Мĕнле ĕçлетĕн – хисепĕ çавăн пек, тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Районти Ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче, акă, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсем çиччĕн тан тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç
Туслă ĕçĕн кăтартăвĕ, ăнăçăвĕ пысăк. «Пирĕн коллективра ĕçчен те пултаруллă çынсем вăй хураççĕ. Ячĕшĕн, кун ирттĕр тесе кăна ĕçлекенсем е сыпкалама юратакансем кунта тытăнса тăраймаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Леонид Николаевăн сăмахĕсене, паллах, илтме кăмăллă пулчĕ. Пилĕк уйăх кăтартăвĕсемпе районти мĕнпур хисепрен аш-какай туса илессин 87 проценчĕ, сĕт туса илессин 62 проценчĕ пирĕн предприятие пырса тивеççĕ. Çак результатсене тытса пырас тесен кал-кал ĕçлемесĕр май çук. Ку – пĕтĕм работникăн пĕрлехи ĕçĕн, пĕр чăмăр пек ĕçлесе пынин кăтартăвĕ», – терĕ «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла обществăн генеральнăй директорĕ Николай Владимирович Аливанов. Вăл хăй те сцена çине хăпарма тивĕçрĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн уйĕсем тĕрĕслев хыççăн пысăк хаклава – 2-мĕш вырăншăн диплома тивĕçрĕç.
Уявра чи пысăк награда илнисенчен пĕри – Гермоген Исаков. Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ферма заведующийĕ «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Маларах нумай çул вăл «Искра» колхозра вăй хунă. 2006 çултан – хальхи должноçре. Коллективра ăна пуçаруллă, хастар, ăслă-тăнлă тата çирĕп ыйтакан ертÿçĕ тесе хаклаççĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх комплексĕн аталанăвĕн мĕнпур тапхăрне пысăк вăй, тÿпе хывнă. Кунта паян 145-ĕн тăрăшаççĕ. Гермоген Иванович хăй те ăста, çамрăксене те çак çулпах утма вĕрентет. Унăн «опытлă шкулĕнчен» çулсерен вуншар çамрăк специалист тухать. Студентсен производство практикине ăнăçлă ертсе пырать вăл, выльăх-чĕрлĕхе пăхас мĕнпур процеса тĕплĕн вĕрентет.
Ĕçри пысăк кăтартусемшĕн ăна маларахри çулсенче район администрацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Коллективра ырă ятлисенчен тепри вăл – Ирина Иванова. Вăл та Акатуйра Гермоген Иванович пекех Хисеп паллине – «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята –тивĕçрĕ.
Ирина Михайловна аш-какай комбинатĕнче 1996 çултанпа пĕр улшăнмасăр тимлет. Маларах вуникĕ çул консерв цехĕнче кăлпасси изделийĕсен формовщицинче тăрăшнă. Хыççăн паянхи кунччен – кăлпасси-деликатес изделийĕсен цехĕн формовщици. Пĕрремĕш кунтанах вăл тавара пахалăхлă шприцлас пĕтĕм операцие пуçа хывнă. Хăйĕн ĕçне аван пĕлет. Яваплăхĕ унра çав тери пысăк.
Кив Шуртан хĕрĕ кăлпасси хатĕрлевĕн мĕнпур процесне – рецептура, виçе, норма, пахалăхĕ тĕлĕшпе – тĕрĕслесе тăрать. Оборудованире аван ăнкарать.
Сăмах май калас-тăк, кăлпасси изделийĕсемпе деликатессене пĕр сменăра 2,5–3 тонна туса кăлараççĕ, нормăна 30–35 процент ирттерсе пурнăçлаççĕ. Паянхи кун тĕлне «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă общество аш-какай продукчĕн 200 ытла тĕсне туса кăларать. Ун продукцийĕ çулсерен тĕрлĕ шайри конкурссен – Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне» курав, «Чăваш Республикин пахалăх марки» тата ытти те – чи пысăк хаклавне тивĕçет. Тавара хамăр республикăра çеç мар, Раççейри кашни регионĕнче хапăлласа туянаççĕ.
Ирина Иванована предприяти аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн унччен район администрацийĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
Зоя Елисеевна Иванова та хăйĕн пурнăçне Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе тачă çыхăнтарнă. 24 çул ытла вăй хурать ĕнтĕ вăл кунта – аш-какайпа çу цехĕн выльăхсене пусса тирпейлекен цехра. Вунвиçĕ çул рабочи шутланнă, халĕ вунпĕр çул ытла ĕнтĕ аш-какай тушкисене майлаканĕ. Ку тарана çитсе те вăл хушнă ĕçрен пăрăнса, палăртнă тĕллеврен чакса курман. Уйăхсерен цехра мăйракаллă шултра 460 ытла выльăха тата 3 пин ытла сыснана пусаççĕ. Вĕсем йăлтах Зоя Елисеевна алли витĕр тухаççĕ тесен те йăнăш мар.
Зоя Иванова коллективра ырă ят çĕнсе илнĕ кăна мар, çамрăксемшĕн те – паха опыт тĕслĕхĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн пулас технологĕсене кашни çулах вĕренÿре илнĕ пĕлĕвне практикăра çирĕплетме пулăшать вăл.
Зоя Елисеевнан тепĕр награда хушăнчĕ – ăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Сысна комплексĕнче тимлекен ветеринари санитарĕн Виталий Николаевич Ивановăн ĕçне те пысăка хурса хакларĕç – ăна та Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе палăртрĕç. Чух-чухсен сывлăхĕшĕн вăл предприятире 19-мĕш çул вăй хурать, таса чунпа тăрăшать. Тав хучĕсене, хисепе пĕрре мар тивĕçнĕ.
Василий Емельяновăн та аш-какай комбинатĕнчи стажĕ пĕчĕк мар – пĕтĕмпе 17 çул. Вăл сысна комплексĕн слесарьне ĕçе кĕнĕ. Халĕ çичĕ çул ытла кунти навус хуçалăхĕн инженер-механикĕнче тăрăшуллă вăй хурать. Техникăра вăл епле ăнкарнинчен тĕлĕнмелли кăна юлать. Ял хуçалăх оборудованин юсавлăхне тивĕçтерессишĕн, ун ĕмĕрне тăсассишĕн пĕтĕм чун-чĕрине, хăйĕн рационализаторла шухăшне хывать вăл. Ку енĕпе пĕлĕвĕ те, опычĕ те пысăк унăн. Яваплăхĕ – пушшех те. «Вăл – лайăх йĕркелÿçĕ, ыттисене те ĕçпе «чĕртме» пĕлекен çын», – теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. Çавăнпах ĕнтĕ ун ĕçне предприяти ертÿлĕхĕ пĕрре мар тĕрлĕ енлĕ хакланă. Хальхинче Василий Николаевича Вăрнар район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Ку шайри наградăсене çавăн пекех Любовь Васильева, Игорь Волков тата Виктор Семенов та тивĕçрĕç.
Любовь Герасимовна Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пăрусене пăхать. Унăн ĕçĕ уйрăмах яваплă. Ун тимлĕхĕнче – амăшĕнчен анчах уйăрнă «пепкесенчен» тытăнса икĕ уйăх таранчченхи пăрусем-çке. Пĕтĕмпе 300-ĕн. Унăн тата ĕçтешĕсен кулленхи тăрăшулăхне пула выльăхсен талăкри ÿтхушаслăхĕ вăтамран 750 грампа танлашать.
Игорь Волков – выльăхсене пусса тирпейлекен цехăн аппаратчикĕ. Виçĕ çул енне кăна вăй хурать пулин те хăйĕн пĕлĕвне-ăсталăхне ырă енчен кăтартма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ вăл. Хăйне шаннă лаптăкра пĕтĕм ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Оборудование çĕнетессипе тата ĕç вырăнĕн условийĕсене лайăхлатассипе яланах паха шухăшсем пур унăн. Ыттисене те пулăшма ĕлкĕрет.
Тепĕр çамрăк та – Виктор Семенов – коллективра кĕске вăхăтра ырă ят çĕнсе илнĕ. Вăл – механика цехĕн тракторист-машинисчĕ. Ăста механизатор, аслă ĕçтешĕсем пекех техникăна хăйĕн пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Хăйне шаннă машина-тракторĕ яланах юсавлă. Ĕççи вăхăтĕнче хастар, пуçаруллă. Çавăнпах ĕнтĕ предприяти ертÿлĕхĕ час-часах ăна ырă тĕслĕх вырăнне лартать.
Ĕç пурнăç тăвать, ĕç пурнăç тытать, тенĕ ваттисем. Çакна Вăрнарти аш-какай комбиначĕн ĕçченĕсем лайăх пĕлеççĕ – ÿркевлĕхе сирсе предприяти малашлăхĕшĕн пĕр тĕллевпе тăрăшаççĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |