Хăюллă танкист

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 01.04.2020, 11:18 Просмотров: 508

Хальхинче ман хам пĕлнĕ паттăр танкист Владимир Христофоров çинчен хыпарлас килет. Вăл Вăрман Кипек ялĕнче, 108 çул каялла, хресчен çемйинче кун çути курнă.

Ашшĕ-амăшĕ хутла пĕлмен пирки вăл ачаранпах ăслă-тăнлă пулас ĕмĕт лартнă. Унăн пултарулăхĕпе паттăрлăхĕ, ăшă кăмăлĕ халĕ те ял-йыш асĕнче.

Ялти шкула лайăх паллăсемпе вĕçленĕ хыççăн Канашри педагогика училищинче вĕренет, наукăна тăрăшса тишкерет. Çав тапхăрти, тăхăрвунă çула яхăн каяллахи сăнÿкерчĕксенче В.Христофоров преподавательсемпе ытти студентсем хушшинче палăрмаллах уйрăлса тăрать, вĕренÿре те, обществăлла ĕçре те малта пулни уççăнах курăнать.

Учитель профессине алла илсен В.Христофоров шкулта физикăпа математикăна вĕрентме тытăнать. Ку предметсене вăл шкулта та, училищĕре те питĕ юратса тишкернĕ. Çара кайма вăхăт çитсен, шкулта учительсем çителĕксĕр пулнипе, ăна ĕçрех хăвараççĕ. Анчах вăрçă пуçланас хăрушлăх тухсан, 1939 çулта, çара илеççĕ. Тĕрĕс наукăсене лайăх пĕлекене хăватлă та пысăк танк установкине тĕплĕн вĕренме лекет. Кашни пайĕ мĕн тума кирлине тĕпчет, вĕсемпе усă курма хăнăхать. Командирсем хушнине пĕр сăмахсăр, тĕплĕ, вăхăтра пурнăçласа пырать, танкистсем хушшинче пултаруллисенчен пĕри пулса тăрать. Опытлă танкист В.Христофоров финн вăрçинче, Украина чиккинчи операцие хутшăнать. Служба вĕçленсе пынă май яла таврăнса каллех шкул ачисене вĕрентме тытăнасса ĕмĕтленет.

Анчах 1941 çулта нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыв çине тапăнни унăн пĕтĕм шухăш-ĕмĕтне тепĕр майлă çавăрса хурать, çĕршыва вăрçă хирĕнче сыхлама тивет. Вăрман Кипек каччи чăн-чăн патриот пулни татах та уççăнрах палăрма тытăнать. Çапăçусенче В.Христофоров хăрушлăхран хăраса тăман, танк экипажĕпе сахал мар çĕнтерÿ тунă. Çав вăхăтрах çухату та сахал мар тÿснĕ. Вĕсен танкне çунтарни те, çĕмĕрсе юрăхсăра кăларни те пулнă.

– Вăрçă çулĕсене атте час-часах аса илетчĕ. Вăл каланă тăрăх, çав тапхăрта вĕсен экипажĕн сакăр танк улăштарма лекнĕ. Çулăм хыпса илнĕ танк ăшĕнче çунса вилес патне çитнĕ самантсем пайтах пулнă, – аса илет хĕрĕ Людмила.

Çĕршыва тăшмансенчен сыхласа кăтартнă паттăрлăхшăн Владимир Христофорова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ. Пурнăçне шеллемесĕр фашистсемпе виçĕ çул çапăçать.

Чылай вăхăт телей пирĕн ентеш çумĕнчех пулнă. Анчах пĕррехинче хăрушă çапăçура В.Христофоров йывăр аманать, тăнне çухатать, госпитальсенче сипленсе вилĕмрен аран-аран хăтăлса юлать, вăрçă чарăнни çинчен те сиплев вăхăтĕнче пĕлет. Ура çине тăрсан Владимир Христофоров инвалида комиссипе киле яраççĕ.

– Канаш станцинчен яла çитессе шутламанччĕ, вăй-хал пĕтсе çитнĕччĕ. Мăшăрпа, ял-йышпа тĕл пулас ĕмĕт çĕнтерчĕ. Çапла аса илетчĕ атте иртнĕ йывăр çулсене. Пире вăл ун çинчен тăтăшах каласа кăтартатчĕ, – тет Шупашкарта пурăнакан ывăлĕ Олег.

Кăшт вăй илсенех фронтовик хăйĕн ялĕнчи шкулта юратнă предметсене вĕрентме тытăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче çав шкулта эпĕ те вĕреннĕ. Тăхтавсенче, паллах, тепĕр чух аташаттăмăр, шавлаттăмăр. Урока Владимир Христофорович пырсанах класра шăп-шăпăртчĕ. Вăл пире нихçан та вăрçман, ятламан, йĕркелĕх вара унăн урокĕнче ялан çирĕпчĕ. Унăн сылтăм аллинчи пысăк пÿрни çеç сусăрланманччĕ, шĕвĕр пÿрнин çурри çукчĕ. Çавна пула пурăпа доска çине çырма, указкăна тытма çăмăл пулман ĕнтĕ ăна. Ручкăпа кăранташа тытма та. Апла пулин те вăл илемлĕ çыратчĕ. Эпир ăна хамăр ăшра мухтанă, хисепленĕ, пирĕншĕн вăл пултаруллă учительсенчен пĕри шутланнă. Тăрăшулăхпа, тимлĕхпе вĕрентсе кашнине ăс-тăн парас тĕллевпе пурăннă вăл.

Тивĕçлĕ канăва тухсан та унăн пархатарлăхĕ сÿнмерĕ. Хуçалăхри ĕç хатĕрĕсене юсамалла-и, хăйраса-туптаса çивĕчлемелле-и, аврисене улăштармалла-и – ун патне ял-йыш пынă, пурин ыйтăвне те тивĕçтернĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем тĕрлĕ профессиллĕ пулса пурнăç çулĕпе тĕрĕс утрĕç.

Хăй ĕмĕрĕнче йывăрлăхĕсене пайтах тÿсме лекнĕ. Снаряд ванчăкĕсем, ÿчĕ ăшне кĕрсе ларнăскерсем, тек канăç паман пуль ăна. Апла пулин те ун çумне сиенлĕ йăласем çыпăçман: пирус туртман, сăра-эрехпе аташман. Мăшăрĕ Варвара Марковна та хăй евĕрлех йăвашчĕ, сăпайлăччĕ. Вĕсен йăхне тăсакансем хушшинче педагогсем чылай. Аслă хĕрĕ Любовь учительтен шкул директорне çитнĕ. Тепĕр хĕрĕ Людмила Шупашкар шкулĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ывăлĕ Олег пенси çулне çитсен те Чăваш патшалăх университетĕнче деканра тăрăшрĕ.

– Халăх уявĕсене ялан хутшăнатчĕ, вăрçă çулĕсем çинчен шкул ачисемпе, çамрăксемпе тĕл пулса калаçатчĕ, – аса илет ял-йыш Владимир Христофорович паттăра.

Ăна ял масарĕнче пытарнă. Çулла унта илемлĕ чечексем ешереççĕ. Паттăрсене манмастпăр.

Вениамин ИВАНОВ.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика