Раççей пушар хуралĕ йĕркеленнĕренпе паян 370 çул çитрĕ.
Пушар службин пуçламăшне историксем Мускав тата пĕтĕм Раççей кнеçĕ III Иван ячĕпе çыхăнтараççĕ. Унăн ертÿлĕхĕ вăхăтĕнче, 1504 çулта, пушара хирĕçле чи малтанхи правилăсене хатĕрлесе кăларнă. Сăмахран, ку документ çулла мунчасемпе çуртсенче ытахальтен хутма, каç пулсан çуртасем çутма чарнă. Тимĕрçĕсемпе ăстаçăсене çулăмпа усă курма ирĕк панă, анчах çынсем пурăнакан вырăнсенчен катари хуралтăсенче кăна. Çурт-хуралтăсене йăлтах йывăçран тунăран ялсемпе хуласем тĕпĕ-йĕрĕпе çунса кĕлленме пултарнă.
Хаяр Иван патша вара ятарлă указ кăларнă. Унта çынсене çурт тăррисенче тата кил картишĕсенче шыв каткисем вырнаçтарма хушнă. 1550 çулта Мускаври пушарсене сÿнтерме ухăçсене те яма тытăннă. Çапла Раççей – çулăмпа кĕрешме çар çыннисене усă курнă чи пĕрремĕш çĕршыв.
Алексей Михайлович Романов патша тапхăрĕнче «Соборное уложение» пичетлесе кăларнă тата 1649 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче «Наказ о градском благочинии» йышăннă. Шăпах çак кун пушар хуралне туса хунă кун шутланать те. Çулăмпа кĕрешекен яланхи ушкăнсем çирĕпленнĕ çав вăхăтра, шыв сирпĕтекен тăрпасене ĕçе кĕртнĕ, талăксеренхи хуралсене тухма тытăннă.
Пушар служби аталансах пынă. I Петĕр, сăмахран, Петербург хулинче тавраллах шыв башнисем, сăнав вышкисем çĕклеттернĕ. I Николай император саманинчи паллă пулăм – пушар каланчи – çÿллĕ сăнав башни. Унтан хула айăккисем çеç мар, çывăхри саласем те çăмăллăнах курăннă.
Паян Раççей МЧС-ĕн Патшалăхăн пушара хирĕçле служби – хăватлă оперативлă тытăм. Çулсерен сотрудниксем вăтамран 150 пин пушара сÿнтереççĕ, çĕршер пин çын пурнăçне çăлаççĕ. Пушар хуралĕнче халĕ 470 пин енне çăлавçă службăра тăрать. Çĕршывра пушар хуралĕн 2000 енне гарнизонĕ ĕçлет, вĕсен тытăмĕнче – 24 пин ытла подразделени.
Вăрнарти 27-мĕш пушарпа çăлав чаçĕ.
Ноябрь 2024 |