Степан Илларионович Илларионовăн ачалăхĕ Кивçурт Енĕшре иртнĕ. 1938 çулта çемйипех Бурсака (ун чухне Вăрнар, халĕ Йĕпреç районĕ) куçса кайнă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи кунĕсенчех ăна çара илнĕ. Малтанах вăл стрелоксен запасри 14-мĕш бригадинче службăра тăнă. 1942 çулхи пуш уйăхĕнчен – фронтра. Фашистла захватчиксене хирĕç пынă çапăçусенче Илларионов яланах малтисен ретĕнче пулнă, çар ĕçне пĕлсе, çирĕппĕн пурнăçланă. Йывăр задачăсене пурнăçлама тивнĕ чухне командир ăна яланах мала янă.
Витебск çывăхĕнчи Беловетчи ялне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура вăл пысăк хастарлăх кăтартнă. Нимĕçсем парăнма шутламан, пирĕннисем çине татти-сыпписĕр вут-çулăм тăкнă. Хĕрлĕ армеецсен подразделенийĕ черетлĕ атакăна çĕкленме хатĕрленнĕ кăна, леш енчен тăшман пулеметран пеме тытăннă, пуçа çĕклеме те май килмен.
С.Илларионов хыт-хура хушшинче пытанса хырăмпа шуса нимĕç пулеметчикĕ вырнаçнă çĕре çитнĕ. Темиçе метр пек юлсан тăшман «йăвине» гранатăсем ывăтнă, унтан хайхи пулемета ярса тытнă, унпа фашистсене пеме тытăннă. Çапла вăл хамăр чаçсене малалла кайма çул уçнă. Çак çапăçури паттăрлăхшăн ăна 1943 çулта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.
1944 çулхи июнĕн 25-мĕшĕнче Витебск облаçĕнчи Сиротино районĕнчи Балбетч ялĕ çывăхĕнче Хĕвеланăç Двина урлă каçнă чухне те иксĕлми хăюлăх кăтартнă. Илларионов ертсе пынипе çичĕ салтак разведкăна тухнă, тăшман вырнаçнă çыран еннелле шăппăн ишме тытăннă. Тул çутăличчен каçнă, анчах вĕсене нимĕç автоматчикĕсем кĕтсе тăнă, пеме тытăннă. С.Илларионов вĕсем еннелле «лимонкăсем» ывăтнă, çапăçăва ун юлташĕсем те кĕнĕ. Пирĕн ентеш виçĕ фрица тĕп тунă. Салтаксем çиçĕмле хăвăртлăхпа тăшман траншейине пырса кĕнĕ, пулемета тата вунсакăр нимĕçе пĕтернĕ. Çак вăхăтра шыв урлă стрелоксен ротисем те каçнă.
Тăшмана йĕрлесе Илларионов ертсе пыракан ушкăн Залужье ялне пырса кĕнĕ. Анчах тан мар çапăçура пирĕн салтаксем пĕрин хыççăн тепри çĕре ÿкнĕ. «Сире çăмăллăн пурпĕр парăнмастăп!» – хыттăн кăшкăрса янă та вăл аллинчи юлашки гранатине нимĕçсем енне ывăтнă. Хăй вара ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Ăна Витебск облаçĕнчи Бешенковичи районĕнчи Галини ялĕнчи масарта пытарнă. Юлашки çапăçури паттăрлăхшăн пирĕн ентеше 1944 çулхи июлĕн 22-мĕшĕнче СССР Аслă Канашĕн Указĕпе, вилнĕ хыççăн, Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
Ноябрь 2024 |