Паттăр салтак, пултаруллă тимĕрçĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 07.10.2020, 11:11 Просмотров: 491

Георгий Федорович Горбунов

Рядовой. Фронтра аманнă.

Георгий Федорович Çĕрпел салинче 1915 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ суту-илÿпе ĕçлеме юратнă. Ялта хăшпĕр çынсем çĕрĕсене акса пуçтарайман пулсан вĕсене арендăна илнĕ, сачĕсемпе усă курнă.

Колхоз чăмăртаннă вăхăтра вĕсен килĕнчи хуралтăсене пăсса илсе тухнă. Çемье çине çирĕп налук хунă. Ăна хăть ăçтан тупса тÿлемелле пулнă.

1937 çулта Çĕрпел ял Совечĕ пысăк пуху ирттернĕ, унта анкарти çĕрĕсене пуринне те пĕр пек танлаштарассине пăхса тухнă. Пухăва Георгий Горбунов хăйĕн ашшĕпе Федор Семеновичпа пĕрле кайнă. Çакăнта хăйсем малтан усă курнă сад-пахчасем пирки ыйту хускатасшăн пулнă, анчах вĕсене веçех анкарти çĕрĕсем çине валеçме куçарнă.

Май уйăхĕнче, Йăрар шахтине «Бисариус» экскаваторсене илсе килсессĕн, Çĕрпел çамрăкĕсем нумаййăн унта ĕçлеме тухса каяççĕ. Çав çулхине 41000 т фосфорит рудине кăлармалла пулнă. Малтанхи çулсенче кунта ĕç начартарах пынă пирки 1937 çулхи май уйăхĕнче Уравăш Санарĕнчи шахтăран стахановецсене куçарса килеççĕ.

Ертÿçи Карп Сергеев шутланнă. Сезон пуçланнă çĕре шахтерсен шучĕ 485 çынна çитнĕ. Çак списокра çĕрпелсенчен Георгий Горбунов, Артемий Горбунов, Петр Игнатьев, Карп Сергеев тата ыттисем пулнă.

Уравăш Санарĕнчен килнĕ шахтерсем вагонеткăсем çÿремелли çула хăвăрт юсаççĕ. Вăл йышри Донбасс шахтерĕсен отбойнăй мăлатуксем пулнă. Йăрарти ĕç шавĕ катаранах илтĕннĕ. Çĕрпел шахтерĕсем çапларах сăвă çырса хураççĕ:

Йăрарта

Эх, кĕрлерĕ, эх, янрарĕ

Йăрар хушшин тăвайкки.

Аякран кăт тĕккелерĕ,

Итле, терĕ, Георги.

Чĕрне вĕççĕн кăшт çĕклентĕм,

Карттус хывса итлерĕм:

Ик «Бисариус» экскаватор,

Чĕтретет, ай, тăр-тăр.

Тăра-тăра эп итлерĕм,

Шухăшларăм хам ăшра.

Хула хушши пуль ку терĕм

Хамăр шахта Йăрара.

Эп ĕçлетĕп, савăнатăп,

Тултаратăп-ха плана.

/ркенместĕп, ывăнмастăп,

Хăвалатăп забоя.

Çак сăвва «Фосфорит» хаçатра пичетленĕ.

Май уйăхĕ питĕ çумăрлă тăнă пирки Йăрар шахтинчен 190 шахтер пăрахса кайнă. Шахтасем начар ĕçленĕ, нагрузкăпа пулă панă. Столовăйĕнче апат хакĕ 1,75 тенке çитнĕ. Магазинта çăкăр çителĕклĕ сутайман. Медпункт, клуб ĕçлемен, рабочисем хваттер çук пирки çумăр айĕпех кашни кун киле çÿренĕ. Рабочисене кунсерен 60–70 тенкĕ тÿлемеле йышăннă пулсан та вĕсен йышĕ чаксах пынă.

Июль пуçламăшĕнче Йăрар шахтине Çĕрпел колхоз председателĕ Василий Романович Романов ялти çамрăксене каялла илсе каяс тесе калаçма килнĕ. Вырма умĕн колхозра юсав ĕçĕсем чăннипех пĕр вырăнта тăнă. Уйрăмăнах Георгий Федорович Горбунова питĕ ÿкĕтленĕ. Çурла шаккама пĕлекен çын çук тенĕ. Вăл ачаллах тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ пулнă.

Çĕрпелĕнчи тимĕрçĕ лаççи чăннипех мĕскĕннĕн кĕтнĕ. Жнейкăсене пĕрне те юсаман, тырă вырмалли хатĕрсем килкартинчех ларнă. Георгий Федорович таврăннă кунранах халăх çурласене хăйраттарма вăрăм черетре тăнă. Техникăсене кĕске вăхăтра йĕркене кĕртсе çитернĕ, колхозăн пахалăх комиссийĕ тĕрĕсленĕ хыççăн Георгий Горбунова тимĕрçĕ лаççинче асли пулма çирĕплетнĕ.

Вăрçă тухсан Георгий Федоровича трударми шучĕпе бронь панă. Пĕрремĕш кунсенченех çар ураписене шина ларттарнă. Ку урапасемпе фронтра тупă кĕпçисене вырăнтан-вырăна куçарса çÿренĕ. Вĕсене ялти салтаксемех фронтран командировка шучĕпе килсе пуçтарса кайнă. Пĕр партие Венямин Гаврилович Дубанов илсе кайнă.

1943 çулхи январь уйăхĕнче Георгий Горбунова та вăрçа илнĕ, вăл Ленинград фронтне лекнĕ. Вăл вăхăтра Ленинград блокадине Ладога кÿлли хĕррипе Нева шывĕ хĕрне çитиччен 10–12 км сарлакăш Ленинград тата Волхов фрончĕсем хире-хирĕç пырса татса тухма пултарнă. Ленинград хулишĕн çак самант питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Георгий Федорович ларса килнĕ эшелон салтакĕсене пурне те çак вырăна çирĕплетнĕ. Ленинград облаçне кĕрекен Синеево хули тăрăхне Хĕрлĕ Çар çĕнĕрен те çĕнĕ дивизисемпе вăйлатнă. Салтаксем Ладога кÿлли хĕррипе çĕр çийĕн чукун çул хывма пуçланă. Вăрман касса çĕре тикĕслесе автомашинăсем чупма çулсем туса панă.

Ленинград хулинче Хĕрлĕ Çара кирлĕ объектсене, Выборг еннелле каякан чукун çула юсаса йĕркене кĕртнĕ. Çак ĕçсенче вĕсемпе пĕрле тыткăна лекнĕ финн салтакĕсем те вăй хунă.

Георгий Горбунов пăта кăлармалли инструмента хăйĕн пурнăçĕнче чи малтан финсен аллинче курнă.

1944 çулхи май уйăхĕнчен вĕсене Финлянди чикки енне куçма хатĕрлеме пуçланă. Георгий Горбунова шыв урлă понтон кĕперсем тăвакан ротăна куçарнă, салтаксемпе васкавлă вĕрентÿ ирттернĕ. Июнĕн 6-мĕшĕнчен Ладога кÿлли хĕррине десант антарса вăрçа кĕме тата 41 дивизи совет салтакĕсене илсе килеççĕ. Çак вăй финсем тытса тăракан блокада линине хăвăрт аркатнă, хыççăн Выборг хули енне çула тухнă.

Июнĕн 10-мĕшĕнче Г.Горбуновсен çарĕ Сестра юханшывĕ урлă понтон кĕперĕ туса Выборг хули еннелле куçнă.

Финсен Сестра шывĕ хĕрринчен хăйсен чикки еннелле тата 100 км çирĕп оборона сооруженийĕсем пулнă. Пулемет, миномет точкисем юнашарăн-юнашарăн вырнаçнă. Çак условисенче уйрăмах пехотăн малалла кайма май килмен. Кунта июнĕн 17-мĕшĕ тĕлне 200 ытла самолет бомбăсем татти-сыпписĕр пăрахнипе çеç пехота малалла куçнă. Çак кун Георгий Горбунов куçĕнчен йывăр аманнă.

Ленинград хулине 900 кун хушши блокадăра тытнă фашистсене хирĕç çапăçса совет çарĕ кĕске вăхăтрах, июнĕн 6-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 20-мĕшĕ хушшинче тата Выборг хулине хăтарнă тапхăрта, 23700 салтак ĕмĕрлĕх куçĕсене хупнă. 72700 салтак аманса сусăрланнă. Вăл шутра паттăр салтак Георгий Федорович Горбунов ячĕ те списока çырăннă.

Георгий Федорович госпитальте выртса тухнă хыççăн киле 1944 çул вĕçĕнче çитнĕ.

Яла таврăнсан Георгий Федорович каллех тимĕрçĕре ĕçлеме тытăннă. Вăл фронтран тыткăна лекнĕ финн салтакĕсенчен пăта кăлармалли лапа, шина касмалли хачă тума вĕренсе килнĕ. Ку инвентаре ялта ăсталама пуçласассăн колхозниксем черет тăрсах хăйсем валли тутарттарнă.

1950 çулта правлени тимĕрçĕ лаççине молотобоец çирĕплетсе панă. Унпа пĕрремĕш Петр Андреевич Андреев ĕçлесе пынă. Сунтал çинче шаккаса пулăшаканĕ пĕр хушă унăн мăшăрĕ Федосия Андреевна та пулнă.

Колхоз пĕрлешсен 1952 çулта унпа пĕрле тимĕрçĕ Данил Феофанов тимлеме тытăннă. Кашни ялта пĕрер аслă тимĕрçĕ пулнă. Кайри Тукайĕнче – Зиновий Кузьмин, Çармăсра – Прокопий Падиреков. Сÿресене, акапуçсене, сухапуçсене пĕтĕмпех март уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне хатĕрлесе çитерессине правлени тĕрĕслесех тăнă. Тĕттĕмленсен краççинпа ĕçленĕ. ,ççи умĕн кашни бригада лаша ураписене маларах пырса юсаттарнă, вăл вăхăтра автомашинăсене те юсама лаçсем патнех илсе пынă. Тимĕрçĕсем тимĕр татăкĕсене сваркăсăрах пĕр-пĕринпе сыпма пĕлнĕ. Правлени вĕсене кашни кун 1 литр сĕт çырса панă.

Георгий Федорович пÿрт тăррисене тимĕр витме те питĕ ăста пулнă. Вĕсем уйрăммăнах вăрçă хыççăнхи çулсенче районта çитмен ял та хăварман. Хăйпе пĕрле яланах Владимир ачине илсе çÿренĕ.

Кольцовка ялĕнче ĕçленĕ чухне çĕршывĕпе паллă юрăç М.Д.Михайлов клубра ял халăхĕпе тĕлпулу ирттернĕ. Георгий Федоровичпа Владимир ывăлне те пырса курма чĕннĕ унта. М.Д.Михайловăн вăйлă сасси вĕсен асĕнче яланлăхах юлнă. Владимир салтакра ашшĕнчен вĕреннĕ ĕçĕпе командирсене самаях тĕлĕнтернĕ. Салтак котелокĕсене тимĕртен шаккаса туса панăшăн ăна темиçе хут та отпуска кайма ирĕк панă. Анчах Владимир службăран пĕр кун та вăхăт çитмесĕр пăрăнман.    

Георгий Федорович фронтра Василий шăллĕпе пĕрле çапăçнă. Шел, Василий тăван киле таврăнайман.

Георгий Федорович колхозăн тимĕрçĕ лаççинче 40 çул ытла пач улшăнмасăр ĕçленĕ.

1995 çулта ял-йышран вăхăтсăр уйрăлнă. Ăна халăхпа чыслăн Çĕрпел масарĕнче пытарнă.

Федор КУЗЬМИН.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика