Кивьял Нурăс ялĕ мĕнпе тыткăнлать-ха? Паллах, хăйĕн илемĕпе: кил умĕнчи палисадниксем, йĕркерен лартса тухнă çуртсем куçа илĕртеççĕ. 72 киллĕ пысăках мар ял пĕр урамран кăна тăмасть, пайланса каяканнисем те пур. Пĕтĕмпе вара тăваттă: Çирĕккасси, Пĕчĕк, Пысăк тата Кĕтÿ урамĕсенче тĕпленнĕ ял çыннисем.
Пысăк-и е пĕчĕк-и – кашни ял вăл хăй уйрăм «патшалăх». Унти çынсене лайăх пĕлсе çитес пулсан пĕр кун кăна кирлĕ мар. Кивьял Нурăс патне асфальт çул çитерет-ха, анчах та урама кĕрсен ку ырлăх пĕтет, çавăнпа йĕпе-сапаллă вăхăтра пылчăк çăрса утма тивет. Сăнатăп: урамра никам та курăнмасть. Кăштах утсан пĕрисен кил хушшийĕнчен сасă илтĕнчĕ. Кĕçех вăтам çулсенчи арçын хапхана уçса тухрĕ. Альберт Алексеев пулчĕ ку. Вăл, ялти хăшпĕр арçынсем пекех, тĕрлĕ облаçсене ĕçлеме çÿрет. Çурт тăрри тума ытларах кăмăллать. Килте пурăннă вăхăтра та ахаль ларма пултараймасть, ăна-кăна çĕнетмелли тупăнсах тăрать арçыншăн.
– Ялта пурăнма ырлăх халĕ. Кашни килте тенĕ пек газ çунать, шывĕ патне те инçе каяс çук, хăшĕсен шала та кĕрет. Шел пулин те, Кивьял Нурăс ватăлса пыни пăшăрхантарать. Туй кĕрлемесен, çемьере йыш хушăнмасан ял та аталанмасть паллах, – терĕ А.Алексеев.
Вăл каланă тăрăх, ялта шкул çук, çавăнпа ачасем Хăмăша, Ярмушкана тата Калининăна вĕренме çÿреççĕ. Шкулта пĕлÿ илсен хулана каяççĕ те çавăнтах тĕпленеççĕ.
Вăйпитти арçынран уйрăлсан Геннадий Сорокина тĕл пултăм. Вăл, 1940 çулта çуралнăскер, хальхи вăхăтра ялта арçынсенчен чи асли шутланать. Хĕрарăмсем вара пур. Акă Людмила Куприянова, Мария Горина, Мария Алексеева 86-ра. Вĕсем хыççăнхисем те çук мар.
Пĕчĕк ялтан мухтавлă çынсем те тухнă. Акă Геннадий Кудрявцев – çар летчикĕ. Сывлăхĕ çирĕп пулнăран космонавтсен отрядĕнче те тăнă. Василий Афанасьев Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята тивĕçнĕ. Георгий Алексеев та Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ шутланать. Иван Борисов медицина наукисен кандидачĕ. ,çре палăрнисемпе пултаруллă çынсен ячĕсене татах та асăнма пулать. Пĕр сăмахпа, хисеплисен йышĕ сахалах мар.
Хăрушă вăрçăран ку ял çыннисем те пăрăнса юлман. Тăшманпа çапăçма 79 арçынпа 3 хĕрарăм тухса кайнă. Вĕсем фронтра паттăрлăх кăтартнă. Вăрçă хирĕнче 40 çын пуçне хунă. Паттăрсен ячĕсене ял халăхĕ паянхи кун та асра тытать.
Г.Сорокин С.Отрывановăн «Тучи над рекой Хирлеп» кĕнекине кăтартрĕ. Унта Кивьял Нурăс историне те кĕскен пĕлме пулать. 1793 çулта ялта пушар тухнă. Инкек чылай çемьене кил-çуртсăр хăварнă. 1882 çулта 35 кил кăна пулнă. 1857 çулта ялта тепĕр хут вут-çулăм алхаснă. Хыççăн хăшпĕрисем Хăмăша куçнă. Унта çурт-йĕр çĕклесе пурăнма пуçланă.
– Ялта чÿк тăвасси йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ. Кашни çул май уйăхĕнче ял çыннисем пĕрле пуçтарăнса пăтă пĕçереççĕ, сăра вĕретеççĕ. Çапла майпа çÿлти вăйсенчен çумăр ыйтаççĕ, – пĕлтерчĕ ватă.
Кивьял Нурăсра клуб пулнă пулсан çемьесене пĕр çĕре пуçтарма май килетчĕ, паллах. Культура енне туртăннисен халĕ Хăмăша утма тивет. Аслăрах çулсенчисем хĕллехи вăрăм каçсене телевизор умĕнче ларса е пĕр-пĕр алă ĕçĕпе аппаланса ирттереççĕ. Вăйпиттисем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, патшалăха сĕт сутса укçа-тенкĕ тăваççĕ. Тепĕр тесен ĕнесĕр ялта хĕсĕк: сĕт-турăхĕ те, çăвĕ те кирлĕ-çке. Кил картишĕнче выльăх тăрсан аптрамастăн, чи кирли ÿркенмелле мар.
Паянхи кун 24 килте никам та пурăнмасть, пушах лараççĕ вĕсем. Пуриншĕн те паллă: ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ, ачисем вара, çунат сарса айкинелле вĕçсе саланнă. Çапла майпа хуçасăр çуртсем дача вырăнне юлнă. Çамрăксем тăван кĕтесе таврăнмасан улшăну пулаймĕ. ,лĕкрех ял кĕрленĕ, халĕ вара шăп. Паян кăнтăр кунĕнче урампа утакана сайраран çеç асăрхатăн. Мĕнех тăвăн, иртнине каялла тавăраймăн...
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |