Фронтовиксен ăрăвне тăсакансем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.02.2020, 10:27 Просмотров: 246

Иртнĕ кăларăмра Уйкас Кипек ял тăрăхĕнчи фронтовиксем яла таврăнса мирлĕ пурнăçра та хăйсен паттăрлăхĕпе палăрни çинчен çыр-нăччĕ. Хальхинче вăрçăрах вилсе юлнă хăшпĕр салтаксене, вĕсен ăрăвне тăсакансене, тĕрĕсрех каласан – вăрçă ачисене – аса илес терĕм.

Çак пĕр ялтан фронта 114 каччăпа арçын тата икĕ хĕр кайнă пулсан, 59-шĕ каялла таврăнайман. Вĕсенчен виççĕшĕ – хĕрĕхрен иртнисем. Çемьеленме ĕлкĕрмен çирĕм пĕр каччă: 18–24 çулхисенчен чылайăшĕ малтанхи тапхăртах çут тĕнчерен уйрăлнă.

Ун чух фронта каймаллисен ячĕсене çар комиссариатĕнчен ял Советне пĕлтернĕ. Унти дежурнăй-исполнитель пулас фронтовика хыпарланă. Лешĕ вара тăванĕсемпе, юлташĕсемпе сывпуллашнă. Çар комиссариатне çитмелли кун ăна ял хапхинчен тухса ăсататчĕç. Пирĕн енче ун чух çапла йăла пурччĕ: салтака каякан аллине чăх çăмарти тыттаратчĕç, хĕвелтухăç еннелле ывăтса яртаратчĕç. Çăмарта ванса çĕмĕрĕлсен салтак пурнăçĕнче инкек, çĕмĕрĕлмесен телей пулать тетчĕç. Çăмарта ÿкнĕ вырăна çамрăксем чупса каятчĕç те, вăл çĕмĕрĕлни е çĕмĕрĕлменнине кăшкăрса хыпарлатчĕç. Паллах, чылай хутĕнче çăмарта çĕмĕрĕлмесĕр юлма пултарайман. Çапла майпа мĕнле те пулин салтакăн малаллахи пурнăç шăпине тавçăрма тăрăшнă ăсатакансем. Ахлатса, кăшкăрса макăратчĕç ăсатма тухнисем.

Салтак çырăвне кунĕн-çĕрĕн кĕтнĕ. Апла пулин те тăванĕсем почтальона ялан хăраса кĕтсе илнĕ – салтак çырăвне тыттарать-и вăл е вилни çинчен хыпар пĕлтерет. Чылай вăхăт салтакран нимĕнле хыпар та пулмасан ашшĕ-амăшĕ канăç çухататчĕ, аптранипе юмăç патне те çÿретчĕç.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче ялти Анатолий Семенов вăрçă фронтĕнче пулнисем пирки архивсенчи документсене тăрăшса тишкернĕччĕ, список туса пĕтĕмлетнĕччĕ, манăçа пулнă фронтовиксене аса илтернĕччĕ. Ун чухне вăрçă вĕçленнĕренпе 50 çул çитнине паллă тунăччĕ. Халь, акă, 75 çул çитет. Çавна май хăшпĕр фронтовиксен ăрăвне тăсса пыракансене – вăрçă ачисене – палăртас килет.

18 çулхи Сергей Васильев (Ваççук ывăлĕ) Белгород çывăхĕнче вилнĕ. Михаил Иванов аслă лейтенант, тин çеç çирĕмрен иртнĕскер, хыпарсăр çухалать. Йăмăкĕ Нина çитĕнсе çитсен колхозри ĕçре хастарлăхпа палăрчĕ. Валериан Иванов кĕçĕн лейтенант Курск çывăхĕнче çапăçать, Украинăна ирĕке кăларнă чух вилет. Иван Данилов Орлов облаçĕнче, Артем Сергеев Псков облаçĕнче, Сергей Иванов Польша çĕрĕнче пуçĕсене хунă.

Чылайăшĕ пирки ăçта вилни те, ăçта хыпарсăр çухални те паллă мар. Вĕсем хушшинче – Гурий Владимиров, Алексей Гаврилов (ăна Элеч тесе чĕннĕ), Ермий Егоров, Алексей Иванов, Алексей Ефимов тата ыттисем те.

Ашшĕ вăрçа тухса кайнă чух Валерий Ананьев кăкăр ачи пулнă. Шкул пĕтерсен механизатор профессине алла илет, 40 çул хушши колхозра пĕтĕм вăйне хурать. Ĕçри ăмăртусенче ялан мала тухать. Вăл «Ылтăн алăллă ăстаçă», «Чи лайăх механизатор», «Чи лайăх сухаçă» ятсене тивĕçет, район тата республика шайĕнчи Хисеп грамотисем те чылай.

Вăрçăра вилнĕ Сергей Иванов пиччĕшĕ Иван Иванов ялти клуб ĕçне нумай çул ертсе пычĕ. Хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕ, драма кружокĕ чапа тухнăччĕ, Акатуйсенче малти вырăнтаччĕ. Иван Гаврилов ывăлĕ Николай Иванов аслă пĕлÿ илсе колхозра зоотехникра тăрăшрĕ.

Ленинград çывăхĕнче вилнĕ Андрей Шоркин ывăлĕ Якку ÿкерме, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе выляма ăстаччĕ. Каярахпа вăл чылай çул Шăхасанти культура çуртĕнче ĕçлесе хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ. Шел пулин те, чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕчĕ.

Василий Кузьмин фронтра хыпарсăр çухалнă. Пиччĕшĕ Александр Новгород çывăхĕнче пуçне хунă. Вĕсен йăмăкĕ Пăлаки ял Советĕнче ĕçлесе халăхра ырă ят хăварчĕ.

Илья Павловăн шăллĕ Микулай кăçал 90 çул тултарчĕ. Ĕмĕрĕпех тракторист пулса колхозра тăрăшрĕ. Вăл ялан хаваслăччĕ, шÿтлеме ăстаччĕ, хавхалантарма пĕлетчĕ.

Вăтăр çулхи Пракух – Прокопий Романов – фронтра пĕр çул паттăррăн çапăçнă хыççăн вилет. Ывăлĕ Валериан халь 80 çулта. Хулара пассажирсене автобуспа турттарса çÿренĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан тăван яла таврăнчĕ. Выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрать, анкартинче тăрмашать.

Никифор Прокопьевăн (ялта ăна Пронька тенĕ) ачисем колхоз ĕçĕнче хастарлăхпа палăрчĕç: ывăлĕ Иван – платникре, хĕрĕ Лиза – уй-хир тата сад бригадисенче.

Александр Савельевпа ывăлĕ Николай умлă-хыçлă фронта лекеççĕ. Ашшĕ кĕçех унта вилет, ывăлĕ аманса киле таврăнать. Пĕр вăхăт колхоза ертсе пырать. Ленинградран эвакуаципе килнĕ Шура ятлă хĕрпе пĕрлешсе чылай ача çуратса çитĕнтереççĕ.

Павел Григорьев (ялта Киркка Павăлĕ тенĕ) Новгород çывăхĕнче вилнĕ чух 25-ре пулнă. Йăмăкĕ Дарья питĕ ĕçченччĕ, вашаватчĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем пурăннă пÿрчĕ-çурчĕ те çук.

Çак асаилÿсем, вăрçă чарăннăранпа 75 çул çывхарса пынă май, пушшех шухăшлаттарчĕç, пĕтĕм халăх çав йывăр çулсене чăтса ирттерни каллех тĕлĕнтерчĕ, мирлĕ пурнăçшăн пурин те пĕрле кĕрешмеллине асăрхаттарчĕ.

Пурне те кунта палăртайманшăн ял-йыш каçарать пуль тетĕп.

Вениамин ИВАНОВ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика