Ял хуçалăх ĕçченĕсем ÿсентăранăн нумай инфекцийĕ вăрлăхсем çинче упранса юлса, каярахпа акнă хыççăн ĕрчесе ял хуçалăх культурисене самаях сиен кÿнине лайăх пĕлеççĕ.
Россельхозцентр специалисчĕсем хуçалăхсенче акма хатĕрленĕ вăрлăха чир-чĕр инфекцийĕсем ернине тĕрĕслеççĕ, ун кăтартăвĕсене хуçалăх ертÿçисене пĕлтерсех тăраççĕ. Çураки валли хатĕрленĕ тĕштырă вăрлăхĕсене фитоэкспертиза тунă хыççăн пĕтĕмĕшле кăтартусем çакăн пек: тымар чирĕсем (гельминтоспориоз, фузариоз) ытти çулсемпе танлаштарсан самаях чакнă, вăл-ку хуçалăхсенче репродукцисĕр тырă хăшпĕр партисенче сарăлнине кăна тупса палăртнă. Каласа хăвармалла, асăннă инфекци анлă сарăлсан ÿсентăранăн ÿсес вăйĕ самаях чакать. Фитоэкспертиза витĕр тухнă тырă партийĕсенче вут пуççи (пыльная и твердая головня) чирĕсене тупса палăртманни савăнтарать.
Пĕтĕмĕшле тĕрĕсленĕ вăрлăхсем çинче тымар тата вут пуççи чирĕсен калăпăшĕ чакса пынин сăлтавĕсем çаксем:
Хамăр районти хуçалăхсенче юлашки вăхăтра пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем туянса акассин калăпăшĕ пысăкланчĕ. Калăпăр, элита вăрлăхсем çинче вут пуççи чирĕсем пулмалла мар.
Кашни çулах тырă вăрлăхĕсене эффективлă препаратсемпе им-çамласси ÿссех пырать.
Юлашки вăхăтра хуçалăхсенче горчица, рапс, çу кăларакан кăшмана акни çĕр çинче юлнă тĕштырă чирĕсене чакарать. Ахальтен мар асăннă культурăсене агрономсем «уйсен фитосанитарĕсем» теççĕ.
Вырма вăхăтĕнче типĕ çанталăк пулни те пысăк вырăн йышăнать.
Анчах та кăçал вăрлăхсен хăш-пĕр партийĕсенче пăнтăх чирне тупса палăртрăмăр. Инфекци сăлтавĕ – вырма вăхăтĕнче нÿрĕк е çумкурăкран тасатман тырра тÿрех типĕтмесĕр çÿллĕ купаласа хуни.
Хуçалăх ертÿçисене тепĕр хут аса илтеретпĕр: чирсенчен им-çамламалли пахалăхлă препаратсене тĕрĕс суйласа илес тесен, вăрлăхăн фитоэкспертиза кăтартăвĕсемпе усă курсан питĕ аван.
Им-çамламалли хими препарачĕсемпе бакри хутăш туса биологиллĕ препаратсем усă курма юрать. Çавăн пекех çак хутăша ÿсентăрана кирлĕ микроудобренисемпе пуян препаратсене (сăмахран, «Гумат», «Культивар», «Микромикс» тата ыттисене те) ярсан питĕ аван. Вĕсем ÿсентăран тымарне вăйлатма тата типĕ е сивĕ çанталăка чăтса ирттерме пулăшаççĕ.
Паянхи кун, районĕпе илсен, акмалли вăрлăхăн 97 проценчĕ кондициллĕ. Элита тата пысăк репродукциллĕ вăрлăхсем туянассипе Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ, «Санары», «Кольцовка», «Агрохмель» агрофирмăсем, Карл Маркс ячĕллĕ, «Победа», «Янгорчино», «Мураты», «Хорнзор» кооперативсем, Игнатьевпа Павлов фермерсен хуçалăхĕсем тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Кăçал пĕтĕмпе 400 тонна ытла паха вăрлăх илсе килнĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ,
Раççей ял хуçалăх центрĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ.
Ноябрь 2024 |