Ученăйсен тĕпчевĕсем кăтартнă тăрăх, наркотиксене çамрăксем пуринчен хăвăрт хăнăхаççĕ. Чĕлĕм туртакан аслăрах çынсен 90 проценчĕ пĕрремĕш сигарета 19 çула çитичченех çăвара хыпса пăхнă.
Шел те, сигаретпа ача çулĕсенчех туслашнисем те пур. Çакă вĕсем никотин сиенне туллин ăнланманнипе çыхăннă. Ку наркăмăшлă япала вара организма чăннипех те çав тери япăх витĕм кÿрет. Çакăн çинчен Республикăри наркологи диспансерĕн врач-психиатр-наркологĕ Светлана Иосифовна ИЛЬИНА каласа парать.
– Вăрах вăхăт сигарет туртакан çынна мĕнле ÿсĕрнинчен пĕлме пулать. Сигарет тĕтĕмĕ тĕрлĕрен хими япалисенчен тата сиенлĕ пайсенчен тăрать, вĕсем альвеолăна тата ÿпке тĕртĕмне суранлатаççĕ. Çавна май организм хÿтĕленсе йăлмака кăларать, унран çын ÿсĕрсе хăтăлма тăрăшать. Ÿслĕк уйрăмах ирсерен хытах аптратать. Тĕтĕм ÿпкесене «тасатакан» процеса пăснă май унта сиенлĕ япаласем тата йăлмака юлаççĕ. Ирхине вăрансан, организм ÿпкерен кирлĕ мар япаласене кăларма хăтланнăран, чĕлĕм туртакан хытă ÿсĕрме тытăнать.
Тĕтĕме нумай çул ăша хывакансен вара эпители клеткисем вуçех ĕçлеме пăрахаççĕ те ÿпкене инфекциллĕ чирсем ересрен хÿтĕлекен нимле чăрмав та юлмасть. Сигарет туртни кунсăр пуçне чĕре чирĕсем аталанас хăрушлăха та ÿстерет.
– Шел те, ача кĕтекен хĕрарăмсем хушшинче те çаплипех чĕлĕм мăкăрлантаракансем пур...
– Ним иккĕленмелли те çук, çире пур хĕрарăмсем çапла майпа хăйсен тата варти пепкисен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăлараççĕ. Вĕсен хырăм ÿкес, ачана вăхăтсăр е вилĕ, чирлĕ çуратас хăрушлăх пысăк. Çăвара сигарет хыпакан хĕрарăм хăйне кăна мар, чĕре айĕнчи пепкине те сиен кÿрет. Никотин, углерод окиçĕ тата ытти наркăмăшлă веществосем амăшĕн юнĕпе варти ачана лекеççĕ, йĕркеллĕ аталанма кирлĕ кислорода тата тутлăхлă япаласене ун патне çитме чăрмантараççĕ. Унсăр пуçне, кăкăр ĕмĕртекен амăшĕ те сĕтпе пĕрле ачана наркăмăш «парнелет». Çавăн пирки пĕчĕкскер кансĕрленет, лăпкă çывăраймасть, вар-хырăмĕ пăсăлать.
Тĕрĕссипе, çемьере кам та пулин сигаретпа туслă-тăк, вăл çывăх çыннисен сывлăхне те хавшатать. Тĕтĕмпе сывлакансен организмне сиенлĕ хутăшсем сигарет туртакансенни пекех лекеççĕ. Сăмахран, ашшĕ-амăшĕ кунĕн-çĕрĕн «тĕтĕмлекен» ачасем астмăпа, ÿпке шыççипе, бронхитпа, урăх чирпе ыттисенчен тăтăшрах чирлеççĕ.
– Табак кÿрекен сиен пуриншĕн те паллă, тейĕпĕр. Анчах никотинлă ытти япаласем – кальянсемпе вейпсем, электронлă сигаретсем – пирки мĕн калама пултаратăр?
– Кальянпа чи малтанах Çывăх тата Вăтам Хĕвелтухăçĕнче пурăнакансем усă курнă. Халĕ вăл тавраллах сарăлчĕ, уйрăмах студентсем хушшинче. Вĕсем тĕрлĕрен вечеринкăсенче пĕр-пĕрин хыççăн черетпе кальян туртнине курма пулать. Çак сăлтавпах вĕсем трубка урлă пĕр-пĕринчен инфекциллĕ чир-чĕрсене те ертеççĕ.
Кальян туртни сиенсĕр тесе ĕнентересшĕн ăна туса кăларакансем. Анчах çакă тĕрĕс мар. Кальян хутăшĕсен тĕтĕмĕнче никотин та, углерод окиçĕ те, сăмаласем те, ытти хăрушă пĕрлешÿсем те ахаль сигаретри чухлех.
– Электронлă сигаретсемпе вейпсем чĕлĕм туртма пăрахма пулăшаççĕ, çавăнпа сиенсĕр тесе шутлаççĕ...
– Тепĕр хут калатăп, çакă – йăнăш. Электронлă сигарет мăкăрлантаракан çын та питĕ хăвăрт никотин «тарçи» пулса тăрать. Ун тĕтĕмĕ хăрушсăррине ĕненнĕрен теприсем электронлă сигаретсене нумай тата вăрах туртаççĕ. Капла сиен тата йывăртарах. Электронлă сигаретсем усал йăларан писме пачах пулăшмаççĕ. Вуçех урăхла – ăна виçесĕр туртнăран çын никотина ытларах та ытларах иленет.
Хăшпĕр регионсенче, акă, электронлă сигаретсемпе кĕрешме мерăсем йышăннă. Мускавра тата Мускав облаçĕнче вĕсене çула çитменнисене сутма юраманни çинчен саккунсем вăя кĕнĕ. Пирĕн республикăра хăшпĕр чарусем кĕртекен саккуна пĕлтĕрхи декабрĕн 21-мĕшĕнче йышăннă.
– Сиенлĕ йăлана хăй тĕллĕн пăрахайман çын камран пулăшу ыйтма пултарать?
– Табак витĕмĕнчен хăтăлма вăй çитернĕ çыннăн сывлăхĕ çирĕпленни, сăн-сăпачĕ улшăнни тÿрех сисĕнет. Шăршăсене лайăх туйма тытăнать вăл, ÿт тĕсĕ илемленет, сывлав лайăхланать, çын вăй-хăват хушăннине туять. Анчах çыннăн туртма пăрахас шухăш çирĕп пулмасан нимле сиплев те усăллă мар. Вăл чăннипех те пур-тăк, Республикăри наркологи диспансерне çитме сĕнетпĕр. Кунта сире тĕрĕс пулăшу кÿрĕç. Пирĕн адрес: Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт, регистратура телефонĕ – 8(8352)23-41-68.
Ноябрь 2024 |