Чун-чĕре ыратнипе хам аса илнисене çы-рас терĕм. Эпĕ вăрçă пуçланнă чухне икĕ уйăх çурăри ача пулнă, халĕ 80 çулалла çитсе пыратăп.
Вăрçăн юлашки çулĕсем калама çук нушаллă килчĕç. Аслă аппасем Нина 13–14, Раиса 10–11 çулсенче пулнă. Симĕс курăк çисе выçăпа вилмерĕмĕр, хĕл каçрăмăр. Çуркунне çĕрулми анине крахмал пуçтарма кайнă. Çăпата сырнă урасем пылчăк ăшне путса анса ларатчĕç. Çăпатине туртатăн та кантрисем татăлса пылчăк ăшне ларсах юлатчĕç. Киле çарран, шăнса кÿтнĕ, хурăнни пек хĕп-хĕрлĕ урасемпе макăрса çитеттĕмĕр.
Анне хурăн кăчки пуçтарса арманта авăртса çăнăх тăватчĕ. Икерчĕ-пашалу пĕçерсе çитеретчĕ. Çĕрулми çеçкинчен яшка вĕретсе çинĕ. Вăл яшкана хальхи вăхăтра йытăсем çийĕç-ши?
Хĕл çитрĕ. Сивĕсем 40–42 градус таран шатăртаттараççĕ. Пÿртре шыв витри шăнать, кантăксем пăрланнă. Пÿрт пĕренисем шартлатса ларатчĕç. Çын шакканă евĕр туйăнатчĕ. Аннене: «Тухса пăх-ха, атте килчĕ пуль? Шаккать-çке», – теттĕм. Кăмака хутма вутă çукчĕ. Аннене вăрман ĕçлеме янă, 2–3 эрнесĕр те киле килмен. Вăл пĕр лав турат илсе килетчĕ, анчах çакă нумая та çитмен. Аппасем кăмака хутма каçхине уя улăм йăтма каятчĕç. Ăна питĕ нушаллă илсе килнĕ. Кашкăрсем питĕ хунанă. Аппасене тапăнни те пулнă, çавăнпа шăрпăк чиксе çÿретчĕç.
Тăхăнмалли пулман. Хĕлĕн-çăвĕн саплăклă-саплăклă, хытса ларнă кивĕ фуфайкăпа çÿренĕ. Каçхине çывăрнă чухне те кăмака тăрринче çири тумпа витĕнсе чĕтресе выртнă. Çуллахи вăхăтра çара уран чупнă.
Шкула кайма кукаçи çăпата туса пачĕ. Шел, вăл та пирĕнтен часах уйрăлса кайрĕ.
Атте «хыпарсăр çухалнă» тесе хут илтĕмĕр. Вăл тунă çăпатана сырса кураймарăм. Анне те, аппасем те пурăннă чух атте пуçне ăçта хунине, унăн вилтăприйĕ ăçтине пĕлеймерĕç. Анне 94 çул пурăнчĕ, упăшкине, аттене, юлашки кунччен кĕтрĕ, асран ямарĕ.
– Тен, таçта аякра тепĕр çемье тупрĕ, пурăнать пуль? Сывах-ши, хăть çавна пĕлесчĕ, – тетчĕ.
Хам 75 çула çитсен ачасем «хыпарсăр çухалнă» аттене шыраса тупрĕç. Белорусси çĕрĕ çинче 1944 çулхи февральте пуçне хунă иккен вăл. Вăрнар вырăнне Вăрмар районĕ тесе çырнă. 75 çул кĕтсе выртнă тăванĕсене çак хут унти военкоматра. Халĕ вăл пирĕн алăра. Анчах та анне çав йăнăшшăн патшалăхран пĕр çăмăллăхпа та усă кураймарĕ.
Халĕ манăн «хыпарсăр çухалнă» аттесен тăванĕсене, мăнукĕсене çапла калас килет: «Кашни саспаллине, ял, район ячĕсене питĕ тимлĕ тĕрĕслĕр. Интернетра шырама пулать, тархасшăн, питĕ тимлĕ пулăр! «Хыпарсăр çухалнă» аттесене, пиччесене тупмаллах...»
Юлия ЕРМОШКИНА.
Уравăш.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.
Ноябрь 2024 |