Статистика пĕтĕмпех пĕлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.01.2020, 08:57 Просмотров: 307

СССР историйĕнче Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш халăх çыравĕ 1926 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ. НЭП тапхăрĕнчи общество портречĕ епле пулнă-ха?

1926 çулхи халăх çыравĕ Раççей территорийĕнче иртнĕ виççĕмĕш çырав пулнă. Пĕрремĕшĕ 1897 çулта Раççей империйĕнче иртнĕ. Иккĕмĕшĕ, РСФСРта, – 1920 çулта, анчах та гражданла вăрçă тăсăлнипе вăл çĕршывăн пĕр пайĕнче кăна пулнă.

1926 çулхи халăх çыравне хатĕрленнĕ тапхăрта çĕршывăн паллă статистикĕсем Василий Михайловскийпе Олимпий Квиткин пулас çыравсен никĕсне те хывăннă наука принципĕсене ĕçе кĕртнĕ. Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш çырав результачĕсене рекордлă срокра – 16 уйăхра – тишкерсе тата 56 томлă публикацисене пичетлесе пĕтернĕ.

Ун чухнехи çырав программине çумпунктсемпе 14 пункт: арлăха, çул ÿсĕмне, национальноçе, тăван чĕлхене, ăçта çуралнине, çырав ирттернĕ вырăнта мĕн чухлĕ пурăннине, мăшăрланура тăнине, пĕлÿ шайне, ÿт-пÿ çитменлĕхне, ĕç отрасльне, мĕн чухлĕ ĕçлеменнине тата унччен ăçта ĕçленине, пурăнма укçа-тенкĕ ăçтан тупнине, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен сывă пулнине кĕртнĕ. Çавăн пекех çемье карттинче ун йышне, мăшăрланура миçе çул тăнине тата пурнăç условийĕсене палăртнă.

1926 çулхи çыравра ĕçлев ыйтăвĕсем тата пурăнма укçа-тенкĕ ăçтан тупни çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Уйрăм категорипе 10–14 çулсенчи çамрăксене, вĕсен ĕçлевне тата ун тĕсне палăртнă. Тĕпрен илсен, çак ÿсĕмри ачасем кил хуçалăхĕнче тăрăшнă, анчах ку йышра рабочисем те пулнă.

Пĕтĕм Союзри çыравра ĕçрен килмен тупăша та уйрăммăн илсе кĕртнĕ. Вăл вăхăтра граждансем тĕрĕссине каланă: «тĕп професси» графара «вăрă-рецидивист» е «проститутка» тесе уççăнах çыртарнă.

1926 çулхи çырав даннăйĕсем хуçалăх аталанăвĕн пĕрремĕш пилĕкçуллăхĕсен планне хывăннă, çапла вăл ял хуçалăх çĕршывĕнчен индустриаллă çĕршыв пулса тăнă, АПШ хыççăн иккĕмĕш вырăна çĕкленнĕ. Сăмахран, 1928–1932 çулсенче СССРта 3 пине яхăн завод хута кайнă. Вăл вăхăтра туса хунă промышленность потенциалĕ совет халăхне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве туптама та пулăшнă.

1926 çулта СССРта пĕтĕмпе 147 млн та 27 пин те 915 çын пурăнни паллă. Вăл шутран 26,3 миллионĕ – хуласенче. Чăвашсем СССРта 1117419, РСФСРта 1114813, Украина ССРĕнче 905, Белоруссире 739, ЗСФСРта – 92, Узбек ССРĕнче – 315, Туркменире 555 çын пурăннă.

Ытти çулсенчи çырав кăтартăвĕсенче халăх шучĕ улшăнса пыни аван курăнать. 1937 çулхи çырава «сиен кÿрекенни» тесе палăртнă, ун результачĕсене туртса илнĕ, вăрттăнлăхра хăварнă. Учет тунă çынсене арестленĕ. 1939 çулта çĕршывра 170,6 млн, 1959-мĕшĕнче – 208,8 млн, 1970 çулта – 241,7 млн, 1979 çулта – 262,4 млн, 1989 çулта – 286,7 млн, 2002 çулта – 145,2 млн, 2010 çулта 142,9 млн çын пурăнни паллă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика