Ачалăха чунлăх çăлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 03.11.2017, 08:36 Просмотров: 605

Çак сăмахсем ăнсăртран мар, Юпшик Ялтăрари Степановсен çемйипе паллашнă хыççăн çуралчĕç. Марина Леонидовнапа Александр Георгиевичăн çав тери яваплă утăмне çак статьяра, тен, çителĕклĕ те ăнлантарса параймастăн, анчах та пысăк чунлăхĕ районти чылай çын чĕрине кĕрсе вырнаçма тивĕç.

Паллах, Аçăмçырми тăрăхĕнче пурăнакансем ку çемьен паттăрла ĕçне тивĕçлипе хаклаççĕ. Пĕртăван виçĕ ача чăн-чăн çемье телейне тупнишĕн чăнахах хĕпĕртеççĕ. Паллах – ачасем хăйсем тата ытларах. Мĕншĕн тесен унччен вĕсем пурнăç йÿççине пĕчĕклех çителĕклех туйнă. Тăван ашшĕ-амăшĕн путсĕрле пурнăç йĕркине пула чылай нушаланнă вĕсем.

Марина Леонидовна вунвиçĕ çул каялла асĕнче çырăнса юлнă ÿкерчĕке куç умне кăларчĕ. Вăл çак пулăм тин çеç пулса иртнĕн туйнине хумхануллă сасси сутрĕ. ...Таньăн – çуралнă кун. Степановсем унăн хреснашшĕпе хреснамăшĕ. Çурхи çăрăлчăкпа кил умнех çитме пулмасть те машинăна лавкка умне лартса хăварнă. Хăнасене ăсатма пиллĕкри Таньăпа виççĕри Ваня ашшĕпе пĕрле тухнă. Уйрăлма вăхăт çитсен ачасем Марина Леонидовнана алăран ярса тытнă та: «Сирĕнпе каятпăр», – тесе кăшкăрса макăрма тытăннă. Ÿсĕр ашшĕ-амăшĕнчен хытах хăраса çитнĕ ахăртнех вĕсем. Тĕрĕссипе, çывăх çыннисен урă кунĕ те сахал пулнă.

Кунран та хăрушши – пĕр ĕçкĕ хыççăн амăшĕ ашшĕн пурнăçне татни. Ку вăхăтра Катя та çуралнă пулнă, çулталăк та сакăр уйăха çитнĕ.

Синкерлĕ ĕç хыççăн ачасене ашшĕн пĕртăван аппăшне панă. Анчах та кунта та телейпе çиçмелли пулман. Вунă çул ытла иртсен пĕртăвансем çак тапхăрта пулăшсах тăнă Степановсем патне хăйсемех килнĕ. «Сирĕн пата пурăнма куçма юрать-и?» – тесе ыйтнă...

Çапла пĕлтĕр Марина Леонидовнапа Александр Георгиевич йышлă – ултă ачаллă çемье пулса тăнă. Таня та, Ваня та, Катя та тинех хăйсене кирлĕ çынсем пек туйма пуçланă. 

Таня кĕçех 19 тултарать ĕнтĕ. Вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ветеринари енĕпе вĕренет. Чи пултаруллă студентсенчен пĕри.

Ваньăпа Катя Аçăмçырми шкулĕнче вĕренеççĕ: пиччĕшĕ 10-мĕш, йăмăкĕ 7-мĕш классенче. Иккĕшĕ те – вĕренÿ хастарĕсем. Спортпа туслă. «Хăрушсăр кустăрма» конкурсăн республикăри çĕнтерÿçисем, Чăваш ен чысне Раççейре хÿтĕленĕ. Катя ÿкерме ăста, алĕçĕпе аппаланма кăмăллать. Пуласлăхра медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленет.

Степановсен хăйсен ачисем те питĕ маттур. Кристина Шупашкарти кооператив техникумне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ. Суту-илÿпе экономика колледжĕн ятарлă дисциплинăсен преподавателĕ.

Сергей Аçăмçырми шкулĕнчен ылтăн медальпе вĕренсе тухнă, халĕ Шупашкарти кооператив институчĕн 4-мĕш курс студенчĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăрать. Хоккейра, футболра, çăмăл атлетикăра çитĕнÿсем тăвать. Компьютерпа вăйлă ăнкарать.

Стас 6-мĕш класа çÿрет. Вĕренÿ отличникĕ. Вăл та – спортăн пысăк тусĕ. Велосипед тĕсĕнче, çăмăл атлетикăра маттур. «Çĕнĕ» пиччĕшĕпе аппăшĕпе – Ваньăпа тата Катьăпа – çул-йĕрĕн çамрăк инспекторĕсен юхăмне аталантарассине пысăк тÿпе хывать. «Хăрушсăр кустăрма» Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕршыври чи лайăх çамрăк инспектор ятне илме тивĕçнĕ.

Çак пĕтĕм çитĕнÿ Марина Леонидовнапа Александр Георгиевич хăйсем ырă тĕслĕх кăтартса пынипе пулса пыраççĕ ĕнтĕ. «Ыррине кăтартмасăр ыррине кĕтме çук», – тет шăпа пÿрнипе ултă ача амăшĕ пулса тăнă Марина Леонидовна.

Вĕсем иккĕшĕ те Юпшик Ялтăрарах çуралса ÿснĕ. Ял пурнăçĕ килĕшнĕренех тăван тăрăхран нихăçан та кайма шутламан. Марина Леонидовна – фармацевт. Малтанах Элĕк аптекинче, халĕ Калининăри аптека заведующийĕнче тăрăшать. Таса чунлă ĕçĕшĕн тивĕçнĕ сумлă Хисеп хучĕсем чылай.

Александр Георгиевич – уйрăм предприниматель. Ял çыннисем ăна тăван тăрăха хăтлăх, тирпейлĕх кĕртме пулăшнăшăн чĕререн тав тăваççĕ.

Ачисем пурте хăйсем пекех маттур. Çемье пĕр тĕвĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та аслисене хирĕç сăмах каласси ку çемьере ют. Мĕнпур ĕçе пĕрле тума хăнăхнă. Çуллахи каникулсенче ашшĕ-амăшĕ ĕçрен килессе кĕтсе лармаççĕ, хушмасăрах кил-тĕрĕшĕнче тăрмашаççĕ. Таня, ав, пурнăç условийĕсене кура пĕчĕкренех шăллĕпе йăмăкĕшĕн амăшĕ вырăнĕнче пулма тÿр килнĕ те, хÿтлĕх тупнă хыççăн та пĕр самантлăха та алă усса ларма пултараймасть. «Лайăх мăшăр тупса тулли телей курмалла пултăрах», – ыр сунса калаçаççĕ Степановсем.   

Марина Леонидовнапа Александр Георгиевича аттепе анне тесе чĕнмеççĕ пулин те, çемье ăшшине тупнă ачасем вĕсене çав тери юратаççĕ, хисеплеççĕ. Вĕсем хушшинчи пек ăнланулăх, çепĕçлĕх, туслăх пирки нумайăшĕ ĕмĕтленме çеç пултарать.

– Мăшăра, Сашăна, тав. Вăл та ачасене юратни çак яваплă утăма тума хистерĕ. Маларахрах вĕсемшĕн кĕрешменшĕн кулянатпăр. Çавăнпа та халĕ май пур таран ачасен ырлăхĕшĕн, вĕсем хăйсене ыттисенчен ан уйăрччăр тесе тăрăшатпăр. Ял çыннисене, учительсене ăнланса, пулăшса пынăшăн пысăк тав, – тет Марина Леонидовна. – Çемье – чи пысăк хаклăх. Пире хамăра та кирек мĕнле ыйтăва пĕрле татма вĕрентсе ÿстернĕ. Çак паха ене халĕ хамăрăн виçĕ хĕрпе виçĕ ывăла хывма тăрăшатпăр.

Светлана ЧИКМЯКОВА. 

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика