĕр кун маларах кăна, иртнĕ эрнекун, Толя мучи редакци коллективĕпе тĕл пулнăччĕ. Ун чухне вăл хаваспах корреспондентсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Хаклă вулаканăмăрсем, сире паян çак интервьюпа паллаштаратпăр.
– Толя мучи, эсир хурт-хăмăр ĕрчетессипе хăçан ĕçлеме пуçларăр.
– Пыл хурчĕсем тытма пуçлани çур ĕмĕр те иртрĕ ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, утар тытма нихăçан та ĕмĕтленмен. Сире чăн пулнине каласа кăтартасшăн. Кушлавăш ялĕнчен инçех мар хĕрарăмсен мăнастирĕ пулнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 17-мĕш çулĕсенче политика тытăмĕ улшăнсан ăна хупаççĕ те манашкăсем тĕрлĕ çĕрелле саланаççĕ. Виççĕшĕ Йĕпреç вăрманĕнче тĕпленсе пыл хурчĕсем усрама тытăнаççĕ. Пĕр манашки хурт-хăмăр пăхас ĕçре уйрăмах пысăк ăсталăхпа палăрса тăнă. Шел те, вăл пурнăçран уйрăлать. Манашкăсем пире, аннепе иксĕмĕре, чиркĕве çÿрекенскерсене, лайăх пĕлнĕ. Мана, анчахрах салтакран таврăннă çамрăка, хăйсем патне ĕçлеме чĕнчĕç.
– Куç хăрать те, ал тăвать теççĕ. Малтанах шикленсе ÿкмерĕр-и.
– Пĕтĕм кĕлетке тăрăх тар çапса тухрĕ. Ку таранччен вĕлле патне пырса курман та ята ярасран хăрарăм. Пыл хурчĕсене мĕнле пăхмаллине пĕлместĕп тесе евитлерĕм. Манашкăсем Турă пулăшатех терĕç. Манăн тĕн çыннисемпе килĕшмеллех пулчĕ. Тепĕр куннех çула тухрăм. Утара Йĕпреç районĕнчен зоотехник та çитнĕччĕ. Мана нумай сĕнÿ-канаш пачĕ. Зоотехникпа пĕрле вĕллесене уçса хурт-хăмăр пăхрăмăр, рамкăсем лартрăмăр.
– Пыл хурчĕсем сăхмарĕç-и.
– Чăнах та, йĕрсе ярас патнех çитрĕм. Пыл хурчĕсем сырса илчĕç, анчах чăтрăм. Хама алла илтĕм. Турăран пулăшу ыйтрăм. Пыл хурчĕсем пăхма пуçласан нумай кĕнеке-журнал вуларăм. Чи ырă кăмăлпа ĕçлеме тытăнтăм. Шутламан çĕртенех техĕмлĕ пыл туса илекен утарçă пулса тăтăм.
– Толя мучи, эсир хурт-хăмăр ăстисен семинар-канашлăвне кашни çулах хутшăнатăр.
– Пĕлмелли яланах нумай тесе шутлатăп. Сакăр теçеткене çитетĕп пулин те, пурнăç таппинчен юлас килмест. Пĕлĕве тарăнлатас тĕллевпе районти хур-хăмăр ăстисен семинарĕсене тăтăшах çÿреме тăрăшатăп, «Чи лайăх пыл» конкурса хутшăнатăп. Мухтанмастăп, яланах малти вырăнсене çĕнсе илетĕп. Кăçал та конкурса хутшăнтăм, иккĕмĕш вырăна тухрăм. Район администрацийĕн дипломне тата «Хурт-хăмăр ĕçĕн агентстви» обществăн генеральнăй директорĕ Геннадий Максимов çырнă «Чăваш енри хурт-хăмăр ĕçĕ» кĕнекене тивĕçрĕм.
Мана час-часах санăн пылу ытла та тутлă, пахалăхлă тесе калаççĕ. Манашкăсем ыр сунни, Турă пулăшни çинчен каласан хăш-пĕрисем ман çине тĕлĕнерех пăхаççĕ, кула-кула илеççĕ. Шел пулин те, ăмсанакансем те пур. Темиçе çул каялла пĕрисем манăн вăрманти 27 вĕллене тустарнăччĕ.
– Кĕвĕç куç çиес çăкăр çине те кĕвĕçсе пăхать теççĕ...
– Эпĕ нихăçан ют пурлăха хапсăнман, ман чĕре курайманлăхпа тулман. Акă кашни çулах Сăпасра ял халăхне, чиркÿ таврашĕнчи çынсене хамăн пылпа хăналатăп. Мана тав сăмахĕсем нумай калаççĕ.
Тĕрĕссипе, пасара нихăçан та пыл сутма тухман. Туянакансем хăйсемех ман пата килеççĕ. Техĕмлĕ çимĕçе сахăр пачах та ямастăп. Пархатарлă ĕçе явăçтарнăшăн хам ăшра яланах манашкăсене тав тăватăп. Халĕ вĕллесене килтех тытатăп. Вăй-хал пур чухне хурт-хăмăр ĕрчетессипе малалла та ĕçлесшĕн, хамăн ачасене, мăнуксене, кĕçĕн мăнуксене, ял çыннисене тата Турра ĕненекенсене тутлă пылпа сăйласшăн.
– «Çĕнтерÿ çулне» вулакансене мĕн суннă пулăттăр.
– Хаçат тусĕсене, çавăн пекех редакци ĕçченĕсене те, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем çитсе пыччăр. Пурнан пурнăçра ырă ĕçсем ытларах тума тăрăшăр!
Ноябрь 2024 |