Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ – республикăри чи аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕри. Кăçал вăл 100 çул тултарать. Сумлă юбилей техникума йĕркелес ĕçе хутшăннă тата ял валли специалистсем хатĕрлес енĕпе иксĕлми вăй-хал хывнă çынсене аса илме хистет.
Историрен
1919 çулхи декабрьте Шупашкар уесĕнчи агрономсен канашлăвĕнче Шупашкарта çĕр ĕçĕн училищине уçмаллине палăртнă. Вăл 1920 çулхи сентябрьтен занятисем пуçарнă. Ку заведени К.Маркс урамĕнчи Ефремов купсан унчченхи çуртĕнче вырнаçнă. Вĕрентÿ хуçалăхĕ – унчченхи хĕрарăмсен мăнастирĕнче. 1922 çултан вăл Шупашкарти ял хуçалăх техникумĕ шутланнă, ку çулхи мартран Вăрнара куçнă, Александрийский совхозра вырнаçнă. Пĕрремĕш директор – Я.А.Ятманов.
1922–1929 çулсенче техникум уй-хир ĕçченĕсене вĕрентсе кăларнă. Унта 113 студент вĕреннĕ. 1926 çулта районта чи малтан урапаллă «Фордзон» трактора тивĕçнĕ. 1929–1933 çулсенче вĕренÿ корпусĕн икĕ хутлă çĕнĕ çуртне çĕклесе лартнă.
Çулран çул техникум ÿссе, аталанса пынă: çĕнĕ специальноçсем уçăлнă, вĕренÿ бази çирĕпленнĕ, вĕренÿпе воспитани процесĕ лайăхланнă. 1929 çулта вăл выльăх-чĕрлĕх техникумĕ, 1933 çултанпа зооветеринари техникумĕ пулса тăнă. Кунта уй-хир тата выльăх-чĕрлĕх ĕçченĕсене хатĕрленĕ, ветеринари, зоотехник уйрăмĕсене уçнă. Унăн хăйĕн çĕр лаптăкĕ тата хушма хуçалăх пулнă.
Малтанхи çулсенче техникумра 7–10 специальноçпе пĕлÿ панă. Пĕрремĕш выпусниксен йышĕнче Я.Ф.Федотов – ЧАССР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ (1959–1964 ç.ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Н.Г.Малов – ЧАССР çĕрĕç наркомĕ (1941–1945), ЧАССР апат-çимĕç промышленноçĕн управленийĕн пуçлăхĕ, И.И.Иванов – ЧАССР ял хуçалăх министерствин тĕп зоотехникĕ (1943–1947), Чăваш енри инкубаторпа кайăк-кĕшĕк станцийĕн тресчĕн директорĕ (1947–1962), Я.М.Горбунов – СССР Журналистсен союзĕн членĕ, А.И.Иванов – Вăрнарти ИПС директорĕ (1962–1982), Совет Союзĕн Геройĕсем П.И.Иванов тата А.И.Иванов.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан кунта çар чаçĕ – 887-мĕш артиллери полкĕ вырнаçнă. Техникума Çĕн Мĕлĕш ялне куçарнă. Асăннă полк Чăваш АССРĕнче йĕркеленĕ 324-мĕш стрелковăй дивизи йышне кĕнĕ. Вăл вăрçă çулĕпе 2000 км утнă, 1800 хулапа яла ирĕке кăларма хутшăннă.
1946 çултанпа Вăрнар техникумне РСФСР выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тытăмне кĕртнĕ. 1968 çулта кунта агрономи уйрăмне уçнă, Тĕп управленин хушăвĕпе ун çумне «Родина» тата «Восток» колхозсене çирĕплетнĕ.
Аталанса пынă май техникумăн вĕрентÿ корпусĕ, учхоз бази, коллекцилле питомникĕ çĕнелнĕ, студентсен общежитийĕ, преподавательсем валли çуртсем çĕкленсе ларнă. 1967–1968 çулсенчи смотр-конкурссенче çĕнтерсе совхоз-техникум РСФСР Ял хуçалăх министерствин куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялавне тивĕçнĕ. 70-мĕш çулсенче те вăл кăтартуллă ĕçлекен заведенисен йышĕнче пулнă, ăна тĕрлĕ сумлă наградăсемпе чысланă.
Куçăмлă тата куçăмсăр майпа уйрăмсенче 1246 студент пĕлÿ илнĕ. Çулсерен техникума 465 çамрăк вĕренме кĕнĕ. Студентсен шучĕ ÿссе пынă май 1975 – 1976 çулсенче çĕнĕ вĕренÿ корпусне тата тепĕр общежити, 1978 çулта столовăй тата магазин хута янă. Мунчапа прачечнăй ĕçленĕ. Кунта çитекен çула асфальт сарнă. Преподавательсем валли çурт, çĕнĕ йышши котельнăй çĕкленĕ тата ытти те...
1992 çултан вĕренÿ заведенине Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕ ят панă. 2013 çулта вăл реорганизаци йĕркипе Вăрнарти 29-мĕш училищĕпе пĕрлешнĕ.
Мухтава тивĕç
Сумлă тапхăрта Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен 18 пин ытла çамрăк вĕренсе тухнă. Выпускниксем те, кунта тимлекенсем те çамрăксене çирĕп пĕлÿпе воспитани парас ырă йăласене, профессире пултарулăх, иксĕлми вăй-хал хывнисене яланах асра тытаççĕ.
Вĕрентÿ учрежденине тĕрлĕ çулсенче Я.А.Ятманов, С.И.Леонтьев, Я.Ф.Семьянов, Р.И.Осипов, В.М.Ведин, А.Н.Шаков, Н.Ф.Храмов, И.А.Алексеев, Д.Ф.Иванов, Г.П.Иванов, А.Н.Борисов, Н.К.Алексеев, И.А.Арбузов, В.И. Малов, В.М.Казаков ертсе пынă, аталанăва пысăк тÿпе хывнă. 2016 çултанпа техникум пуçĕнче Ольга Валериановна Львова тăрать.
Тĕрлĕ çулсенче тимленĕ преподавательсен ячĕсем историе ылтăнла саспаллисемпе çырăнса юлнă. Специальноç илсе тухнисем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, тĕрлĕ сферăра тава тивĕçлĕ ятсене çĕнсе илнĕ. Вăл шутра – хамăр тăрăхри хăшпĕр ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем те.
Сумлă ятсене каласа та пĕтерес çук. Район çыннисем лайăх пĕлекеннисем шутĕнче – А.Ф.Доманин, Н.К.Кириллов, Н.Г.Игнатьев, В.П.Лабинов, К.С.Ливанов, А.И.Кузьмин, Р.И.Петров, Н.С.Храмов, И.А.Артемьев, Ю.Г.Кулаев, Н.А.Юркин, В.М.Ведин, Н.Н.Тихонов, Ю.С.Храмкин, Г.М.Михайлов, В.М.Тапинов, И.А.Арбузов, А.В.Емельянов, А.В.Созонов тата вун-вун ят...
Техникум паян
Тĕрĕссипе, республикăра паян Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илнĕ специалист ĕçлемен хуçалăх çук та пулĕ.
Хальхи вăхăтра кунта ветеринари, аш-какай тата аш-какай продукчĕн технологийĕ, экономикăпа бухгалтери учечĕ енĕпе специальноçсем, техника тивĕçтерĕвĕн, строительство мастерĕсен, автомеханикăн, поварпа кондитерăн, каменщик, сад тата хурт-хăмăр ăстисен профессийĕсене илме май пур. Унсăр пуçне, студентсем паян кăмăл туртăмне кура тракторист-машиниста, водителе, парикмахера, маникюршăна, ЭВМ операторне, сварщика хушма мелпе вĕренме пултараççĕ. Студентсем пĕлĕве районти ертсе пыракан предприятисенче практикăра пулса çирĕплетеççĕ.
Унсăр май та çук, паян ĕç рынокĕ пысăк квалификациллĕ, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ специалистсене ыйтать. Çавăнпа та техникумра студентсене пурнăçа, йывăрлăхсене çĕнтерме хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрнă.
Телее, коллективра профессионаллă педагогсем тăрăшаççĕ. Вĕсем çамрăксене тĕрĕс çул суйласа илме, патриотла воспитани пама, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшассипе пысăк ĕç тăваççĕ. Малашлăха тĕллевлĕн пăхаççĕ, аталанăва пĕрлехи вăя хываççĕ.
Олег ГРИГОРЬЕВ,
истори преподавателĕ.
Ноябрь 2024 |