Ачасем – пирĕн пуласлăх. Çавăнпа вĕсем Тă-ван çĕршыва юрăхлă çын-сем пулса çитĕнччĕр тесен çамрăк ăрăвăн сывлăхĕшĕн хытă тăрăшмалла.
Чи хаклă пуянлăх – сывлăх. Анчах та сисчĕвлентерекенни те çук мар. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, 10 ачаран пĕри кăна сывлăхлă шутланать. Çапла вара пуçламăш классенче пĕлÿ пухакансенчен чылайăшĕ чирлисен шутĕнче. Ачасен сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси ашшĕ-амăшĕн, вĕренÿпе медицина учрежденийĕсен ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕ пулмалла.
Ахальтен каламаççĕ: «Чир-чĕре асăрхаттарасси сипленессинчен ансатрах». Ачасен сывлăхне пурнăç йĕрки, апатлану, çемьери тата ачапча коллективĕнчи лару-тăру мĕнле шайра пулни, экологи пысăк витĕм кÿрет.
Паллах, ача чирлемесĕр пулмасть. Анчах та тĕллевлĕ тăрăшсан чир-чĕр шутне чакарма пулать.
Педиатрсем çапла сĕнеççĕ: организма пурăнма кирлĕ органикăллă япала – витамин – ĕçни инфекципе кĕрешме, хăвăртрах сывалма пулăшать. Иммунитета шăлан çырли (шиповник) шĕвекĕ, пыл, ыхра (пайсем çине пайлăр та савăт çине хурăр), лимон, элеутерококк экстракчĕ пулăшнипе çирĕплетме пулать. Пахалăхлă, витаминсемпе тата микроэлементсемпе пуян апат-çимĕç çини пĕлтерĕшлĕ. Уçă сывлăшра ытларах пулни вируссемпе кĕрешме пулăшать. Ачана вăй-хал кĕтĕр тесен ăна вăхăтра çывăрма вырттарăр. Апат-çимĕç вăхăтра çини вар-хырăм ĕçне лайăхлатать. Чир-чĕр эпидемийĕ чухне хăвăр тĕпренчĕкĕрсемпе лавккасене, массăллă мероприятисене сахалрах çÿремелле, алăсене час-часах çумалла. Ачана ÿт-пĕве пиçĕхтерме хăнăхтармалла – çулла вăл çаруран чуптăр, пушмака нускисĕр тăхăнтăр, форточка уçса çывăртăр. Пепкĕре спортпа туслашнăшăн мухтамалла. Тинĕс хĕрринче, çуллахи лагерьсенче канни, санаторинче сипленни усăллă.
Ирина НОСОВА,
педиатр.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |