Юнкун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ халăха хумхантаракан çивĕч ыйтусене пĕрлештерчĕ: çын пурнăçĕн тата пушар хăрушсăрлăхĕ, çул-йĕре юсасси, çыннăн персоналлă даннăйĕсене хÿтĕлесси т.ыт.те.
Вăрнар районĕнче ĕçленĕ информаци ушкăнĕсене Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов ертсе пычĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕпе Вячеслав Горбуновпа Уйкас Кипек, Малти Ишек тата Ярмушка ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.
Ершепуç ял тăрăхĕнче те информаци кунĕ тухăçлă иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Михаил Анисимов, район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Егорова хутшăнчĕç.
Малтанах Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Максимов сăмах илчĕ. Кун темисене уçнă май, халăхăн хăрушсăрлăх правилисене уйрăмах хытă уямаллинчен пуçларĕ. Çанталăк сивĕтсе пынă май, ачасене пĕрремĕш пăр çине кĕме юраманнине вĕрентмеллине аса илтерчĕ. Çавăн пекех вăл кăçалхи пушар статистикине илсе кăтартрĕ, правилăсене, экстреннăй служба номерĕсене астутарчĕ.
Сăмах май, Кÿстÿмĕр шкулĕнче ку енĕпе аван ĕçлеççĕ. Кашни класра хăрушсăрлăх кĕтесне йĕркеленĕ. Унта харпăр хăйне епле тытмаллине, тĕрлĕ служба номерĕсене (01, 02, 03, 04), пĕрлехи çăлав номерне (112) тĕплĕн ăнлантарса çырнă.
Çул-йĕр ыйтăвĕ çивĕч пулни нумай тĕлпулура аван палăрать. Çавăнпах ăна ку информаци кунĕн тĕп темисен шутне кĕртнĕ. Районĕпе кăçал вырăнти çулсене тытса тăма, юсама, проект ĕçĕсене пурнăçлама, Чăваш Республикин çул-йĕр фондĕнчен 32 млн та 175 пин те 187 тенкĕ уйăрнă.
Юсав ĕçĕсем кăçал Шуркасси Ишек çывăхĕнчи Мăн Çавал урлă хывнă кĕпер, Калинино – Шĕнер Ишек, Уйкас Кипек – Услантăр Енĕш, Вăрнар – Çавалкас – Сăкăт, Мăньял Хапăс – Вăрманкас, Ярмушка, Мачамăш, Рункă, Уйкас Явăш – Çăкаллă Явăш, Калинино – Хурăн Кăкшăм, Çĕрпел – Уравăш, Туçи Çармăс – Кив Шуртан çулĕсен лаптăкĕсенче пулнă. Вăрнар поселокĕнчи Ленин тата А.Иванов урамĕсенче ĕçсем контрактпа октябрĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçленмелле.
Ершепуç ял тăрăхĕнче Отиккăвă ялĕнчи тĕп урамри çула юсас ĕçсем пыраççĕ. Александр Максимов юсав тăсăлнине çанталăк условийĕсемпе, çавăн пекех йывăç тымарĕсене тĕппипе чавса кăларма тивнипе сăлтавларĕ. Çул сарма кунта 713 пин ытларах тенкĕ уйăрнă.
Александр Нестерович вырăнти хăшпĕр çынсем тавралăха куçкĕрет варалани пирки пăшăрханса каларĕ. «Çуркуннерен тытăнса миçе субботник ирттертĕмĕр, масар, шкул, клубсен территорийĕсенчен 21 кубла метр çÿп-çап тиесе тухрăмăр. Тасатма ĕлкĕрейместпĕр – теприсем миххи-миххипе каллех ăпăр-тапăр тухса пăрахаççĕ, кун пек тума юраманни çинчен калакан пĕлтерÿсене сÿсе переççĕ», – терĕ вăл.
Районĕпе илсен, санитарипе экологи юлашки уйăхлăхĕнче кăна санкцилемен ултă свалкăна тĕп тунă, 76 кубла метр йăлари каяшсене тиесе тухнă. 56 экологи субботникĕ ирттернĕ. 3650 йывăç-тĕм (Ершепуç тăрăхĕнче – 600) лартнă.
Информаци кунне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Михаил Анисимов паянхи пурнăçăн çав тери çивĕч ыйтăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Ку вăл – информаци хутлăхĕнче харпăр хăй даннăйĕсене хÿтĕлесси.
– Паян эпир хамăр пурнăçа Интернетсăр курмастпăр. Анчах та юлашки вăхăтра кунти информаципе мушенниксем хăйсене кирлĕ пек усă курма хăтланаççĕ. Çавăнпа та манма кирлĕ мар – Интернетри кашни утăм хăйĕн йĕрне хăварать. Сăмахран, социаллă сетьсенче сăнÿкерчĕксем вырнаçтаратăр, форумсене хутшăнатăр, «лайксем» лартатăр тата ытти те. Çавăн пекех эсир хăш сайта кĕни, Интернет урлă мĕн туянни, эсир ăçта вырнаçни... – йăлтах çырăнса юлать. Вĕсем тăрăх кашни çыннăн профайлне (тĕрĕс портретне) палăртма пулать. Сăмахран, адреслă реклама яма», – терĕ Михаил Владимирович пухăннисене Интернетра харпăр хăй çинчен ытлашши информаци лартассине чакармаллине систерсе. Телефонсене, адрессене, çуралнă кунсене, ытти çывăх информацие кăтартма кирлех мар, терĕ вăл.
Михаил Владимирович ку тĕлĕшпе ачасене хÿтĕлеме, вĕсем мĕнле сайтсенче пулнине тĕрĕслеме ыйтрĕ. Çавăн пекех вăл банк карттисемпе тимлĕ пулмаллине астутарчĕ.
Влаç представителĕ патне ял çыннисен те ыйту пулчĕ. Вĕсем участокри пушар машинине тытса тăрассин пĕр пайне халăхран пуçтарма тытăнаççĕ тенипе килĕшесшĕн мар. Çавăн пекех вĕсем Вăрнарти автовокзал çывăхĕнчи территорире Перекет банкĕн банкомачĕ çуккишĕн пăшăрханса калаçрĕç.
Ку информаци ушкăнĕ çавăн пекех Аçăмçырми ял поселенийĕнче пурăнакансемпе тата Вăрнарти 2-мĕш шкул коллективĕпе тĕл пулчĕ.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |