Хальхи Пĕрлехи информаци кунĕ асăрхаттару тата воспитани тĕллевлĕ пулчĕ тесен те йăнăш мар – унта наркомание сарăлма парассине хирĕçлесси, уйрăм çынсене тÿлевсĕр юридици, ачасене право пулăшăвĕ парасси, хĕллехи тапхăрта пушартан сыхланасси тавра пычĕ. Тĕп ыйтура çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшасси те пулчĕ. Чăваш ен Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Сергей Павлов ертсе пыракан ушкăн – ун йышне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Александр Шурдеев кĕчĕç – Калинино ял тăрăхĕн, Хапăс шкулĕн тата Вăрнар район тĕп больницин коллективĕсемпе тĕл пулчĕ.
Тен, кăçалхишĕн те тÿлĕç?
Республикăра ача çураласлăхăн пĕрлехи коэффициенчĕ Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулнипе 2017 çулта виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн 3 çулччен уйăхсерен паракан пособие Чăваш енре чарса лартнăччĕ. Халĕ коэффициент шайне ÿстернĕрен пирĕн республика та 2018 çултан тÿлеве тивĕçекен регионсен шутне кĕрет.
Кун пирки тата ачаллă çемьесене патшалăх паракан ытти пулăшусем пирки каланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев федераллă шайра кăçал нумай ачаллă çемье пулса тăнисене те тÿлевпе тивĕçтересси пирки калаçу пынине палăртрĕ. Республика тÿлевпе çыхăннă тăкаксене софинансировани мелĕпе саплаштарма хатĕр.
Программа ĕçлеме пуçланăранпа, 2013 çултанпа, пирĕн районта социаллă пулăшăвăн ку мерипе 372 çемье усă курнă. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ЕДВна 205 çемье илсе тăнă, вĕсене пĕтĕмпе 16896,17 пин тенкĕ тÿленĕ.
Наркомани çулне пÿлмеллех
Информаци ушкăнне кĕрекенсем ку темăна мĕнпур сферăра тимлĕхе илмеллине, наркомани пĕр-пĕр çемьешĕн çеç мар, пĕтĕм обществăшăн пысăк инкек пулнине палăртрĕç.
Республикăра ку чире асăрхаттарассипе, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне путлантарассипе тĕрлĕ программăсем пурнăçланаççĕ, тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Наркологи служби çула çитменнисем хушшинче витĕмлĕ тренингсем йĕркелет, социаллă хăрушă лару-тăрури çемьесене куçран вĕçертмест.
Медицина организацийĕсем кăçалхи 10 уйăхра наркотикпе ÿсĕрĕлнине тĕрĕслеме 4896 освидетельствовани тунă, 573-шĕ ку имçама тутаннине палăртнă.
Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра наркотик витĕмĕнчи 840 çын учетра тăрать. Çавăн пекех наркологи службин асăрхавĕнче – сиенлĕ йăла витĕмне кĕрсе ÿкме пултаракан 1790 çын. Çула çитменнисем – 22-ĕн. Ырă мар списока кăçал Вăрнар районĕн пĕр çамрăкĕ кĕнĕ.
Сергей Павлов та, Леонид Николаев та наркотиксемпе çыхăннине саккун çирĕп пăркăчланине каларĕç. Килти пахчара мăкăнь акса ÿстерни те саккуна хирĕçле ĕç шутланать. Хăшпĕр ялсенче ют çынсем юриех ун вăррине сапса çÿренĕ тĕслĕхсем пур. Вĕсене вăхăтра тăпăлтарса пемесен саккун умĕнче лаптăк хуçин явап тытма тивĕ.
Кăçал Вăрнар район территорийĕнче полици ĕçченĕсем наркотикпе икĕ çынна тытса чарнă.
Хÿтлĕхсĕр сийе – тÿлевсĕр пулăшу
Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, граждансен социаллă хÿтлĕхсĕр категорине тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси анлă сарăлнă. Ку полномочие профессиллĕ юристсемпе адвокатсемсĕр пуçне социаллă хÿтлĕх пайĕ те, вырăнти муниципалитет та пурнăçлать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев хăйсем патне ыйтупа килекенсене яланах тулли консультаципе, май пулсан пулăшупа тивĕçтернине палăртрĕ.
Çитес тунтикун, ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейĕпе ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртет. Çавна май район администрацийĕнче кунĕпе тÿлевсĕр юридици консультацийĕ (2-мĕш хут, пĕчĕк актовăй зал) иртет. Унта тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем, вĕсен саккунлă представителĕсем, ачана хÿтлĕхе илес текенсем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе пыма пултараççĕ.
Çавăн пекех ял хуçалăх техникумĕнче, районти тĕп библиотекăра, шкулсенче калаçусем, çавра сĕтелсем иртеççĕ.
Пушартан хÿтĕленмеллех
Вут-кăварпа çыхăннă лару-тăру пирки асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Александр Шурдеев паллаштарчĕ. Вунă уйăхра 34 пушар пулнă, вут-çулăмра виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă.
Александр Николаевич уйрăмах газ оборудованийĕпе асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ. Юсавсăр кăмакасене, плиткăсене кÿршĕсене, пĕлĕшсене юсаттарма кирлĕ маррине палăртрĕ.
Çавăн пекех вăл кăмакасемпе, электрооборудованипе усă курнă чухне тимлĕхе çухатма юраманнине çирĕп асăрхаттарчĕ. «Ансат правилăсене кашни уясан инкек те пулмĕччĕ», – терĕ вăл.
Ыйтусем
Район тĕп больницинче тимлекенсене поселокри çулсен тăрăмĕ, тротуарсем çукки, çутă япăххи пăшăрхантарать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев кăçал поселокра пысăк ĕç пурнăçланине – Ленин тата Иванов урамĕсене асфальт сарнине – палăртрĕ. Çав вăхăтрах поселок çулĕсене тытса тăракан организацин ĕçĕпе кăмăлсăррине пĕлтерчĕ.
Республика бюджечĕ çитес çул та пулăшу парсан Вăрнарăн урамĕсем тата çĕнелмелле. Тротуарсем тĕлĕшпе: район пуçлăхĕн сăмахĕсемпе, çитес çул вĕсем К.Маркс тата Ашмаров урамĕсенче хывăнмалла.
Çутă ыйтăвне Леонид Григорьевич тимлĕхе илессине пĕлтерчĕ.
Больница ĕçченĕсем çавăн пекех пĕччен ватăсене социаллă реабилитаци çуртне вырнаçтарас йĕркепе кăсăкланчĕç. Николай Тинюков тĕп врач Калининăри участок больницин иккĕмĕш хутĕнче вăхăтлăх пурăнмалли уйрăм уçма май пуррине пĕлтерчĕ. Ку ыйтăва аталантарма калаçса татăлчĕç.
Светлана ЧИКМЯКОВА.
Ноябрь 2024 |