Çуркунне çанталăк ăшăтса пынăçемĕн ОРВИ, грипп йышши чир-семпе аптăракан сахалланаканччĕ. Китайран тухнă çĕнĕ вирус хальлĕхе Европа çĕршывĕсенче хăватне чакармасть-ха. Апла пулин те лару-тăру Раççейре ытти тă-рăхри пекех кăткăс мар.
Пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Раççей гражданĕсене чĕнсе каланинче палăртнă тăрăх, çĕршывра пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа акан 5-мĕшĕччен кану кунĕсем шутланаççĕ. Владимир Путин каланă тăрăх, пирĕн çĕршыв çĕнĕ инфекцирен тĕпĕ-йĕрĕпех сыхланаймасть: кÿршĕ патшалăхсенче лару-тăру çивĕч. Владимир Владимирович уйрăмах аслă ÿсĕмрисен, вăраха кайнă чирсемпе нушаланакансен тимлĕ пулмаллине асăрхаттарчĕ. «Тархасшăн, ку мана пырса тивмест тесе ан шухăшлăр. Сĕнÿсене шута илмелле. Хамăра та, çывăх çынсене те упрамалла, йĕркене пăхăнмалла, яваплăха туймалла. Халĕ килте ларсан лайăхрах», – палăртрĕ Президент.
Владимир Путин пусăм туса каланă тăрăх, ку тапхăрта çынсене пулăшмалла, вĕсен тупăшне, ĕç вырăнĕсене сыхласа хăвармалла. Пĕчĕк тата вăтам бизнеса та алă памалла. Çавна май мерăсем йышăннă. Социаллă пособисемпе çăмăллăхсене илсе тăракан çынсен справкăсем йăтса тĕрлĕ инстанци тăрăх çÿремелле мар: çитес ултă уйăхра вĕсене унсăрах тÿлĕç. Кунсăр пуçне, Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене çу уйăхĕнче мар, ака уйăхĕнчех 75 тата 50 пин тенкĕ парĕç. Ачаллă çемьесене те пулăшма палăртнă Президент, амăшĕн капиталне илме тивĕç ашшĕ-амăшне виçĕ çул тултарман ачисемшĕн çитес виçĕ уйăхра 5-шер пин тенкĕ тÿлеме сĕнет. Нумаях пулмасть Владимир Владимирович кăçалхи утă уйăхĕнчен пуçласа 3–7 çулсенчи ачасемшĕн пособи парассине çирĕплетнĕччĕ. Ăна Президент палăртнинчен пĕр уйăх маларах, çĕртме уйăхĕнче, илсе тăма тытăнассине каланă. Халĕ ĕçсĕррисене 8 пин тенкĕ параççĕ. Ку тапхăрта вăл 12130 тенкĕпе танлашĕ. Тупăш сахаллансан кредит илнĕ çынсем те йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултараççĕ. Çавăнпа «кредит каникулĕ» илме пулать. Сăмахран, уйăхри тупăш 30 процент чаксан çын вăхăтлăха кредит тÿлемесен те пултарать. Çĕнĕ йышăнусем çăмăлах мар. Владимир Путин халăха ăнланма ыйтать. Унăш шухăшĕпе, патшалăхпа обществăн пĕрле ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç йышăннă мерăсен усси пулĕ.
Владимир Путин граждансене чĕнсе каланă хыççăнах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Правительство çуртĕнче васкавлă канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикинчи хатĕр тăракан режима улшăнусем кĕртнĕ. Çĕнĕ документра палăртнă тăрăх, Чăваш енре кинотеатрсемпе кинозалсен, театрсен, ача-пăча вăйă пÿлĕмĕсен, кану центрĕсен, каçхи клубсен (дискотекăсен), мунчасемпе саунăсен, бассейнсен, фитнес-центрсен, çавăн пекех физкультурăпа спортăн ытти объекчĕн ĕçне вăхăтлăха чармалла. Ресторансемпе барсенче, кафесенче кальян туртма ирĕк памалла мар. Чăваш енри 60 çултан аслă çынсен карантинра лармалла. Олег Николаев çавăн пекех медицина ĕçченĕсемпе вируслă çынсемпе маларах хутшăнма пултаракан çынсене чи малтан маскăсемпе тивĕçтермелли çинчен каланă. Аса илтеретпĕр: ятарлă режим пирĕн республикăра пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнченпе вăйра тăрать. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш ен халăхне хÿтĕлемелли мерăсене куллен çирĕплетсе пыраççĕ. Олег Алексеевич каланă тăрăх, ку лару-тăрура республикăри влаçсен çĕнĕ вируса сарăлма памалла мар, уйрăмах аслă ăрурисене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле. «Çавăнпа чир ертес мар тесен 60 çултан аслисене карантинра пулма ыйтатпăр», – тенĕ Олег Николаев.
Республикăра карантинри ватăсене волонтерсем пулăшĕç. Хастарсем вĕсем валли апат-çимĕç тата эмелсем туянĕç. Çакна Пĕтĕм Раççейри «Волонтер медиксем» юхăм членĕсем йĕркелĕç. Кăмăл тăвакансем dobro.ru сайтра регистрациленме пултараççĕ. Хальлĕхе ватăсене пулăшма кăмăл пуррине 60 çын пĕлтернĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш енре пуш уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне сисчĕвлентерекен ушкăнри 487 çынна сăнаса тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 776 çыннăн коронавирус пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Хальлĕхе коронавируспа чирлекен 1 çын Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче сипленет. Сиплев курсĕпе килĕшÿллĕн вăл боксра ака уйăхĕн 2-мĕшĕччен пулĕ. Кун хыççăн унăн тепĕр хут анализ памалла. Чир паллисем пулмасан арçынна больницăран кăларĕç. Сывалса çитмен пулсан боксрах тытĕç. Оперативлă штаб лару-тăрăва тĕрĕслесех тăрать. Аса илтеретпĕр: пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнчен Раççее урăх çĕршывсенчен килнĕ кашни çынна 14 кунлăха карантина яраççĕ.
Чăваш Республикинчи халăха социаллă пулăшу паракан 44 организацире, вĕсенчен 35-шĕ стационар мелĕпе ĕçлет, санитарипе эпидемиологи режимне пăхăнма мĕн пур услови тунă. Кунтах медицина, çав вăхăтрах лабораторипе инструментлă диагностика тĕпчевĕсем тума май пур. Çакăн пек учрежденисенче 2311 çын пурăнать. Вĕсен йышĕнче – ватăсем, инвалидсемпе ачасем. Хальхи вăхăтра чирлесе килте сипленекенсем те пур.
Сахал вăй хуракан çамрăксене ĕçлеменнишĕн паракан тÿлев палăрмаллах пĕчĕкрех. Çавна май «больничнăй» тÿлес йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Вăл уйăхне 1 МРОТран сахал пулмалла мар. Çак тÿлевсем валли бюджетра хушма 7 миллиард тенкĕ пăхса хурĕç.
Тĕнчере пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне коронавирус ернисен шучĕ 531920 çынна çитнĕ. Вĕсенчен 22 пин ытларахăшĕ вилнĕ. 113470 çын ку амака парăнтарнă. Раççейре çĕнĕ вирус инфекцийĕпе 1036 çын чирленĕ. Шел те, виççĕшĕн, Мускавра пурăнаканскерсен, кун-çулĕ татăлнă. Вăтăр саккăрăн сывалнă. Мускавра коронавируспа чирлекенсен шучĕ 703 çитнĕ. Çакна палăртмаллах: сиплев учрежденийĕсенче пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен диспансеризаци тухассине вăхăтлăх чарнă пулин те больницăсем чирлисене кулленхи йĕркепех йышăнаççĕ. Аптекăсемпе апат-çимĕç лавккисем, банксем те ĕçлеççĕ, общество транспорчĕ те пассажирсене илсе çÿрет. Хаçат-журнал та яланхи йĕркепех тухса тăрать.
РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕн Николай Брикон шухăшĕпе, ака уйăхĕн вĕçĕнче, çу уйăхĕнче коронавирус сарăласси палăрмаллах чакĕ. Çакă çулталăк сезонĕ улшăннипе çыхăнĕ. Апла пулсан пăлханса ÿкме васкар мар, специалистсем сĕннĕ асăрхаттарусене шута илер, халăх йышлă çÿрекен вырăнсене сăлтав çук чухне тухар мар. Тĕнчере чир-чĕр сарăлни унччен те пулнă. Телее, этемлĕх мĕнпур амака çĕнтерсе пынă. Кăна та парăнтаратпăрах.
Ноябрь 2024 |