Яваплă тапхăрта тăрăшулăх тата пысăкрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.06.2019, 13:53 Просмотров: 305

Районти çĕр ĕçченĕсем ял хуçалăх ĕçĕсен тепĕр кирлĕ те пĕлтерĕшлĕ тапхăрне кĕчĕç – выльăх апачĕ хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Ку ĕçе вăхăтра тата паха-лăхлă пурнăçланинчен выльăх епле хĕл каçасси тÿрремĕнех килет.

Кăçал çанталăк ку енĕпе аграрисене пулăшать темелле. Уяр та шăрăх тăракан вăхăт утта çулма та, тирпейлеме те, пуçтарса илме те меллĕх кÿрет. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче, акă, пĕр эрнере выльăх апатне хатĕрлес планăн пысăк пайне пурнăçланă та ĕнтĕ. Типĕ çанталăкри ĕçĕн пархатарĕ пысăккине кунта аван пĕлеççĕ.

– Ял хуçалăх çулталăкне кăçал кĕрхисен пысăк пайĕ пĕтнĕрен япăхрах кăмăлпа пуçларăмăр, анчах та юлашки вăхăтра çумăр çунипе çуртрисем питĕ лайăх кайрĕç. Çавна та палăртмасăр иртме çук – кăçал кукуруза уйрăмах хитре аталанать. Ăна 2300 гектар акнă. Паянхи кун нумай çул ÿсекен курăксене çулса пĕтеретпĕр. Ĕç кал-кал пырать, сенаж хыватпăр, утă преслатпăр, – пĕлтерчĕ «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» акционерла обществăн генеральнăй директорĕ Николай Аливанов.

«Кăçал ĕç планне пысăклатнă. Çакă çулталăк вĕçнелле мăйракаллă шултра выльăх пуçне 5 пине çитерме палăртнипе те çыхăннă», – хушса каларĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕн ертÿçи Валентина Степановна Тимофеева.

Нумай çул ÿсекен курăксем, тĕпрен илсен – люцерна, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕн уйĕсенче 1329 гектар йышăнаççĕ. Кунта выльăх апачĕн пахалăхне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Рацион пуян. Çуллахи вăхăтра витере тăракан выльăха кашни кун симĕс апатпа тивĕçтереççĕ. Выльăха тăрантарма кунне 60–70 тонна апат каять.

Хĕллехи тапхăра тĕплĕн хатĕрленни те предприятин пĕтĕмĕшле тупăшĕ çине пысăк витĕм кÿрет. Çитменнине, хушма хуçалăхăн тĕп агрономĕ Владимир Антонов пĕлтернĕ тăрăх, июньте хатĕрленĕ апатăн пахалăхĕ пысăкрах. Вăл витаминсемпе тата лайăх ирĕлекен белоксемпе пуян, çакă сăвакан ĕне кĕтĕвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.

Çак тапхăрта уйрăмах хытă ĕçлемеллине механизаторсем те аван пĕлеççĕ. Çавăнпах çутă кунăн кашни сехечĕпе усă курма тăрăшаççĕ вĕсем. Ĕçе ирхи пиллĕкрех пуçăнаççĕ, каçпа киле саланиччен саккăр та иртсе каять.

Ĕç условийĕсемпе кăмăллă вĕсем. Кунне виçĕ хутчен апат çитереççĕ. Техника çĕнĕ, хăватлă. Хавхалантару мелĕсем аван.

– Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче тăваттăмĕш çул ĕçлетĕп, анчах та ĕççи вăхăтĕнче кунти тавралăх илемĕпе киленсе пĕтерейместĕп. Коллектив питĕ туслă, пĕр çемьери пек ĕçлетпĕр, – терĕ Александр Владимиров водитель.

Хăй вăл Канаш районĕнчи Ямашран. Малтан Канашри элеваторта вăй хунă.

Тепĕр КамАЗ водителĕ Юрий Владимиров çамрăк та ку тăрăхранах. «Çакăн пек вăйлă предприяти коллективĕнче ĕçлеме тÿр килнĕшĕн савăнатăп», – тет вăл.

Руслан Арсентьев вара хамăр тăрăхранах. Вăл кунта ĕçлеме тытăннăранпа та тăватă çул çитнĕ.

– Ĕçчен хуçапа ĕçлеме те кăмăллă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр предприяти аталанăвĕшĕн тăрăшать, чупать, çаврăнать. Çавăнпа эпир те, унран тĕслĕх илсе, плансене вăхăтра пурнăçлас тесе тăрăшатпăр, – терĕ Николай Аливановăн ĕçченлĕхĕнчен тĕлĕнсе пĕтерейменнине пытармасăр опытлă механизаторсенчен пĕри Валерий Александров. Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче вунă çул ытла вăй хурать Юпшик Ялтăра арçынни. «Ягуар» комбайнпа мăнаçлăн «ишет», паккусланă люцернăна вĕтетсе КамАЗсем çине тиесе пырать. Унпа ăмăртмалла тепĕр «Ягуар» штурвалĕ умĕнче Иван Григорьев ĕçлет.

Кĕçех, ак, Анатолий Дмитриевăн КамАЗĕ те тулчĕ. Уйкас Явăш каччи ултă çул каялла кунта пĕлтерÿ тăрăх килнĕ. Çемйишĕн те лайăх. «Ют регионсем тăрăх выçăлла-тутăлла ĕçлесе çÿрени мар ĕнтĕ. Вырăнта та тивĕçлĕ ĕç тупма пулать. Çитменнине, яланах çемьепе юнашар», – терĕ икĕ ача ашшĕ.

Нумай та вăхăт иртмерĕ, Кăмпал çывăхĕнчи уя бензовоз вĕçтерсе çитсе ларчĕ. Комбайн бакĕсене топливăпа тултарчĕ. Анатолий Петровăн кăмăлĕ лайăх пулни сисĕнчĕ, пуринпе те çĕкленÿллĕн калаçрĕ вăл. Анатолий Петров нумай çул Калининăри 24-мĕш професси училищинче производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче вăй хунă. Учреждени реорганизаци юхăмне лексен Калининăри ДРСУ-ра механикра тăрăшнă. Предприятин ĕçлевлĕхĕ пĕтсен килте нумай ларман вăл, опытлă çынна аш-какай комбиначĕн тытăмне хаваспах йышăннă.

Симĕс массăна Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнчи траншейăсене турттараççĕ. Сенажа кунта Юрий Сорокинпа Владислав Сергеев механизаторсем «Кировец» тракторсемпе, Владимир Самсонов «MANITOY» погрузчикпа тĕксе-таптаса, хытарса пыраççĕ.

Утçинче çавăн пекех Валерий Филиппов, Юрий Петров, Альберт Иванов, ыттисем хастар.

Хушма хуçалăх уйĕсенче 20 ытла техника ĕçлет. Ĕнерхи кун тĕлне пĕтĕмпе утă хатĕрлессипе плана халех ирттерсе пурнăçланă – 600 тонна пресланă, 5 пин те 500 тонна сенаж хывнă. Ку ĕçе паян-ыран вĕçлесшĕн.

Июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче 4314 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланать. Сăвакан ĕнесем 1645 пуç.

Агрохолдинг хамăр районта кăна 8 пин гектар енне çĕре тухăçлă ĕçлеттерет.

Светлана ЧИКМЯКОВА.  

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика