Ĕçре те, çемьере те телей тупнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.03.2020, 11:36 Просмотров: 823

Тăрăшулăхшăн, хастарлăхшăн тĕрлĕ Хисеп хучĕсемпе тата ытти наградăсемпе чыслаççĕ. Анчах чи пысăк хисеп вăл – ĕçтешсем, ял-йыш сума суни.

Вăрманкасра пурăнакан Людмила Константиновна Оськина ыр сăмахсене чăннипех тивĕçлĕ. Мухтавлă педагог шкулта 42 çул ырми-канми тăрăшнă, çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма пулăшнă. Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем хушшинче чăн-чăн ĕç хастарĕсем, инженерсем, тухтăрсем, учительсем йышлă, çавăн пекех ученăйсем те, пултарулăх çыннисем те пур. Вĕсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕ тăрăх саланнă. Людмила Оськина обществăлла ĕçсенче те хастар.

Телее, мана çирĕм çул каялла Вăрманкасри шкулта Людмила Константиновнăпа пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ. Ун пирки: «Вĕрентекен пулмах çуралнă», – теттĕм. Урок темине ачасене тĕплĕн уçса парас тесе еплерех тăрăшатчĕ! Коридорпа утса пынă чух та унăн витĕмлĕ, янăравлă сасси илтĕнетчĕ. Класра шăплăх хуçаланатчĕ. Людмила Оськина ĕç коллективĕнче пысăк хисепре пулнă. Çамрăксем аслă ĕçтешĕпе канашланă, унран тĕслĕх илнĕ.

Ятлă çынна ял савать, теççĕ. Людмила Оськина пирки ырă сăмахсем каланине унăн вĕренекенĕсенчен сахал мар илтнĕ. Вĕсем хăлхарах янăраççĕ. Зинаида Гладкова пĕрре çапла çирĕплетсе каланăччĕ:

– Людмила Константиновнăн чаплă урокĕсем халĕ те асрах. Вăл тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăран, предметсемпе кăсăклантарма пĕлнĕрен ĕнтĕ темиçе ăру математикăна, физикăна питĕ юратнă. Начартарах ĕлкĕрсе пыракан ачасене пысăк тимлĕх уйăрнă. Людмила Константиновна хăйне пачах шеллемен. Уроксем хыççăн та каçхи тăватă сехетченех ăс-тăн панă. Тăрăшакан ачасемпе те уйрăммăн ĕçленĕ. Ырми-канми вăй хунин усси пурах: нумайăшĕ вĕренме кĕнĕ чухне математикăпа «пиллĕк» паллă илнĕ... Эпĕ те экзамен ăнăçлă тытрăм. Людмила Константиновнăна çĕре çити таймапуç!

Учитель профессийĕ çăмăл мар, анчах та ялта тăрăшаканнисен тата кăткăсрах. Пурнăçа сыпăнтарса пырас тесе выльăх-чĕрлĕхне те картиш тулли тытмалла. Пахча-анкартире те ĕçлемелле. Яла газ кĕртиччен кăмакине те хутмалла пулнă. Тĕлĕнмелле те, Людмила Оськина канмалли кунсенче те хăйĕн килĕнче ачасене йышăннă, темăсене ăнланма пулăшнă. Хаклă ĕçтешĕмĕрте чăваш хĕрарăмĕн мĕнпур ырă енĕ пур. Вăл сăпайлă, ĕçчен, кăмăллă, пултаруллă, чăтăмлă, çав вăхăтрах çирĕплĕхĕ те çук мар, палăртнă тĕллеврен пĕр утăм та чакман. ,çтешĕсемпе те, ачасемпе те, ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ.

Людмила Оськина нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн республика, район пĕлтерĕшлĕ Хисеп грамотисене, «РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ» палла (1980), «,ç ветеранĕ» (1989) ята тивĕçнĕ.

Пултаруллă вĕрентекен 80 çул каялла, 1940 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче, ĕçчен Сапожниковсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Людмила Константиновнăн тăван ялĕ – Хапăс. Ашшĕпе амăшĕ, Константин Васильевичпа Ульяна Степановна, вунă ачана кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, тăваттăшĕ пĕчĕк чухнех пурнăçран уйрăлнă. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Людмила асли пулнăран мĕнпур йывăр ĕç хĕрачан черченкĕ хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. Амăшĕ шкулта тирпейлÿçĕре (техничкăра) ĕçленĕ. Уроксем хыççăн Людмила яланах амăшне пулăшма тăрăшнă.

– Вăл вăхăтра шкулти урая сăрă тĕкĕнменччĕ. Çавăнпа та ăна çанă тавăрсах хăйăрпа, кĕлпе тасататтăмăр. Тепĕр чух çурçĕр те çитетчĕ, – аса илчĕ ĕç ветеранĕ. – Тĕрĕссипе, вырсарникун та шкултах иртетчĕ. Тус-тантăшпа пĕрле шкулла вылянă. Хырăм выçсан çăкăр татăкĕ кăларса çинĕ. Экзаменсене те шкултах хатĕрленнĕ темелле. Питĕ вĕренме ăнтăлнă. Эпĕ уйрăмах математика, нимĕç чĕлхи, географи урокĕсене юратса   вĕренеттĕм.

Вăтам пĕлÿ илес тесе Хапăсри шкула Иртеменкассинчен те, Пăртасран та, Кушикрен те, Вăрманкасран та çÿренĕ.

– Пĕр класра 50-ăн лараттăмăр. Парттисем вăрăмччĕ. Икĕ сменăпа вĕреннĕ. Электричество çути пулман, çавăнпа та лампăсене краççын ярса пĕлÿ пухнă, – калаçăва малалла тăсрĕ Людмила Оськина.

Вăл тăван колхоз уй-хирĕнче те, йĕтем хуçалăхĕнче вăр-вар ĕçленĕ. Тырă, клевер вырнă çĕрте уйрăмах пилĕк нумай авнă. Алла çурлапа кастарни те пулнă. Людмила Константиновнăн суран йĕрĕсем халĕ те пур.

Хапăсри вăтам шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Аттестат илсен тантăшĕсемпе Шупашкара çул тытнă. Çамрăксем пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Анчах та Людмила хăйĕн кунçулне урăх профессипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Ваттисем çапла калаççĕ: « ,мĕте татман этем вăйлă». Пир-авăр комбинатĕнче икĕ çул тăрăшнă хыççăн Хапăс хĕрĕ пединститутăн хатĕрленÿ уйрăмĕнче вĕренет. Кунта пĕлĕве тарăнлатнă чухне преподавательсем Людмилăн математикăри пултарулăхне, унăн çивĕч ăсне тÿрех асăрхаççĕ. «Шанса тăрăр, вĕренме кĕретех!» – тенĕ вĕсем ун пирки. Чăнах та, хĕр тăван шкулăн ятне ямасть, экзаменсене ăнăçлă тытать, физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет.

Студентка каникул вăхăтĕнче ал усса ларман, пĕр хура ĕçе те тиркемен: çул тунă çĕрте, стройкăра вăй хунă. Ашшĕ-амăшне те кил хуçалăхĕнче пулăшма ĕлкĕрнĕ.

Вĕренĕве ĕçре çирĕплетни пĕлтерĕшлĕ. Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ чухне Вăрманкасри вăтам шкула педпрактикăна килет. Илемлĕ, сăпайлă хĕр çине ăшă куçпа пăхакан та тупăнать. Çамрăк специалиста вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Павел Андреевич Оськин килĕштерет. Вăхăт нумай иртмест – çамрăксем пĕр çемье чăмăртаççĕ. Ывăлпа хĕре çут тĕнче парнелеççĕ. Оськинсен ачисем пурнăç çулĕ çинче çирĕп тăраççĕ. Владимир Павлович инженерта тăрăшать, Наталия Павловна педагогсен династине малалла тăсаканĕ, вырăнти шкулта математика предметне вĕрентет. Каласа хăвармалла, Людмила Константиновнăн мăшăрĕ учительте çур ĕмĕр ĕçленĕ.

Оськинсем пурнăç сукмакĕпе 56 çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ. Çемье институтне çирĕплетес енĕпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн вĕсем 2014 çулта сумлă наградăна – «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена – илме тивĕçнĕ. Мăнукĕсем (вĕсем улттăн) аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне хисеплеççĕ, вĕсенчен ырă тĕслĕх илме тăрăшаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика