Пирĕн хушăра ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн ĕçне тăсакансем сахал мар. Йăхран йăха куçакан туртăм уйрăмах вĕрентекенсем, медицина, ял хуçалăх, промышленность ĕçченĕсем хушшинче нумай. Спортра вара шутлă кăна. Телее, вăрнарсем спорт династийĕсем пуррипе тивĕçлипех мухтанма пултараççĕ.
Сергей Львов, Дима Львов, Роман Львов, Никита Львов, Ирина Львова... – вулакансем хаçат страницисенче, «Çĕнтерÿ çулĕн» официаллă сайтĕнче çак ятсене час-часах кураççĕ. «Львовсем пĕртăвансем-и вĕсем?» – тесе ыйтакансем те чылаййăн пулнă. Пĕр çемьерен мар – пĕр йăхран, Мăн Явăшран.
Львовсем – чăннипех те тĕлĕнмелле спорт çемйи. Вĕсем ирĕклĕ кĕрешÿ историйĕнче йышлă пулнипе çеç мар, пысăк çитĕнÿсем тунипе те палăраççĕ.
Ытти ăрăва спортăн ку тĕсне илсе килекенĕ – Григорий Александрович Львов. Вăл Мăн Явăшра 1935 çулта çуралнă. Ирĕклĕ кĕрешÿпе Совет Çар ретĕнче тăнă вăхăтра туслашнă, тытăçу техникине хăвăрт алла илнĕскер тата çутçанталăк панă çаврăнăçулăхĕ-çивĕчлĕхĕ-йăрăлăхĕ пулнăран результатсемпе те хăвăртах хавхалантарма тытăннă. Службăра тăнă çулсенче Ташкент хулин чемпионĕ пулса тăнă.
Спортăн ку тĕсĕ династи пуçĕн чĕринех кĕрсе вырнаçнă. Салтак аттине хывса тăван Ульянов ячĕллĕ колхозра бригадирта, кайран сысна фермин заведующийĕнче, унтан Мăн Явăш ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра ял ачисене кĕрешÿ хăнăхăвĕсене вĕрентнĕ. Каçсерен урам варринче çамрăксем хушшинче час-часах ăмăртусем йĕркеленĕ.
Официаллă Мăн Явăш тăрăхĕнче кĕрешÿ секцийĕ Леонид Александрович Таймасов пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ.
– Пирĕн вăхăтра çамрăксем, ачасем ун «шкулне» питĕ йышлăн çÿретчĕç. Эпир те, виçĕ пиччĕшĕ, малтан аттерен техникăна алла илнĕскерсем, секцие хаваслансах çÿрерĕмĕр, – тет династие тăсакан Юрий Григорьевич Львов.
Шкул вăхăтĕнче вăл спортăн тĕрлĕ енĕпе туслă пулнă. Çăмăл атлетикăра районта çеç мар, республикăра та пысăк çитĕнÿсем тунă. Ирĕклĕ кĕрешÿпе вунулттăра чухне туслашнă. Пурнăçне те ĕмĕрлĕх спортпа çыхăнтарма шутланă вăл. Çартан таврăнсан Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмĕнче пĕлÿ пухнă, диплом илсен Мăн Явăшри вăтам шкулта физкультура учителĕнче, унтан Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче ирĕклĕ кĕрешÿ тренерĕнче тимлеме тытăннă.
Юрий Львов – Чăваш Республикин пĕрре мар чемпионĕ, Пĕтĕм Раççейри турнирсен нумай хутчен призерĕ, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ.
Ĕçри кăтартăвĕсем сумлă. Ун шкулĕнче Раççейĕн пилĕк спорт мастерĕ, спорт мастерĕн 30-а яхăн кандидачĕ çитĕннĕ. Воспитанникĕсем – Чăваш Республикин, Атăлçи федераци округĕн, Раççей, пĕтĕм тĕнче чемпионĕсемпе призерĕсем. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл пĕр çулхине «Чăваш енри чи лайăх тренер» ята тивĕçрĕ. Нумай çулхи тăрăшуллă, кăтартуллă ĕçĕшĕн, ачасен чаплă результачĕсемшĕн ăна «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа наградăланă.
Унăн вĕренекенĕсен темиçе ăрăвĕнче те пултаруллă спортсменсем чылай: Иван Сладков, Ирина Сладкова, Алексей Васильев, Петр Николаев, Дима Авдеев... Чăваш ен шайĕнче пĕр ăмăртура пилĕкшерĕн чемпионсен ятне илнĕ. Юрий Григорьевич вĕрентсе пынипе, акă, Пăваяль хĕрĕ Анастасия Иванова Казахстанра Еврази вăййисене те хутшăнма тивĕçнĕ, кĕмĕл призер пулса тăнă. Раççей спорт мастерĕ. Ун вĕренекенĕсенчен ку сумлă ята илнисенчен Сергей Кириллов та хăй вăхăтĕнче пысăк ăмăртусенче палăрчĕ.
Хальхисем те питĕ маттур. Максим Иванов, Леонардо Семенов, Денис Федоров, Максим Уткин, Семен Семенов, Дима Львов, Настя Максимова, Елена Петрова, Яна Максимова, Елена Ластухина. Вăрнар хĕрĕ Милена Федорова та ун тивлетне пулах спортра пысăк утăмсем турĕ, нумай-нумай турнирăн пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçрĕ. Халĕ вăл Тутарстан Республикинче Олимп резервисен училищинче вĕренет. Ку регионăн чемпионĕ те пулнă. Хисепе тивĕçлĕ кăтартусем мар-и?
Юрий Григорьевичăн ывăлĕсем те – кĕрешÿ паттăрĕсем. Вĕсем иккĕшĕ те ашшĕн «шкулĕнче» ăсталăха çивĕч туптанă.
Асли, Сергей, спортăн ку тĕсне пĕрремĕш класра вĕреннĕ чухне килнĕ. Вăл – Чăваш Республикин ултă хутчен чемпионĕ, Атăлçи федераци округĕн сумлă турнирĕн çĕнтерÿçи. Раççей первенствинче 4-мĕш вырăн йышăннă. Раççей спорт мастерĕн кандидачĕ.
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ вăхăтра та спортран писмерĕ вăл, район, тăван аслă шкул чысне тĕрлĕ шайри ăмăртусенче тивĕçлĕ хÿтĕлерĕ. Халĕ Сергей Шупашкарта строительство енĕпе ĕçлесе пурăнать.
Юрий Григорьевичăн кĕçĕн ывăлĕ Роман та ашшĕпе пиччĕшне кура пĕчĕкренех тытăçу техникине хăнăхса ÿснĕ. Районта хăйĕн виçе категорийĕнче ăна çитекен пулман. Ромăна республика чемпионачĕпе первенствисен, Пĕтĕм Раççейри турнирсен, Атăлçи федераци округĕн чи сумлă ăмăртăвĕсен пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çинче тăтăшах курнă. Призерсен шутне лекнипе тивĕçнĕ медалĕсем те йышлă.
И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн çуралнă Вăрнара таврăнчĕ, ашшĕн çулне суйласа илчĕ. Роман Юрьевич халĕ – ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ирĕклĕ кĕрешÿ енĕпе тренер-преподавателĕ. Раççей спорт мастерĕн ятне ăна 2016 çулта панă.
Династи пуçĕн – Григорий Александрович Львовăн тепĕр ывăлĕ те, Александр, хăй вăхăтĕнче кĕрешÿре пысăк утăмсем тунă. Республика первенствин çĕнтерÿçи тата нумай хутчен призерĕ. Вăл та пиччĕшĕ пекех Канашри педагогика училищинче физкультурник профессине алла илнĕ. Шел те, чире пула ку енĕпе ĕçлемен.
Кĕрешÿçĕ çемйин йывăççин тепĕр «турачĕ» – Виталий Григорьевич Львов. Династи пуçĕн виççĕмĕш ывăлĕ. Спортăн çак тĕсĕпе вăл Юрий пиччĕшĕ вĕрентсе пынипе туслашнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра район чысне тĕрлĕ шайра пĕрре мар ăнăçлă хÿтĕленĕ. Чăваш Республикин шайĕпе нумай хут çĕнтерсе Раççейри ăмăртусене чылай хутшăннă, çĕршыври вăйлă спортсменсен йышĕнче шутланнă. Пĕр вăхăт, 1999–2006 çулсенче, Мăн Явăшри вăтам шкулта тренерта та тимленĕ. Шупашкарти кооператив институтне вĕренсе пĕтернĕ. Халĕ уйрăм предпринимательте тимлет.
Хăй пурнăçне спортпа туллин çыхăнтарман пулин те, Виталий Григорьевич ывăлĕсене ку енĕпе пил-хавхалану парса пырать. Çавăн пекех вăл спонсор пулса нумай ăмăртăва ирттерме пулăшать.
Астăвасса, Никитăн пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвне анлăн çутатнăччĕ. Ун чухне арçын ача, 1-мĕш класра вĕренекенскер, Чăваш Республикин первенствин кĕмĕл призерĕ пулса тăнăччĕ. Сумлă ăмăрту та, ашшĕ-тетĕшĕсем, икĕ сыпăкри пиччĕшĕсем те хавхалантарнă пулĕ ачана – 2008 çултанпа вăл çĕнтерÿçĕсен «çулĕпе» сулмаклăн утать. Кĕрешÿçĕсен хамăр регионти чи сумлă турнирĕн – Чăваш ен первенствин – нумай хутчен çĕнтерÿçи. Пĕтĕм Раççейри турнирта илнĕ ылтăн медалĕсем темиçе те. Арзамасра пулнă Пĕтĕм тĕнчери турнирта та çĕнтерÿ пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çинчи чыслава тивĕçрĕ вăл.
Никитăран çулталăк кĕçĕн шăллĕ те, Дима, тренерăн шанăçне лайăх результатсемпе тÿрре кăларать. Унăн та республикăра, Атăлçи тăрăхĕнче, Раççей шайĕнче çĕнсе илнĕ медалĕсем шăкăринех.
Ĕнер Дима республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕпе Саранска тухса кайнă. Кунта çак кунсенче Раççей шкул ачисен спартакиади иртет.
Çакна та каласа хăвармалла, Сергей та, Рома та, Никитăпа Дима та «Акатуйăн» тĕп парнине – такана – пĕрре мар çĕнсе илнĕ.
Çÿлерех пултаруллă кĕрешÿçĕсен йышĕпе Ирина Львована та асăннăччĕ. Вăл – династи пуçĕн пиччĕшĕн, Владимир Александровичăн, Герман ывăлĕн хĕрĕ. Шкулта, университетра вĕреннĕ вăхăтра кашни турнирта тенĕ пекех ун ятне çĕнтерÿçĕсен йышĕнче курма пулатчĕ. Республика чемпионачĕпе первенствинче хĕрсенчен ăна ăсталăхĕпе, кĕрешÿ техникипе никам та çитеймен. Атăлçи федераци округĕнче тĕрлĕ çулсенче хĕрсем, юниоркăсем тата хĕрарăмсем хушшинче иртнĕ ăмăртусен çĕнтерÿçи. Кадетсем хушшинче Раççей первенствинче кĕмĕл медале, студентсем хушшинче ку шайри турнирта ылтăн медале тивĕçнĕ. Унăн та «Раççей спорт мастерĕ» хисеплĕ ят пур.
– Ачасенчен нумайăшĕ спорта, вăл шутра кĕрешÿ тĕсне суйласа илни савăнтарать. Пирĕн секцисене пĕтĕмĕшле, акă, 300 ытла çамрăк çÿрет. Результатсем патне туртăнни çеç мар, ку тĕс хĕрсемпе каччăсене туслăха хăнăхтарать, кăмăл çирĕплĕхне ÿстерет, çаврăнăçуллă пулма вĕрентет. Çакă пурнăçра та питĕ пĕлтерĕшлĕ, – терĕ Юрий Григорьевич, 30 çул ытла тренерта тимлекенскер.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |