Иммунитета çирĕплетесси сывлăхшăн кирлĕ ĕç пулнине палăртаççĕ специалистсем. Кун çинчен эпир медицина профилактикин, сиплев физкультурин тата спорт медицинин республикăри центрĕн врачне Лариса Валерьевна АГЕЕВАНА каласа кăтартма ыйтрăмăр.
– Лариса Валерьевна, калăр-ха, тархасшăн, иммунитета мĕншĕн çине тăрсах çирĕплетмелле;
– Иммунитет – организма шалти хăрушлăхсенчен (бактерисенчен, вируссенчен, паразитсенчен, токсинсенчен) хÿтĕлет. Çавăн пекех – тулашри сăлтавсенчен: рак клеткисенчен, холестерин пухăннинчен, ирĕклĕ радикалсенчен тата ытти те.
Шел те, хамăрăн иммунитет валли эпир хамăрах «шăтăк» алтатпăр. Таса мар сывлăш, шыв, инсектицидсемпе гербицидсем, радионуклидсем пур апат-çимĕç, электромагнитлă пайăркасем иммун тытăмне хавшатаççĕ. Анчах та Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕн тĕпчевĕпе вĕсен организма кÿрекен витĕмĕ 10–12 процентпа çеç танлашать. Витĕмĕн 50 ытла проценчĕ – этем мĕнлерех пурнăç йĕркине тытса пынинче. Кунта тĕрĕс мар апатлану та, тухтăр сĕнмен эмелсене ĕçни те, сиенлĕ йăласем те кĕреççĕ. Эппин, чирсемпе больницăра мар, килте кĕрешме тытăнмалла.
– Вулакансене иммунитетăн «çывăх тусĕсем» çинчен аса илтерни пăсмасть пулĕ.
– Иммунитета ÿстерекен тĕп факторсенчен пĕри – тĕрĕс апатлану. Пĕр пек çимĕç, çирĕп диета, ытларах çини вара япăх витĕм кÿрет.
Иммунитетăн чи «çывăх тусĕ» – таса шыв. Ăна кирлĕ чухлĕ тăтăш ĕçни – организмăн энерги тытăмне шайлаштаракан чи хăватлă фактор.
Иккĕмĕш вырăнта – йÿçек сĕт продукчĕсем. Кунне бифидобактерисемпе пуян 150 г кефир е йогурт ĕçни шăнса пăсăлассине, вар-хырăм, ÿт чирĕсемпе чирлессине чакарать.
Тепĕр лайăх мел – ыхра. Вăл иммунитета ÿстерекен чи вăйлă продукт: чылай вирусăн вăйне чакарать, рака асăрхаттарать, туберкулеза, дифтерие, тифа тата хырăмлăх паразичĕсене пуçаракансене пĕтерет.
Списокра малалла – пахчаçимĕç, улма-çырла, тинĕс пулли, аш, çăмарта, пăрçа йышши продуктсем, мăйăр, хĕвелçаврăнăш. Пыл çинчен ан манăр, вăл та иммунитетшăн усăллă.
– Капла пур продукт та иммунитетшăн лайăх пулса тухать...
– Çапла, апат-çимĕç «çÿп-çапĕсĕр» – фаст-фудсемсĕр, консервăсемсĕр, красительсем, шăрша вăйлатакан, консервантсем тата ыттине те хушнă продуктсемсĕр пуçне.
– Апат-çимĕçсĕр пуçне урăх мĕнле мелпе ÿстермелле-ха иммунитета;
– Ÿт-пÿ упражненийĕсем: гимнастика, чупни, ишни, çуран утни тата ытти те усăллă. Анчах та организма ытлашши йывăрлăх кÿни иммунитетшăн сиенлĕ пулнине манмалла мар. Виçи кирлĕ. Ÿт-пĕве пиçĕхтерни усăллă. Шыва кĕни, контрастлă душра çăвăнни аван.
Паллах, сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла. Чĕлĕм туртни, алкоголь ытлашши ĕçни, виçерен ытлашши çини, диетăсенче тăтăш ларни – иммунитетшăн питĕ япăх. Эппин, çак витĕмсенчен хăтăласси кашнин хăйĕн аллинче.
Ноябрь 2024 |