Районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат кăçал юбилей çулĕпе утать. 90 çул ĕнтĕ вăл хăйĕн страницисенче район пурнăçне, ун мухтавлă çыннисен тĕрлĕ енлĕ ĕçне-хĕлне туллин çутатать.
Хаçатăн 1-мĕш номерĕ 1930 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче «Социализм çулĕпе» ятпа кун çути курнă. Ăна Иван Тимофеевич Комаров алă пусса кăларнă. Шăхасан районĕнчи Анат Сурăм ялĕнче çуралнăскер, çав вăхăтра вăл ВКП (б) Вăрнар райкомĕн культурăпа пропаганда пайĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Район хаçачĕ 1930 çулта пилĕк кунта пĕрре тухса тăнă.
Çав çул пĕтĕмпе 12 номер тухнă, ун тиражĕ 700 экземпляр пулнă. Корреспондентсен йышĕ пĕр уйăхра 20 çынна çитнĕ.
Виççĕмĕш уйăхра хаçата 52 çын çырса тăнă. Тиражĕ 1200 экземпляра çитнĕ.
1931 çулта районта вунпилĕк çĕрте стена хаçачĕ кăларнă.
1933 çулта «Социализм çулĕпе» хаçат Пĕтĕм Союзри финанс конкурсне хутшăнать. Конкурсăн Тĕп комитечĕ лайăх кăтартусемшĕн хаçата 3 пин тенкĕ укçа тата грамота парса чысланă.
1950 çулта хаçата 200 ытла çын çырса тăнă. 20 çулхи юбилейĕ тĕлне редакци 10 уйăхра 900 çыру илнĕ. Ку тĕле хаçат виçĕ кунта пĕрре тухса тăма тытăннă.
1960 çулта 30 çулхи юбилей тĕлне хаçатăн тиражĕ 4294 экземплярпа танлашнă. Ĕç ялкорĕсенчен редакцие 4240 çыру килнĕ.
1961 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса 1962 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕ таран хаçат «Çĕнтерÿ ялавĕ» ятпа тухнă. 1962 çулхи апрелĕн 29-мĕшĕнчен – «Çĕнтерÿ çулĕ» ятпа.
1970 çул пуçламăшĕнче тираж 6758 экземпляра çитнĕ, 1975 çулта – 8566-а. 1980 çулта хаçата 400-е яхăн çын çырса тăнă.
Тĕрлĕ çулсенче район хаçачĕ республика, çĕршыв шайĕпе палăрнă. 1939 çулта, акă, Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравĕн участникĕсем валли çирĕплетнĕ ял хуçалăхĕнчи ăнăçусемшĕн тата кăтартусене ирттерсе пурнăçланăшăн район хаçатне 500 тенкĕ преми тата мотоцикл панă. Çак çулах вăл асăннă куравăн участникĕ пулса тăнă, ăна Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Ку чыса вăл парти çутĕç, культура строительствин, активпа ĕçленин тата колхоз строительствин ыйтăвĕсене тимлĕхе илнипе тивĕçнĕ. 1940 çулта Пĕтĕм Союзри курава хаçат СССР Совнаркомĕн тата ВКП (б) тĕп комитечĕн хушăвĕсене пурнăçланăшăн хутшăннă.
1974 çулта экологи пĕлĕвне анлăн сарнăшăн Мускаври Тĕп Канашăн Асăнмалăх медальне тивĕçнĕ. Çавăн пекех хаçат редакцине тĕрлĕ çулсенче халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетессипе, çамрăксене патриотла воспитани парассипе, тăван тавралăха сыхлассипе, право йĕркине тивĕçтерессипе, пенси реформипе, спорт ĕç-хĕлне çутатнипе çыхăннă ăнлă ĕçсемшĕн наградăсемпе чысланă.
Ноябрь 2024 |