Республикăри «Чăвашçăкăрпродукчĕ» общество хуçалăхсенчен туянакан тырă хакне 2019 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчен татах ÿстерессине пĕлтернĕ.
Унăн склачĕсене çĕр ĕçченĕсем хăйсен транспорчĕпе турттарсан 3-мĕш класри апатлăх туллăн кашни тонинне (НДСпа пĕрле) – 12100, 4-мĕш класрине – 11700, 5-мĕш класрине (клейковина 15–17%) – 8500, çавнах (клейковина 15 процентран пĕчĕкрех) 8000 тенкĕлле йышăнать. Класа кĕмен тулла – 8000, сĕлле – 5000, урпана – 7500, пăрçана 9500 тенкĕпе илет. Общество транспорчĕпе склада леçсен кашни тоннăшăн 500 тенкĕ сахалрах тÿлет. 2019 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнчен тырă йышăнмалли хакĕсенчен 3-мĕш класри апатлăх туллăн кашни тоннишĕн (НДСпа пĕрле) – 800, 4-мĕш класришĕн – 1100, урпашăн 1500 тенкĕ нумайрах тÿлеме шантарать. 5-мĕш класри тулă (клейковина хисепĕ 15–17: е 15 процентран пĕчĕкрех), классăр тулă, сĕлĕ, пăрçа хакĕсем декабрĕн 2-мĕшĕнчен вăя кĕртнĕ расценкăри пекех.
«Чăвашçăкăрпродукчĕ» 1, 2 тата 3-мĕш классенчи ыраш хакĕ 2020 çулхи январьтен улшăнасси çинчен пĕлтермен. ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна предприятийĕ хыпарланă тăрăх, тырă йышăнакан пунктсем 2019 çулта туяннă 3-мĕш класри кашни тонна апатлăх тулăшăн – 12230 тенкĕ (2018 ç. – 9659), 4-мĕш класришĕн – 11765 (2018 ç. – 8029), фуражлăх тулăшăн – 9297 (2018 ç. – 6109), А ушкăнри ырашшăн 10399 (2018 ç. – 6003) тенкĕ тÿленĕ. Çак цифрăсем сутлăх хаксем пĕлтĕр маларахри çулхинчен самай ÿснине, çĕр ĕçченĕсем тырăран тупăш чылай ытларах илнине çирĕплетеççĕ. Пĕлтĕр чылай хуçалăх ăна 1000–5000 тонна пухса кĕртнĕ, декабрьте кашни килограмне 10 тенкĕпе сутса 10–50 млн тенкĕлĕх тупăш тунă. Тырă услам ытларах та кÿнĕ тĕслĕх нумай. Паян вăл хуçалăхсенче пысăк тупăш паракан продукцисен шутĕнче.
Аса илтеретпĕр: «Агро-Инновацисем» пĕлтернĕ тăрăх, 3-мĕш класри апатлăх туллăн кашни тоннине хуçалăхсенчен 2019 çулхи январь– июнь уйăхĕсенче 13000–13700, 4-мĕш класрине 12500–13300 тенкĕпе туяннă, фуражлăх тулă 9350 тенкĕ шайĕнчен анмасăр тытăнса тăнă, А ушкăнри ыраш 9470-тен 11 пин тенке çитнĕ.
Çĕр ĕçченĕсем хамăр çĕршыври регионсене кăна мар, ют патшалăхсене те сутса тупăш илеççĕ. Россельхознадзорăн Чăваш енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ 2019 çулта вунтăватă çĕршыва экспорта яма хатĕрленĕ 60 пин ытла тонна тырра тата унран тунă продукцие тĕрĕсленĕ. Çав шутран икĕ регионти хуçалăхсем 44 пин тонна тулла – Азербайджана, 4 пин тонна ыраша тата сĕлле – Латвие, 3 пин тонна ытла урпана – Ирана, çавăн чухлĕ хĕвелçаврăнăшне Беларуçа тиесе янă. Çакна палăртас килет: пĕлтĕр виçĕмçулхинчен ют патшалăхсене тырă 1,2 хут нумайрах сутнă. Çапах та хальлĕхе пирĕн тырă экспорчĕн калăпăшĕ пĕчĕк, нумай регионтан юлса пыратпăр. Сăлтавĕ мĕнре? Ертÿçĕсем чикĕ леш енчи çĕршывсемпе çыхăнса ĕçлеме хăнăхман, экспорт çĕршывра сутса илнинчен ытларах тупăш парасса шанмаççĕ. Кунсăр пуçне экспорта вăйлатас тесен производствăна кăна мар, пахалăха та ÿстермелле-çке. Ку вара – хушма ĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ноябрь 2024 |