Ертÿçĕ пулмах çуралнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.03.2020, 11:16 Просмотров: 285

Хаçат тусĕ, районти ятлă-сумлă çынсенчен пĕри – Александр Анисимович Селенин – пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче 95 çул тултарать. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ кун-çул тилхепине нихăçан та лăнч яман, халĕ те çирĕп тытать. Самана таппинчен юлмасть, хыпар-хăнарпа кăсăклансах тăрать. Ăс-тăнĕ хавшаман, тавракурăмĕ анлă.

– Çутă ĕмĕтсемпе хавхаланса пурăнмалла, çанă тавăрса ĕçлеме ÿркенмелле мар, – терĕ Александр Селенин.

Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче яланах тÿрĕ кăмăлпа тимленĕ. Александр Анисимовичăн ĕç биографийĕ питĕ пуян. Патăрьел тăрăхĕнче учительте, комсомолпа парти ĕçĕн тытăмĕнче – КПСС Чкаловск райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче, ВЛКСМ Чкаловск тата КПСС Октябрьски (халĕ Сĕнтĕрвăрри) райкомĕсен пĕрремĕш секретарĕнче, Элĕк, Вăрнар райĕçтăвкомĕсен председателĕнче – тăрăшнă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа аграри профессийĕсене алла илме пулăшнă: Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче, кайран 20 çул   Вăрнарти 29-мĕш професси училищинче   ĕçленĕ, преподавательтен тытăнса директор таран ÿснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ те пулнă. Халăх шанăçне тÿрре кăларас тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă.

– Александр Анисимович хисепе тивĕçлĕ çын, вăл тĕрĕслĕхе чи малти вырăна хунă. Унăн яваплăх туйăмĕ пысăкчĕ. Пурнăç тытма пĕлекен ертÿçĕччĕ вăл, – çирĕплетрĕ унпа пĕрле ĕçленĕ Надежда Михайлова.

Ĕçченĕн ĕçĕ ăнать, теççĕ. Александр Анисимович директорта ырми-канми тăрăшнă чухне профтехучилище çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Ытти вĕренÿ за-веденийĕсем хушшинче мала тухнăран Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине пĕрремĕш илме тивĕçнĕ.

Александр Селенин училищĕн çĕнĕ вĕренÿ корпусне, ĕç коллективĕ валли 60-хваттерлĕ пурăнмалли çурт çĕклес тĕлĕшпе пулăшу ыйтма Мускаври пуçлăхсем патне темиçе хутчен те кайса килнĕ. Тăрăшни харама кайман. Паянхи кун та пĕрле ĕçленисем Александр Анисимовича тав тума манмаççĕ. Ун пек çынсем пирки: «Ертÿçĕ пулмах çуралнă»,– теççĕ.

Ĕçне кура мухтавĕ. Александр Селенин икĕ хутчен «Хисеп палли» ордена, «СССР профессипе техника вĕрентĕвĕн тытăмне аталантарассишĕн тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «СССР Гражданла оборона отличникĕ» паллăсене, Чăваш АССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ.

Патăрьел районĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралса ÿснĕ пулин те, Александр Селенинăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ 60 çула яхăн Вăрнар районĕпе çыхăннă.

– Вăрнар тăрăхне питĕ кăмăллатăп. Анчах та тăван ен чĕнĕвĕ пурпĕрех илĕртет. Ачалăхпа çамрăклăх час-часах аса килеççĕ,– палăртрĕ Александр Анисимович.

Ашшĕпе амăшĕ ывăлне ачаран пилĕк авма хăнăхтарнă, ĕç пурнăç тыткăчи тесе вĕрентнĕ. Арçын ача çитĕннисемпе тан уй-хирте тырă вырнă, кĕлтесене йĕтем çине турттарнă, авăн çапнă. Утă-улăм хатĕрленĕ. Кил-тĕрĕшре ĕçленĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхнă.

Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, уйрăмах математика предметне юратса вĕреннĕ. Шкул саккинченех учитель профессийĕ çинчен ĕмĕтленнĕ. Аттестат илсен Патăрьелĕнчи педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Çамрăка 1942 çулта çара илнĕ. Вăл Мускаври Çар округĕнче снайпер шкулĕн курсанчĕ, взвод командирĕн пулăшуçи пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн Чулхулари зенитлă артиллери, Бакури тинĕс-çар училищисенче пĕлĕве тарăнлатнă.

– Çакăнпа кăна çырлахман ман атте. Партин Тĕп комитечĕн Мускаври аслă шкулĕнчен, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен, ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Виçĕ аслă пĕлÿ илнĕ çынна пур çĕрте те хапăл тунă, – терĕ аслă ывăлĕ Юрий ашшĕпе мăнаçланса.

Тивĕçлĕ канăва кайсан та ĕç хастарĕ районăн Гражданла оборона медслужбин пуçлăхĕнче 10 çул тимленĕ. Вăрнар поселокĕнчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕнче те вăй хунă.

Александр Анисимовича пурнăçра çирĕп, пуçаруллă утăмсем тума мăшăрĕ те яланах хавхалантарса пынă. Анастасия Евстафьевна хăйĕн кун-çулне медицинăпа çыхăнтарнă. Ăна «Чăваш АССР сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Мăшăрсем икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Ачисем ашшĕпе амăшĕнчен ырă тĕслĕх илнĕ. Юрий Александрович Вăрнарти хутăш препаратсен заводĕнче, Евгений Александрович типĕтнĕ сĕт заводĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Вĕсене тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн пысăк наградăсемпе чысланă. Шел те, Александр Анисимовича 95 çулхи юбилейпе саламлама пур çывăх çынни те кĕрекене лараймĕ. Мăшăрĕ те, кĕçĕн ывăлĕ те пурнăçран уйрăлса кайнă. Мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем – чун йăпатмăшĕ. Вĕсем аслашшĕне-мăнаслашшĕне хисеплеççĕ, унăн пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ, кил-тĕрĕшре ĕçлесе пулăшаççĕ.

Кăçал çĕршывра Астăвăмпа Мухтав çулталăкĕ иртет. Çĕнтерÿçĕ-ăрăвăн паттăрлăхĕ, хастарлăхĕ манăçмасть. Палăртмалла, «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул» юбилей медальне Александр Селенин та тивĕçнĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика