Электричество токĕпе усă куракан йăлари мĕнпур приборсем электромагнитлă уй çăлкуçĕ пулса тăраççĕ.
Микрохумлă кăмакасен электромагнитлă хумсен тăтăшлăхĕ уйрăмах пысăк. Нумайăшĕ çакă сиен кÿрет тесе хăрать те. Анчах та çĕнĕ йышши микрохумлă кăмакасене хăрушсăрлăхлă ăсталаççĕ. Апат ăшăтнă е пĕçернĕ вăхăтра алăкне хупнă май электромагнитлă хумсем камера тулашне тухмаççĕ. Алăк çинчи кантăк экранне вĕтĕ металл сеткăпа витни те ун витĕр микрохумсене кăлармасть. Унсăр пуçне, кăмакан автоматикин хÿтĕлев валли ятарлă темиçе схема пур, вĕсем СВЧ-генератора уçă алăкпа ĕçлеме май памаççĕ. Çавăн пекех прибор корпусне çиелтен металпа çавăрнă, вăл та микрохумсем тухассинчен сыхлать.
Анчах манмалла мар, вăхăт иртнĕçем хÿтĕлев шайĕ чакма пултарать, тĕпрен илсен – алăкăн уплотнителĕ чĕркеленнипе. Ку унта хура лекнипе, механики пăсăлнипе çыхăннă. Çавăнпа та кăмакапа тимлĕ усă курмалла, тасатсах тăмалла.
Микрохумлă мĕнпур кăмакана туса кăларнă чухне хăрушсăрлăх нормисем, санитари правилисемпе техника регламенчĕсем тĕлĕшпе çирĕп тĕрĕслеççĕ.
Йăлари условисенче кăмакана темиçе минутлăх ĕçлеттерни çын сывлăхне сиен кÿмест. Анчах та кафесенче е кунашкал ытти производство вырăнĕсенче тăтăш апат ăшăтаççĕ. Кун пек чухне ĕç вырăнĕнче обязательнăй йĕркепе промышленность тăтăшлăхĕн электромагнитлă хумне тата СВЧ-излученине тĕрĕслекен прибор пулмалла.
М.АВКСЕНТЬЕВА,
Чăваш енри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн электромагнитлă уйсене тата ытти физика факторĕсене виçекен пай пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |