Юпшик Ялтăрара пурăнакан Василий Ильиншăн шкулта ачасене вĕрентнĕ самантсем асран тухмаççĕ. Унăн педагогикăри ĕç стажĕ – 45 çул. Паллах, сахал мар вăл. Вĕрентекен миçе вĕренекене тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларман-ши; Тăрăшса ĕçлени сая кайман, пултаруллă çынна 2003 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш ен вĕрентÿ министерствисен Хисеп грамотисем те пур.
– Манăн мăшăр Раиса Евсеевна та хăйĕн пурнăçне педагог ĕçĕпе çыхăнтарчĕ. Ачасене 47 çул вĕрентрĕ. Эпир пĕр-пĕрне ялан пулăшса тата хавхалантарса пынă, йывăрлăхсене те пĕрле парăнтарнă. Шкулта ăс пухакансен тавракурăмне ÿстересси, пĕлĕвне тарăнлатасси иксĕмĕршĕн те малти вырăнта тăнă. Çитĕнсе пыракан кирек хăш ăрупа та пĕр чĕлхе тупма пултарнă, вĕсене мĕн кăсăклантарнине шута илнĕ. Çак ырă енсем пире ĕçре чăннипех те пулăшнă, – кăмăллăн калаçрĕ Василий Ильич.
Вăл Аçăмçырми шкулĕнче çичĕ класс вĕреннĕ, хыççăн Çĕмĕрле районĕнчи Юманай ялне утнă. Унти вĕрентÿ учрежденийĕнче виçĕ çул ăс-хакăла пуянлатнă. Арçын ача физикăпа математика предмечĕсене питĕ кăмăлланă. Дневнике япăх паллăсем «çакланман». Пушă вăхăт тупăнсан тĕрлĕ литература вуланă. Тантăшĕсем умĕнче нихăçан та пите хĕретме тивмен, мĕншĕн тесен чунĕ вĕренÿ енне хытах туртăннă пулнă. Анчах та вуннăмĕш класс пĕтерсен комсомол путевкипе Казахстана кайнă.
– Сăлтавĕ те пурччĕ. Вăл вăхăтра пичче институтра вĕренетчĕ. Атте вăрçăра пуçне хунă. Аннене укçа-тенкĕ енчен кăштах та пулин çăмăллăх кÿрес тĕллевпе ĕçлеме шутларăм. Тăван кĕтесрен аякри вырăнта строительство енĕпе тимлеме пуçларăм. Алла пĕр-пĕр професси илме кăмăл пуртан, темиçе уйăхран, Карагандари сăрт-ту техникумне вĕренме кĕтĕм. Çав тапхăрта вара салтака кайма повестка тыттарчĕç. Çуралса ÿснĕ тăрăха килсе аннепе тата тăвансемпе сывпуллашма май пулмарĕ, ют вырăнтан çара ăсантăм. Туркестан çар округĕнче службăна виçĕ çул майлă ирттертĕм, – иртни патне таврăнчĕ В.Ильин.
Çамрăка аслă пĕлÿ илес ĕмĕт канăç паман, çавăнпа пĕр-пĕр института вĕренме кĕме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ăна служба срокне вĕçлемесĕрех тăван кĕтесе янă. Каччă Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика уйрăмне вĕренме кĕме заявлени панă. Пилĕк экзамен ăнăçлă тытнă. Вăл пĕр «виççĕ» паллă та илмен. Студент тапхăрĕнче вĕренÿре хастарлăхпа палăрнă. Тăваттăмĕш курса куçсан Элĕк районĕнчи Ураскилт шкулĕнче физика вĕрентме пуçланă.
– Эпĕ 24-ра кăначчĕ. Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем вара 18-та. Пуçламăш утăмсем тунă чух йывăрлăхсем тупăнкалатчĕç, апла пулин те хама ирĕкленме паман, çирĕплĕхре тытнă, – пĕлтерчĕ ĕнерхи вĕрентекен. Ураскилтре ачасене ăс панă вăхăтра дипломлă специалист пулса тăнă. Икĕ çултан Çĕмĕрле хулине куçнă. Каçхи шкулта ĕçленĕ. Шăпах çав тапхăрта Тăвальушкăнь Ялтăра хĕрĕпе Раисăпа ăнсăртран паллашнă. Каччă клуба кайма тухсан ял пуçĕнче хĕр тăнине асăрханă. Унпа калаçу пуçарса янă. Çак тĕлпулу пĕр-пĕринпе туслаштарнă. Раиса Евсеевна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи пĕр шкулта ачасене вĕрентнĕ пулнă. Иккĕшĕ туслăх хĕлхемне сÿнтермен, темиçе уйăхран туй кĕрлеттернĕ. Çемье çавăрсан Василий Ильич Юманай шкулне, Раиса Евсеевна Аçăмçырми шкулне куçнă. Мăшăрĕ малтанах пуçламăш классене вĕрентнĕ, Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература уйрăмне пĕтерсен çав предметсемпе ачасене ăс панă.
В.Ильиншăн Юманай шкулĕнче пилĕк çул сисĕнмесĕр тенĕ пек хыçа юлнă. Ăна, тăрăшуллăскерне, Аçăмçырмине чĕнсе илнĕ. Шкул директорĕн должноçне пурнăçлама шаннă. Çапла вара коллектива ертсе пыма пуçланă. Яваплă ĕçре виçĕ çул тăрăшнă, хыççăн учителе куçнă. Тăхăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ тепĕр хут директор ĕçне сĕннĕ. Шкулăн çĕнĕ çуртне тăвасси тĕп вырăнта тăнă пулнă. Василий Ильич ертÿçĕ сăмахĕнчен иртеймен, килĕшнĕ. Вăл строительство ĕçне çĕнĕрен «чĕртсе» янă. 1996 çулта çурта йăлтах туса пĕтернĕ. Çавăнпа пĕрлех вăтам шкул пулса тăнă. Унта вĕренекенсем районта çеç мар, республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче палăрма пуçланă. Пĕр çулхине шкул команди республикăри «Зарницăпа» «Орленок» çар вăййисенче виççĕмĕш вырăн йышăннă. 2001 çулта Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн база шкулĕ пулса тăнă. Çавна май кунта ытти район ачисем те вĕренме килсе çÿренĕ. Занятисене институтра вĕрентекенсем ирттернĕ. Асăннă институтран Аçăмçырми шкулĕнче ăс пухнă çĕр ытла ача пĕлĕве тарăнлатнă, дипломлă специалист пулса тăнă. Шкул Чăваш Республикин Президенчĕн тата Раççей Президенчĕн грантне тивĕçни те пысăк çитĕнÿ шутланать. Грант укçипе компьютер тата ытти оборудование çĕнетме пултарнă.
В.Ильин 2010 çулччен директорта ĕçленĕ. Çитмĕл çулта шкултан уйрăлнă. Василий Ильичпа Раиса Евсеевна пĕр ывăлпа хĕре тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕ. Иккĕшĕ те шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ, аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕри Шупашкарта, тепри Хусанта ĕçлет. Ачисем халĕ – шанчăклă тĕрев.
Ильинсем 50 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Иккĕшне те ял-йыш хисеплет, çынна усал сăмах каласа курман вĕсем. Шкул ачисем педагогика ветеранĕсене манмаççĕ, пырса çÿреççĕ, кăмăлĕсене çĕклеççĕ.
Юрий КОРНИЛОВ.
Ноябрь 2024 |