Паянхи кун паттăрĕсене халалласа

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.06.2019, 13:54 Просмотров: 320

Раççей историйĕнче тÿрленейми суран хăварнă вăрçăсем сахал мар. Пирĕн салтаксем интернационаллă тивĕçе пурнăçланă çĕршывсен шучĕ те 130 енне. Китай (1946–1950), Куба (1962–1964), Чехословаки (1968), Афганистан (1979–1989), ыттисем... – ку список вăрăм тăсăлать. Паянхи кун та, акă, Раççей çар çыннисем Сири халăхне ирĕклĕхе кăларассишĕн правительство çарĕсене пысăк пулăшу параççĕ.

Анчах вăрçă ытла та йывăр, усал пулăм-çке. Мĕн чухлĕ çухату кÿрет çемьесене, куççуль тăктарать. Кашни салтакăн чун-чĕрине ĕмĕрлĕх амантса хăварать.

Çавăнпа хурлăхлă çак событисене эпир манăçа кăлармасăр асра тытма тивĕçлĕ. Кирек мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те кашни паттăр ячĕ, пуçне хунă-и вăл, чĕрĕ таврăннă-и, халăх асĕнче тата чĕринче яланлăх упрантăр. Асаилÿсенче, сăнÿкерчĕксенче, архив докуменчĕсенче, кĕнекесенче...

Юрать, ку пĕлтерĕшлĕ ĕçпе пĕтĕм чун хавалĕпе тимлекен чăн-чăн патриотсем районта та нумай. Вĕсенчен пĕри – Совет офицерĕсен союзĕн районти уйрăмĕн председателĕ Николай Иванович Васильев. Вăл пуçарнипе-йĕркеленипе нумаях пулмасть, акă, патриотизмпа мăнаçлăх туйăмĕпе тулнă çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. «Герои наших дней» ят панă ăна, совет салтакĕсене Афганистанран кăларнăранпа 30 çул çитнине халалланă.

«Паттăрсем, ветерансем умĕнче эпир хаклайми парăмра. Чĕррисене – мухтавпа тав, пуçĕсене хунисене – ĕмĕрлĕх астăвăм. Çĕнĕ паттăрсем çуралччăр тесен, малтанхисене, хальхисене сума сумалла. Вĕсен тĕслĕхĕпе çамрăк ăрăва ÿстермелле» – умсăмахра шăрçаланă çак сăмахсем кĕнекен тĕп шухăшĕпе тĕллевне уçса параççĕ.

Кăларăма хатĕрлекенĕн пуçарăвĕ чăн та хисеплĕ, паянхи куншăн кирлĕ. Вăл тĕрлĕрен хирĕçтăрусене хутшăннă, интернационаллă тивĕçе пурнăçланă хамăр ентешсем çинчен каланисене пĕр кĕнекене пухса вĕсен паттăрлăхне мухтама тĕв тытнă. Сăмахран, Вăрнар районĕнчен кăна Афганистан нуши-терчĕ урлă 230 ытла çамрăк тухнă. Шел те, тăваттăн душмансемпе тата араб наемникĕсемпе çапăçса ют çĕрте пуçĕсене хунă, пĕри хыпарсăр çухалнă тесе шутланать.

Афганистан паттăрĕсене мухтакан тĕрленчĕксем кĕнекен пĕрремĕш пайне пĕрлешнĕ. Кунта – çĕршыв умĕнчи тивĕçе чăтăмлăхпа тата хăюлăхпа пурнăçланисен, йывăр тĕрĕслеве яваплăн тухнисен ячĕсем. Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн, «Çапăçура палăрнăшăн» тата ытти медальсен кавалерĕсем, пысăк наградăсене илнисем.

Кĕнекен иккĕмĕш пайĕнче вара Раççей территорийĕнчи тата ун тулашĕнчи хирĕçтăрусен ветеранĕсем пирки кăсăклă материалсемпе паллашма пулать. Икĕ пая та тĕслĕ сăнÿкерчĕксемпе пуянлатнă, паттăрсен наградисене те туллин кăтартнă.

«Герои наших дней» кĕнекен презентацийĕ кĕçнерникун Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче иртрĕ. Кĕнекене кĕнĕ геройсене, офицерсен союзĕн представителĕсене, кăларăма пичетлесе вулакансем патне çитерме пулăшнă спонсорсене, студентсене пухрĕ вăл. Николай Васильев автор хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май, кĕнекене пухса хатĕрлессипе чылай ăшталанма тивнине, анчах ырă шухăша пурнăçа кĕртме пултарни чĕрене савăнăçпа тултарнине пытармарĕ. Чĕнĕве илтсе-ăнланса материалсемпе тата сăнÿкерчĕксемпе тивĕçтерекенсене, спонсорла пулăшу кÿнисене (вĕсен ячĕсене кĕнекере кашнине асăннă) чĕререн тав турĕ. Уйрăм тав сăмахĕсене Вăрнарти краеведени музейĕн ертÿçи Елена Шарипова тивĕçрĕ. Кăларăмри материалсен пысăк пайĕ – шăпах унăн пулăшăвĕ.

Кĕнеке редакторĕн, паллă журналистăн тата çыравçăн Михаил Васильевăн, сăмахĕсем яланхилле витĕмлĕ янăрарĕç. «Кирек мĕнле вăрçă ветеранне те герой вырăнне хумалла. Вĕсене хисеплемелле, чысламалла. Тепĕр чухне, тимлĕх-хисепне вĕсене тивĕçлĕ уйăрмасан, хÿтĕлемелле те», – терĕ вăл.

Презентацие хутшăннă ытти хăнасем те кĕнекен паянхи кунхи пĕлтерĕшне, çивĕчлĕхне палăртрĕç. «Çамрăксемшĕн уйрăмах усăллă, тĕслĕхлĕ вăл», – терĕç вĕсем мероприятие хутшăннă студентсене, кĕнекепе тĕплĕн паллашма-вулама сĕнсе.

Ирина ЯКОВЛЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика