Кашни çулах çанталăк сивĕтсе пынă май тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет.
Вĕсен хушшинче чи йывăрри грипп шутланать. Чир ан ертĕр тесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтусене хуравлама эпир республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.
– Грипа та, респираторлă чирсене те пуçарса яраканĕсем – вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран (уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен) ереççĕ.
Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. /сĕрнĕ вăхăтра вĕсем 2–3 метра, сунасланă чух 10 метр таран сирпĕнеççĕ. Сывă çынсем вара вируслă сывлăшпа сывласа чире каяççĕ. Грипп таса мар алă урлă та ерме пултарать.
Вирус организма лекнĕ хыççăн чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен 12–48 сехет иртет. Гриппа ытти респираторлă чирсен паллисем нумай чухне пĕрешкел: ÿт температури ÿсет, вăй чакать, сăмса хупланать, ÿслĕк нушалантарать. Анчах та, грипп самай çивĕчрех, йывăртарах иртет, вăл яланах сасартăк, кĕтмен çĕртен пуçланать, ÿт-пÿ температури тăруках 39–40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ÿслĕк пуçланать. Пысăк температура 5 кун таранах тытăнса тăрать. Йывăр чирлекенсен е амака ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать. Уйрăмах ача кĕтекен хĕрарăмсен асăрхануллă пулмалла.
Ытти респираторлă вирус чирĕсемпе чирлесен вара пĕрремĕш вырăна ÿслĕк, пыр ыратни, сăмса юхни тухса тăрать. Температура ытларах иккĕмĕш-виççĕмĕш кунсенче кăна хăпарма пуçлать.
– Чирлесен мĕн тумалла?
– Чире ура çинче ирттерме юрамасть – вырăнпа выртса сипленсен çын хăвăртрах сывалать. Çавăнпа та чирлесен малтанхи кунсенче килте пулма тăрăшмалла. Вăй пĕтсен, пысăк температура пулсан, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Шĕвек нумай ĕçмелле. Хурлăхан тата хăмла çырлинчен, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ чей питĕ усăллă. Тухтăр çырса панă эмелсене кăна ĕçмелле, вăл сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле.
Антибиотиксене врач каламасăр ĕçмелле мар. Грипп вирусĕсем антибиотиксене туйăмсăр. Унсăр пуçне вĕсем организма хÿтĕлекен усăллă микробсене вĕлереççĕ. Вĕсене ĕçнĕ хыççăн дисбактериоз пуçланма пултарать. Кайран тата унран та сипленме тивĕ.
Çакна каласа хăвармалла: 38 градусран пысăкрах температурăна кăна чакарма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен пысăк температура организмăн вируссемпе кĕрешекен хÿтлĕх реакцийĕ шутланать. Температура хăпарсан ăшă процедурисем – ванна, горчичник, ăшă чĕркени – юрамаççĕ. Вĕсене пула тата ытларах вĕрилентерме пултарать.
– Елена Михайловна, чирлесен те ĕçе çÿрекенсем пирки мĕн калама пултаратăр?
– Чăнах та, хăшпĕр çынсем грипп ерсен е унран сывалса çитмесĕрех ĕçе каяççĕ. Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, ура çинчех ирттернĕ чир йывăртарах тапхăра куçма пултарать. Тата чирлекен çын вируссем сарса ытти сывă çынсене чирлеттерет. Сывалса пыракан çыннăн та халсăрлăх, вăйсăрлăх чылайлăха сыхланса юлать. Çавăнпа ĕçе çÿренинчен усси сахалтарах пулать.
– Грипран тата респираторлă вирус чирĕсенчен мĕнле майпа сыхланмалла-ха?
– Чирлес мар тесен çыннăн хăйĕн тăрăшмалла. Чи малтанах иммунитета çирĕплетмелле. Ун çинчен эпидеми пуçланиччен кăна аса илмелле мар, мĕншĕн тесен иммунитета пĕр уйăхра çирĕплетме май çук. Иммунитет çирĕп пултăр тесен кунсерен сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.
Кĕркунне чир сарăличчен аскорбин кислотипе поливитаминсем ĕçмелле. С витаминпа пуян пахчаçимĕçпе улма-çырла çимелле. Суханпа ыхран усси çинчен манмалла мар. Вĕсене пÿлĕмри вируссене пĕтерме вакласа савăт çинче тытмалла. Юрать пулсан, кашни кун ыхран пĕр шăлне çимелле. Кил-çурта, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Таса, уçă сывлăшра нумайрах çÿреме тăрăшмалла. Уçăлса çÿрени, утни ÿпкесене сывлаттарса тасатма, юн çаврăнăшне лайăхлатма, организма çирĕплетме пулăшать.
Респираторлă чирсем сарăлнă тапхăрта вара халăх йышлă пухăнакан вырăнта сахалрах пулма тăрăшăр. Урама тухиччен кашни кунах сăмсана оксолин маçĕпе сĕрмелле.
– Елена Михайловна, прививка пирки мĕн калама пултаратăр? Ăна хăçан тусан лайăхрах?
– Грипран сыхланмалли мелсенчен чи лайăххи – прививка туни. Ăна вăхăтра тумалла, эпидеми пуçланиччен пĕр-икĕ уйăх маларах. Çак вăхăт организмра грипп вирусне хирĕç хÿтлĕх витĕмĕ (иммунитет) çирĕпленсе çитме кирлĕ. Чир алхаснă вăхăтра ăна туни усси çук.
Хăшпĕр çынсем прививка тутарасшăнах мар. Пĕрисем унăн усси сахал, теприсем тата сиенлĕ те тесе шутлаççĕ. Прививка хыççăн та чирлерĕм, çавăнпа урăх тутармастăп тесе каланине сахал мар илтнĕ. Çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ, грипсăр пуçне тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсем питĕ нумай. Çынсем вĕсемпе чирленине гриппа пăтраштараççĕ.
Статистика кăтартнă тăрăх, прививка тутарнисенчен нумайăшĕ гриппа чирлемест. Инфекци ерсен те чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Вĕсен хушшинче чир шала кайса ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем те питĕ сахал.
– Елена Михайловна, хаçат вулакансене мĕн сĕнетĕр?
– Манмалла мар: чи малтанах кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй яваплă. Çавăнпа кунсеренех сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла. Çакă сире грипран кăна мар, нумай чиртен сыхласа хăварĕ.
Сывă пулăр, хăвăра упрăр!
Ноябрь 2024 |