Завод çамрăкĕсем – Сочири фестивальте

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 14.10.2017, 15:38 Просмотров: 503

Ыран, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Сочири Пысăк пăр керменĕнче Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен фестивалĕ уçăлать. Унта  180 çĕршыври 20 пин ытла çын пухăнĕ.

Чăваш ен чысне унта 18–35 çулсенчи 125 çамрăк хÿтĕлĕ. Мероприятисене йĕркелесе пыма çавăн пекех пирĕн республикăри 60 волонтера явăçтарнă. Вĕсен йышĕнче – тĕрлĕ вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ илекенсем, тĕрлĕ  предприятипе организацире ĕçлекенсем, конкурссемпе олимпиадăсенче палăрнисем, врачсем, вĕрентекенсем, çамрăк ăсчахсем...

Палăртма кăмăллă, Сочири фестивале вăрнарсем те хутшăнаççĕ. Вĕсем – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн юрисконсульчĕ Екатерина Федотова тата Людмила Петрова инженер-технолог. Хĕрсем иккĕшĕ те заводăн çамрăксен канашĕн хастарĕсем. Предприятире, республикăра иртекен мероприятисенче яланах пуçаруллă.

Фестиваль программи питĕ анлă. Çамрăксем «çавра сĕтелсемпе» ăсталăх сехечĕсене хутшăнĕç, тавлашу площадкисенче тĕрлĕ ыйтупа калаçĕç. Спортпа туслисем ăмăртусенче тупăшĕç, ГТО турнирĕнче хăйсен вăйне тĕрĕслĕç. Хăшĕ-пĕри хăйсен проекчĕсене презентацилĕ.

Чăваш çамрăкĕсене Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев телейлĕ çул суннă. «Ку фестиваль – пирĕн республикăшăн та, Раççейшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл çĕршыв историне çырăнĕ. Яш чухне эпир ĕçлеме те, вĕренме те, савăнма та вăхăт тупаттăмăр, тĕрлĕ ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме вăй çитереттĕмĕр. Яланах малалла талпăнаттăмăр, çĕнни патне туртăнаттăмăр. Паянхи яшсемпе хĕрсем валли темĕн те пур – ĕçлеме ÿркенмелле мар кăна, хăвăр пултарулăхăра кăтартма хăрамалла мар», – тенĕ Михаил Васильевич. Сăмах май, фестиваль вăхăтĕнче çĕршыври регионсен пурнăçĕпе паллаштаракан курав ĕçлĕ. Унта Чăваш ен экспозицийĕ те пулĕ. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика